Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫулталӑк тӑршшӗпех чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене вуласа сӳтсе яваҫҫӗ.
2023 ҫултанпа вара çĕртме уйăхĕнче варкӑшҫӑсем литература пикникӗ ирттереҫҫӗ. Ку ырӑ йӑларан кӑҫал та пӑрӑнмарӗҫ вӗсем – ҫанталӑк ҫиллӗ те сулхӑн пулнине пӑхмасӑрах вулавăш картишĕнче пуҫтарӑнчӗҫ. «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕсем тӑрӑшнипе ешӗл лапам чӑн-чӑн уяв шилӗкне ҫаврӑнчӗ тесен те юрать. Сĕтел кукăль-икерчĕпе, пылак çимĕçпе, улма-çырлапа тулли. Хӑнисем савӑк кӑмӑллӑ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ Ирӗк Килтӗш ӳнерҫӗ улахран юлас мар тесе ирхи виҫҫӗрех тӑрса тухнӑ ялтан. Гитарине те хӑйӗнчен хӑварман. Ҫапла, Валерий Алексеевич картинӑсем ӳкернисӗр пуҫне сӑвӑ-юрӑ хайлать, хӑй кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарать. Пикникра шӑпах вӗсене гитара каласа янраттарччӗ. Тунсӑхли те, ура хуҫса ташлаттараканни те пулчӗ. Хаваслӑ юрӑ илтсен сак ҫинче тӳссе ларайӑн-и вара, йӑкӑлт сиксе тӑрӑн та ухӑнӑн та авӑнӑн, тӑррӑс-тӑррӑс сиккелӗн.
Пилӗк тӗрлӗ музыка инструментне алла илнӗ Светлана Асамат чӑваш халӑх сӑвӑҫи «Кай, кай Ивана…» юрӑ ҫеммине сӗрме купӑспа каларӗ, Сиктӗрмене халалланӑ сӑввине вуларӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров тӑван ялне – Çĕрпӳ районĕнчи Хурамал Туçана – халалланӑ сӑввипе паллаштарчӗ.