Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Николай Терентьев тата чăваш драматургийĕн аталанăвĕ» ятпа çавра сĕтел иртет. Ăна чăваш халăх писателĕ, паллă драматургĕ Николай Терентьев 100 çул тултарнине халалланă.
Николай Терентьев – драматург, куçаруçă, артист, театр критикĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ. 1925 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Канаш районне кĕрекен Кашнаруй ялĕнче кун çути курнă. Мускаври А.В. Луначарский ячĕллĕ ГИТИС студийĕнче вĕренсе, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче артист, литература пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. 40 ытла пьеса çырнă. Паллăраххисем: «Çунатлисем те çĕр çинчех», «Мĕн-ши вăл телей?», «Куккук çаплах авăтать», «Çĕр çинчи çеçпĕл», «Кайри мала, хуркайăксем», «Пушар лаши» тата ыттисем те. Вĕсене тĕрлĕ тетарсенче 15 чĕлхепе лартнă. Н. Трентьев пьесисем чылай кĕнекере кун çути курнă. Чăваш академи драма театрĕнче 20 ытла пьеси тăрăх тĕрлĕ режиссерсем спектакльсем лартнă. Паянхи куракан та вĕсене хапăл туса йышăнать.
2025 ç. тата чылай чăваш драматургĕ хăйсен çавра çулĕсене паллă тăваççĕ. Вĕсем хушшинче Николай Айзман (130), Михаил Акимов-Аруй (135), Леонид Родионов (110), Василий Ржанов (110), Георгий Тал-Мăрза (130), Мĕтри Юман (140), Борис Чиндыков (65) тата ыттисем те. Вĕсем те чăваш драматургийĕн аталану историйĕнче хăйсен йĕрне хăварнă.
Ҫавра сӗтел 137 пӳлӗмре 14 сехетре пуҫланать.
Пурне те хапӑл туса кӗтетпӗр!