Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотеки ҫӗртме уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче «Тӑван ҫӗршывӑм – Чӑваш ен» ятпа вулавӑш диктанчӗ ирттерет. Унта хутшӑнас текенсене йӗркелӳҫӗсем чӑваш историйӗпе, культурипе, ӳнерӗпе, ӑслӑлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравласа харпӑр хӑйӗн пӗлӗвне тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ. Диктант палӑртнӑ кунсенче библиотека сайтӗнче тестировани мелӗпе иртӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн акцие хутшӑнакансем тӳрех алла электронлӑ сертификат илме пултарӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗнче диктанта хатӗрленес тĕллевпе «ВКонтакте» социаллӑ тытăмри «Интересно о чувашском» ушкӑнра тӗрлӗ кӑсӑклӑ статьясемпе заметкӑсем вырнаҫтарса пырӗҫ, ыйтӑвӗсене шӑпах ҫак материалсенчен йӗркелӗҫ те. Чылай усӑллӑ информаципе «Чӑваш Республики: ҫӗрҫуллӑх летопиҫӗ» сайтра та паллашма пулӗ.