Çу уйăхěн 15-мěшěнче Чăваш Республикин наци библиотекинче К. В. Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă «К.В. Иванов пултарулăхě паянхи кун тěкěрěнче» çавра сěтел иртрě. Ҫавра сěтел ěçне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчěпе Чăваш Республикин наци библиотеки йěркеленě. Пухăннă ăсчахсемпе ятарласа чěннě хăнасем К. Иванов пултарулăхě тата унăн вилěмсěр «Нарспи» поэми паянхи чăваш культуринче мěнле вырăн йышăннине сӳтсе яврěç. Ҫакнашкал ыйтусем шутěнче чăвашсен сăваплă тěнчи сăвăç пултарулăхěнче мěнле палăрăнни (С. Упаççи), унăн илемлěх тěнчин вăрттăнлăхěсем (Ю. Артемьев), К. Иванов хайлавěсене вырăсла куçарни (Г. Дегтярёв, В. Мишшан), «Нарспи» поэмăри сăнарсем А. И. Миттов пултарулăхěнче хăй вырăнне тупни (А. Мордвинова), сăвăç пурнăçě унăн кун кěнекинче мěнле çырăнса юлни (В. Родионов) пулчě. Унсăр пуçне Н. Андреев композитор «Нарспи» поэмине кěвěленě май тухса тăнă ыйтусем пирки калаçрě, И. Николаев юрăçпа пěрле çырнă сыпăка итлеттерчě. Наци библиотекин ěçтешě О. Тимофеева Чăваш Республикин наци библиотеки сăвăçăн литература эткерлěхне сарас ěçре мěн тунипе паллаштарчě.

Тӗплӗнрех