Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Нарспи» спектакль 100 ҫул тата «Нарспи» опера 55 ҫул тултарнă тӗле «Наци кĕтречĕ. Константин Иванова халалласа» ятпа пысӑк курав уҫӑлать. Вӑл «Нарспи» поэма историне пирвайхи хут пичетленсе тухнинчен пуҫласа хальхи вӑхӑтри ӳнер ӑстисен ӑнлантарӑвӗ таран йӗрлеме май парать. Библиотека ӗҫченӗсем Нарспианӑна пуҫласа тӗрлӗ енлӗн – текст, сӑнарлӑ искусство, драма спектаклӗ, опера, кино, мюзикл урлӑ – ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. Архив материалӗсем, документлӑ фильмсем, радио тата телеспектакльсем, телефильмсем, театр костюмӗсем, тӗрлӗ ҫулхи афишӑсем поэмӑн историне татах та пуянлатаҫҫӗ.

Куравра «Нарспин» пур кӑларӑмне те пӗр ҫӗре пухнӑ. Пуҫласа поэма 1908 ҫулта Чӗмпӗрте И.Я. Яковлев хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш халапӗсем» кӗнекере кун ҫути курнӑ. Уйрӑм кӗнекен вӑл Хусанта 1919 ҫулта тухнӑ. Паянхи кунччен поэмӑна 50 хут ытла кӑларнӑ, пӗтӗмӗшле тиражӗ 400 пине яхӑн. Хайлав тӗнчери халӑхсен 20 чӗлхипе янӑрать, вырӑсла куҫарӑвӗн вара 8 варианчӗ пурри паллӑ.

Экспозици пӗр хайлав тӗслӗхӗпе кӗнеке графикин аталанӑвне те ҫутатса парать. Поэмӑн пӗрремӗш иллюстрациленӗ кӑларӑмӗ 1930 ҫулта Мускавра тухнӑ, ӑна А. Мясников чӑваш ӳнерҫи илемлетнӗ. Ф. Быков, Г. Харлампьев, П. Сизов, А. Миттов, Э. Юрьев, Праски Витти ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ кӑларӑмсем те пысӑк тимлӗхе тивӗҫ.

Курав Нарспианӑн сцена историйӗпе те паллаштарать, «Нарспие» сцена ҫине кӑларнӑ драматургсемпе режиссёрсен ячӗсене тепӗр хут аса илтерет. П. Осипов, Я. Ухсай, В. Алагер, А. Кӑлкан хӑйсен пултарулӑхӗнче «Нарспи» поэма патне таврӑннӑ, И. С. Максимов-Кошкинский, П. Осипов, Л. Родионов, В. Яковлев спектаклӗсем ӳнер аталанӑвӗнче курӑмлӑ йӗр хӑварнӑ. Тӗрлӗ ӑрури ҫынсем Нарспи ролӗнче О. Ырсем, Ф. Дмитриева-Эдюкка, А. Долгова, Р. Ананьева, Т. Ерусланова, С. Ефимова-Михайлова, В. Кузьмина, С. Бубнова, Н. Григорьева, В. Трифонова, В. Иванова пултаруллӑ актрисӑсем вылянине курса хавхаланнӑ. Сетнер сӑнарне И. Максимов-Кошкинский, А. Ургалкин, Г. Терентьев, В. Семенов, Н. Котеев ӑста калӑпланӑ.

К. Иванов поэзийĕн кĕвĕллĕ янравлăхĕ – унӑн тӗп паллисенчен пӗри. Оперӑсем, балет, кантатăсем, хорсем, инструменталлă произведенисем музыкăллă Нарспианăн эткерлӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Поэма сюжечӗ тӑрӑх виҫӗ опера ҫырнӑ, композиторӗсем Г. Хирбю, В. Иванишин, И. Пустыльник  пулнӑ. Куравра архив докуменчӗсемпе (либреттӑпа, нота материалӗсемпе) ҫывӑхрах паллашма май пур. А. Асламас балет валли хатӗрленӗ вокалпа симфони поэмин ал ҫырӑвӗсем тата музыка партитурисем уйрӑмах паха.

«Нарспин» фильмографине уйрӑм пая кӑларнӑ. 1974 ҫулта Хусанти кинохроника студийӗ Г. Айхи сценарийӗ тӑрӑх «Алран кайми» кӗске метражлӑ документлӑ фильм ӳкернӗ. Унсӑр пуҫне 2000 ҫулта «Чӑваш Ен» ПТРК тата Чӑваш драма театрӗ телеспектакль, 2008 тата 2013 ҫулсенче уйрӑм хастарсем видеофильмсем, 2012 ҫулта А. Васильев режиссёр «Нарспи» мюзикл  тӑрӑх фильм хатӗрлесе пысӑк экран ҫине кӑларнӑ.

Вилӗмсӗр поэмӑри сӑнарсене «Нарспи» пӗрремӗш наци мюзиклӗнче те витӗмлӗн кӑтартса пама пултарнӑ. Унӑн премьери 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийĕн сцени ҫинче иртнӗ. Н. Казаков композиторпа Б. Чиндыков ҫыравҫӑ поэмӑна ҫӗнӗлле – рок-опера жанрӗпе лартма сӗннӗ.

К. Ивановӑн поэми тата унти персонажсем хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ мелсемпе материалсем урлӑ (граффити, апат-ҫимӗҫ, кӗвӗ-ҫемӗ, сувенир продукцийӗ) сӑнланса юлаҫҫӗ.

Курава Чӑваш Республикин Наци библиотекин специалисчӗсем О. Улангин ӳнерҫӗпе пӗрле хатӗрленӗ, ӑна пӗр илемлӗх стилӗпе тытса пынӑ.

«Наци кĕтречĕ. Константин Иванова халалласа» курав Наци библиотекин кӑтарту залӗнче (114 пӳлӗм) 11.30 сехетре уҫӑлать.

Хапӑл тӑватпӑр!