Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» романĕн хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм пĕлтĕрхи çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ.

Унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2022) çĕнтернĕ. «Сĕлкĕш», «Авăр», «Тан таппи», «Тĕтре», «Сарă хăмăш, сар хăях», «Сулăнчăк» тата ытти роман авторне, Сергей Павлов чăваш халăх писательне саламлама вулавăша поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе вулакансем пуçтарăнчĕç.

Тĕлпулура Сергей Лукиянович хайлава çырнин историйĕпе паллаштарчĕ. Вăл ватă амăшĕ каласа панисене тĕплĕн çырса пынă-мĕн, каярахпа çак асаилӳсене тĕпе хурса илемлĕ произведени шăрçаланă. Малтанах ăна «Анне калавĕ» ят пама палăртнă, анчах писателе пĕр çемье виçи кăна çырлахтарайман. «Хам кăларса тăракан «Хресчен сасси – КИЛ» хаçата вăрçă ачисем тăтăшах çырса тăраççĕ те, вĕсен чăнлăхĕ çын шăпипе тăван халăхăн пурнăçне пĕтĕмлетсе уçса пама хистерĕ. Унсăр пуçне литература хайлавĕ чăн пулнине улăштармасăр та, илемлĕх мелĕсемпе анлă усă курмасăр та калăпланмасть», – тет С. Павлов. Юратупа курайманлăх, ăмсану, класс кĕрешĕвĕ, коллективизаци тапхăрĕ тата ытти тема тавра шухăшлани çыру сĕтелĕ хушшине ларма хистенĕ ăна.

Тӗплӗнрех