Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Валентин Константиновӑн «Ют ҫын ачи» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Галина Антонова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева.

«Ют ҫын ачи» кӑларӑмри хайлавсене автор икӗ ушкӑна пайласа вырнаҫтарнӑ. Пӗрремӗшне «Чӑт тата кӑштах чӑт…» повесть тата «Стандартсӑр кинемей», «Ют ҫын ачи», «Алевтина», «Симӗс курӑк, шурӑ лаша, кӑвак тӳпе, Анукпа Хӗветӗр» калавсем кӗнӗ. Иккӗмӗш пайӗнче шӳтлӗ-мыскараллӑ кӗске хайлавсем кун ҫути курнӑ. «Ют ҫын ачи» калаври Василий Павлович вара вулакана самаях тавлаштарӗ. Хваттер сутса ют ҫын ачине чиртен сыватма пулӑшнине ӗненесшӗн пулмӗҫ-и, тен. Уйрӑмах хальхи саманара… Василий Павлович вара ашшӗн парӑмне татать. Мӗнле парӑм-ши ку? Тӑван хӗрӗпе мӑнукне еткерлӗхсӗр хӑварса тӗрӗс тӑвать-ши ватӑ ҫын? Кӗнекепе паллашмасӑр калама ҫук, паллах. Ахальтен мар унӑн ятне кӗнеке хуплашкине кӑларнӑ. Нушана кӗрсе ӳкнӗ ҫемьери ачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварса арҫын хӑйӗн чунӗ валли канӑҫлӑх тупать. Хӳтлӗх те, кил ӑшши те те парать ӑна ют ҫемье. Хайлав кирек камӑн чунне те хускататех. «Чӑт, тата кӑштах чӑт…» повесть вара вулакана татах та тата ытларах шухӑша ярӗ…

Уявра ҫӗнӗ кӗнекепе тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Чӑваш литературине кӑмӑллакансене «Варкӑш» клуба йыхравлатпӑр.

201 пӳлӗмре 18 сехетре пуҫланать.

Кӗскен автор ҫинчен:

Валентин Николаевич Константинов 1958 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Туҫи Ҫармӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паркан тӗп шкулта, Кӗҫӗн Кипекри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗреннӗ. Каярах И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен, М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1982 ҫултанпа Куславкка район хаҫачӗн редакцийӗнче ӗҫлет, 1986 ҫултанпа тӗп редактор пулса вӑй хурать. Унӑн хайлавӗсем «Капкӑн», «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсенче, район хаҫачӗсенче кун ҫути курнӑ. Унсӑр пуҫне писателӗн «Шурӑ тӳпери шурӑ ҫурт» (2006), «Кивӗ ҫӑл вӑрттӑнлӑхӗ» (2013), «Тупа» (2018) кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. Ҫыравҫӑн «Француз Йӑванӗн вилӗмӗ» хайлавӗ «Современная литература народов России. Поэзия проза тюркских и монгольских народов» (Мускав, 2024) антологине кӗме тивӗҫлӗ пулчӗ.