2020 ҫулхи юпа уйăхӗн 22-23-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Патшалӑх тата гражданла обществăн пĕрлешĕвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хăварма пулăшни» ятлӑ наукӑпа практика конференцийӗ иртӗ.

Ăна «Манӑн тӑван чӗлхе» проектпа килĕшӳллĕн йӗркеленӗ. Проектăн тĕп тĕллевĕ – Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене упраса хӑварас ыйтӑва ҫӳллĕ шая ҫĕклесси, ҫак ĕҫе анлăлатса чӗлхе специалисчĕсене тата ытти хастарсене пĕрлештерсе хутшӑнтарассии, чӗлхене аталантарас ĕҫре ҫĕнĕ технологисемпе усă курасси тата нацисем хушшинчи ҫыхăнăва аталантарасси. Проект Наци ӗҫӗсен федераллӑ агентстви пулăшнипе ҫӗршывăн пилӗк регионĕнче пурнăҫа кĕрет: Сахалин облаҫӗнче, Карели, Мари тата Чӑваш Республикисенче.

Конференцие йӗркелекенсен шутӗнче – «Информаци пурин валли те» ЮНЕСКО программин Раҫҫейри комитечӗ, Вулавӑшсене пӗрлештерекен регионсем хушшинчи центр, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, Чӑваш Республикин наци библиотеки.

Конференцие влаҫ тытăмĕнчи специалистсем, чӗлхеҫӗсем, ӑсчахсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, Чӑваш Енри тата ытти регионсенчи чӗлхе хастарӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем чӗлхери лару-тӑру регион тата наци шайӗнче еплерех пулнине палăртӗҫ, чӗлхесене сыхлас ĕҫ тӗнчере мĕнлерех пынипе паллаштарӗҫ, Чӑваш Республикинче тата ытти регионсенче пурӑнакан тĕп халӑхсем хӑйсен чӗлхисене упрама тата аталантарма хатӗр е хатӗр мар пулнине тишкерӗҫ, Раҫейри нумай чӗлхелĕхе тата культура тĕрлĕ енлĕхне упраса хӑварас тӗлĕшпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме мӗнле ресурссене явăҫтармаллине сӳтсе явӗҫ, чӗлхене аталантармалли технологисен вӑй-хӑватне хаклӗҫ.

Конференци 10.00 сехетре пуҫланать.

Килме май пулмасан «Zoom» онлайн-платформа урлӑ хутшӑнма пулать.

 

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

(8352) 23-02-17, хушма 101 (Баймушкина Татьяна Михайловна)

(8352) 23-02-17, хушма 144 (Соловьева Галина Павловна)