Чăваш Республикин Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайӗ çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ çуллахи кану тапхăрĕ хыççăн çĕнĕ сезонне уçрĕ.
Авăн уйăхĕн юлашки кунĕнче варкăшçăсем туслă йышпа Николай Мордяковăн «Юр çийĕн кăвар» хайкку пуххине пахалама пуçтарăнчĕç. Кăларăм кăçалхи çулла Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне вĕçен кайăксем çинчен çырнă ирĕклĕ сăвăсем кĕнĕ. Вĕсен тĕнчине сăнласа пама автор яппунсен поэзи хурăмĕпе – хайккупа – усă курнă. Хайлавсем виçĕ йĕркеллĕ, вун çичĕ сыпăкран тăраççĕ: пĕрремĕш йĕркере – пилĕк сыпăк, иккĕмĕшĕнче – çиччĕ, виççĕмĕшĕнче – каллех пиллĕк. Тĕпре ахаль рифма мар, интонаципе сасă кĕвĕлĕхĕ тата шалти рифма.
Поэзире нимĕнле саккун та çук
Николай Гурьевич уява Комсомольски тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мăрат ялĕнчен килсе çитрĕ. Вăл каланă тăрăх, пĕчĕк чухне нумай кайăка та уйăрсах кайман, тĕл пулман. Тăмана е улатакка курни пысăк пулăм та савăнăç шутланнă. «Ача чухне Йĕпреç вăрманĕнче тăтăш пулма тӳр килнĕ. Хитре вырăнсем курсан халь те унти тавралăх аса килет. Юлашки çичĕ çул Çĕнĕ Мăратра кун кунлатăп. Кунта асанне енчи тăвансемпе паллашрăм. Хурал ĕçĕнче тимленĕ май пăхса ларатăн та – тем тĕрлĕ кайăк та вĕçсе килет. Пĕринчен тепри илемлĕ. Коронавирус алхаснă тапхăрта питех тухса çӳреме юрамастчĕ. Чылай хайкку шăп çав вăхăтра çырăнчĕ. Хусанти хайкку çыракансен клубĕпе паллашрăм. Вĕсене тăрăшса вăй хунине кура хамăн та ĕçлес кăмăл çуралчĕ. Кайăксен ячĕсене пĕлес тесен энциклопедисем кирлĕ. Унсăрăн май килмест. Паллах, кайăка курсан сăнатăн, хăйне евĕрлĕхне палăртатăн. Малтан ун вырăсла ятне пĕлетĕн, кайран тĕрлĕ словарьте чăвашлине шыратăн. Вăрман словарĕнче пĕр тĕрлĕ, ял хуçалăх сăмахсарĕнче тепĕр майлă пулма пултарать», – терĕ поэт.
Унăн пĕрремĕш сăвви Патăрьел районĕн «Авангард» хаçатĕнче кун çути курнă. Каярахпа «Тăван Атăл», «Ялав», «Пике», «Сунтал», «Лик», «Кил», «Çилçунат», «Самант» журналсенче пичетленнĕ. Николай Гурьевич хăйне çул уçса панă çынсене чĕререн тав турĕ, кашнине ятран аса илчĕ; Наталия Орлова ӳнерçе хӳхĕм ӳкерчĕксемшĕн, капăр хуплашкашăн тав сăмахĕ каларĕ. «Кашни сăвă пуçламăшĕнчи пысăк саспалли – буквица – хăй кайăк евĕрлĕ курăнать», – терĕ Николай Гурьевич.