Раштав уйăхěн 16-мěшěнче чăваш сăвăçи, прозаикě, журналисчě, Митта Ваҫлейӗ ячěллě преми лауреачě Любовь Мартьянова çуралнăранпа 75 çул çитрě. Ҫакна халалласа Чăваш республикин наци библиотекин хăтлă залěнче «Эп чěртнě вучах» ятлă асăну каçě иртрě.

Асăну уявне чăваш çыравçисем (Сергей Павлов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Василий Кервен, Ольга Австрийская-Иванова, Александр Ильин тата ыт.), культурăпа вěрентӳ ěçченěсем (Надежда Кириллова, Николай Осипов, Леонид Петров тата ыт.), Чăваш патшалăх гуманитари институчěн ăсчахěсем (Виталий Родионов, Альбина Мышкина, Вера Никифорова), Чăваш патшалăх педагогика университечěн студенчěсем тата Любовь Васильевнăн çывăх çыннисемпе Галина хěрě хутшăнчěç.

Тӗплӗнрех