Нарӑс уйăхĕн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубĕн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ытти чухне варкăшçăсем илемлӗ литература хайлавӗсене сӳтсе яватчĕç. Ку хутӗнче вара чӑваш литературине тӗпчекен Николай Осипов критикӑн «Хальхи чӑваш литератури» вӗренӳ пособине пӑхса тухрĕç. Автор палӑртнӑ тӑрӑх, кӗнекере хальхи вӑхӑтра пичетленекен ҫыравҫӑсен хайлавӗсене тишкерсе хаклас ӗҫе мала кӑларнӑ. Унта юлашки икӗ ҫул хушшинче ҫырнӑ материалсем кӗнӗ-мӗн. Вӗсенчен чылайӑшӗ хаҫат-журналта кун ҫути курма ӗлкӗрнӗ. Хаклавсене пӗр ҫӗре пухни ку кӑларӑмпа студентсене вӗрентнӗ чухне усӑ курма май парать.

Тӗлпулу чӑннипех те хӗрӳ иртрӗ. Мероприятие Чӑваш телевиденийӗпе радиовӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисенчен кашниех хӑйӗн шухӑшне палӑртрӗ, автор ӗҫне ырларӗ, сӗнӳсем пачӗ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Ольга Скворцова доцент кăларăма туллин тишкерчĕ. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Николай Николаевичпа пĕр вăхăтрах вăй хума пуçланă май унăн тĕпчев каçалăкне никамран лайăхрах пĕлет. Ĕçтешĕ литература анинче тĕрлĕ йĕр хăварнă авторсене пăхса тухнине, темăна шалтан çатăрласа илнине асăнчĕ.

Тӗплӗнрех