Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева ертсе пыракан «Васкамасӑр вулатпӑр» проект малалла тӑсӑлчӗ. Мероприятие пухӑннӑ тӗпчевҫӗсем, вӗрентекенсем, студентсем, библиотека ӗҫченӗсем чӑвашсен паллӑ драматургӗн, прозаикӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗн Пётр Осиповӑн «Ылханлӑ йӑх» пьесине вуласа тишкерчӗҫ. Малтанах Наталия Сергеева режиссёр драматургӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн пӗлтерӗшлӗ саманчӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 2019 ҫулта «Ылханлӑ йӑх» пьесӑна К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен академи драма театрӗн сцени ҫинче «Сурхури сӑри» ятпа лартнине пӗлтерчӗ, премьера ӑнӑҫлӑ иртни пирки каласа пачӗ.

Чӑннипех те, хайлавӑн тӗп шухӑшӗ тарӑн философиллӗ. Пьесӑра Пётр Осипов XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи трагедиллӗ пулӑмсене, чӑваш хресченӗн йывӑр та кӑткӑс шӑпине, сурхури вӑхӑтӗнчи лару-тӑрӑва ӑста уҫса панӑ. Мероприятие пухӑннисем хайлавра мӗн калас тенине ӑнланса, чӗлхен пуянлӑхне, илемне туйса, васкамасӑр вуларӗҫ. Ҫыравҫӑн чӗлхи селӗм, чӗрӗ, вулакана ҫывӑх, пуплевсем ансат та ҫаврӑнӑҫуллӑ, кулленхи чӑваш калаҫӑвне ҫывӑх пулнине палӑртрӗҫ. Халӑх сӑмахлӑхӗнчен илнӗ йӑла-йӗркесем вара хайлава пушшех те пуянлатнине пӗлтерчӗҫ.  

«Васкамасӑр вулатпӑр» проекта яш-кӗрӗме кӗнеке юратма вӗрентес, вулаттарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Унта хутшӑннӑ ҫынсене пьеса килӗшрӗ, тарӑн шухӑша ячӗ, тишкерӳ чӗрӗ те кӑсӑк пулчӗ.