Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Светлана Асаматӑн 2022 ҫулта пичетленсе тухнӑ кӗнекисен хӑтлавӗ иртет.

Светлана Васильевна Смирнова (Асамат) – чӑваш халӑх поэчӗ, юрӑҫ, композитор, куҫаруҫӑ. Прозӑра-и, поэзире-и е куҫарура – пур енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлет вӑл, чӑвашла та, вырӑсла та хайлав хыҫҫӑн хайлав шӑрҫалать, вулакан патне паха кӗнекесем ҫитерет. 2016 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Урам вӑранчӗ» (Улица проснулась) кӗнеки вара «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» республикӑри фестиваль-конкурсра мала тухрӗ. Унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем ҫӗр ытла юрӑ, юрӑпа ташӑ сюити кӗвӗленӗ, поэтесса хӑй те юрӑсем ҫырать.

2022 ҫулта авторӑн тӳрех 4 кӗнеке кун ҫути курчӗ. Вӗсен йышӗнче ача-пӑча тӗнчине сӑнлакан «Ҫурхи ҫаврӑм» сӑвӑсен пуххи, «Чыс та мухтав сире…: саламсем, тав сӑмахӗсем, шухӑш ҫаврӑмӗсем» кӗнеки, «Совесть…:  Житейские зарисовки» кӑларӑмӗ, «Мысли – гости, угости…» икӗ йӗркеллӗ ҫаврӑмсен пуххи. Уявра асӑннӑ кӑларӑмсемпе тата ҫыравҫӑ пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр.

Чӑваш литературине кӑмӑллакансене Светлана Асаматӑн кӗнекисен хӑтлавне хутшӑнма  йыхравлатпӑр.

Уяв каҫӗ пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 14.00 сехетре пуҫланать (137 пӳлӗм). Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!

Книги Светланы Асамат