Библиотека ҫинчен пичетленсе тухнӑ статьясем: 2020 ҫул

АВӐН

Архипова, Вера. Ҫӗршыв тӑрӑх саланнӑ чӑвашсене пӗрлештерчӗ : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче иртнӗ «Чӑваш ен сӑррисем» фестиваль ҫинчен] / Вера Архипова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2020. – 17 авӑн/сентябрь (№ 37). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗксем.

«Ҫавра сӗтел» иртӗ : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче Стихван Шавли сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ ятпа – мероприяти] // Хыпар. – 2020. – 15 авӑн/сентябрь (№ 104). – С. 1.

УТӐ

Паттӑрсене халалласа – кӗнеке : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Во мне течет героев кровь» сӑвӑсен пуххине онлайн–трансляци мелӗпе хӑтлӗҫ // Хыпар. – 2020. – 14 утӑ/июль (№ 77). – С. 1 : сӑн ӳкерчӗк. – (Ӗнер, паян, ыран / Лариса Петрова хатӗрленӗ)

ҪӖРТМЕ

Вуланакан кӗнекене суйлаҫҫӗ : [Чӑваш Республикин наци библиотеки «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи вуланакан кӗнеке» сасӑлав палӑртни ҫинчен] // Хыпар. – 2020. – 30 ҫӗртме/июнь (№ 71). – С. 1. – (Ӗнер, паян, ыран / Вера Эверкки хатӗрленӗ)

Быкова, Г. А. Чӗлхе шӑпи пӑшӑрхантарать : [ҫӗнӗрен редакциленӗ Конституцири чӗлхене упрама хистекен гарантисем ҫинчен] / Галина Быкова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2020. – 11 ҫӗртме/июнь (№ 23). – С. 3 : сӑн ӳкерчӗк. – (Шухӑш)

Писательсен ҫемйисемпе паллаштарӗҫ : [Чӑваш Республикин наци библиотеки «Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен ҫемйисем» акци пуҫарни ҫинчен] // Хыпар. – 2020. – 7 утӑ/июнь (№ 74). – С. 1 : сӑн ӳкерчӗк. – (Ӗнер, паян, ыран / Лариса Петрова хатӗрленӗ)

ҪУ

Соловьева, Г. П. Халӑхӑн ҫыруллӑ культури – Интернет уҫлӑхӗнче : Пӗтӗм фонда электронлӑ каталога кӗртсе, шута илсе вулакансем патне ҫитертӗмӗр : [Чӑваш Республикин наци библиотекин электронлӑ вулавӑшӗ ҫинчен] / Галина Соловьева // Сувар (Тутарстан Республики). – 2020. – 15 май/ҫу (№ 19). – С. 5.

АКА

Максимова, В. Эпир астӑватпӑр, эпир мухтанатпӑр : [Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне уявлама онлайн мелӗпе акцисене хутшӑнса ирттересси ҫинчен] / Валентина Максимова // Хресчен сасси. – 2020. – 29 ака/апрель (№ 16). – С. 3. – (Пурнӑҫ таппи)

Соловьева, Г. П. Килте ахаль ан лар : Чӑваш Енӗн Наци библиотеки вӑхӑта усӑллӑ ирттерме сӗнет : [Чӑваш Республикин наци библиотеки хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӑларӑмсем ҫинчен] / Галина Соловьева // Сувар (Тутарстан Республики). – 2020. – 24 апрель/ака (№ 16). – С. 8 : ӳкерчӗк.

ПУШ

Тумаланова, Марина. Мультфильмра чӑваш чунӗ пур : [Чӑваш Республикин наци библиотеки Пӗтӗм Раҫҫери «Уҫӑ премьера» акцие хутшӑнни ҫинчен] / Марина Тумаланова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2020. – 14 пуш/март (№ 10). – С. 3.

Искусствӑра та, сывлӑх сыхлавӗнче те : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче Петр Осипов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлани ҫинчен] // Хыпар. – 2020. – 13 пуш/март (№ 26/27). – С. 16 : сӑн ӳкерчӗк.

Чӑн тӗн ҫамрӑкӗсен кунӗнче иртнӗ концерт : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Туррӑма мухтаса юрлам» литературӑпа музыка концерчӗ иртни ҫинчен] // Тивлет : «Православная Чувашия» хаҫатӑн хушма кӑларӑмӗ. – 2020. – Март (№ 3). – С. 2–3 : сӑн ӳкерчӗксем.

НАРӐС

Австрийская, Ольга. Анатолий Хмыт: «Тӗлленмен тӗлӗк» : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче ҫыравҫӑн кӗнеке презентацийӗ иртни ҫинчен] / Ольга Австрийская // Сувар (Тутарстан Республики). – 2020. – 28 февраль/нарӑс (№ 8). – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.

Смирнова, Надежда. Аслашшӗн кӗнекипе паллаштарнӑ : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Ача–пӑча литератури» издательствӑн представителӗсемпе тӗлпулу иртни ҫинчен] / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2020. – 14 нарӑс/февраль (№ 16/17). – С. 15 : сӑн ӳкерчӗк.

Хӑнара – тӗпчевҫӗ : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче Раҫҫей тата Чӑваш Ен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗпе Михаил Кондратьевпа тӗлпулу иртни ҫинчен] // Хыпар. – 2020. – 14 нарӑс/февраль (№ 16/17). – С. 15 : сӑн ӳкерчӗк.

Пултаруллӑ ертӳҫе аса илнӗ : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче Семен Матвеевич Ислюков ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа «ҫавра сӗтел» ирттерни ҫинчен] // Хыпар. – 2020. – 11 нарӑс/февраль (№ 15). – С. 1.

Австрийская, Ольга. Кервен сӑнарӗсем ырра шанма пӑрахмаҫҫӗ : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн пайташӗсем Василий Кервенӗн «Аслати чечекӗ» кӗнекине сӳтсе явни ҫинчен] / Ольга Австрийская // Сувар (Тутарстан Республики). – 2020. – 7 февраль/нарӑс (№ 5). – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.

Ҫӗр кӗнеке йӑтса ҫӗр яла ҫитрӗҫ : [Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Чӑваш Ен – ҫӗр пин сӑмах ҫӗршывӗ» марафонне презентацилени ҫинчен] // Хыпар. – 2020. – 4 нарӑс/февраль (№ 12). – С. 1.

КӐРЛАЧ

Дмитриев, Владислав. Вӗрентекенпе вӗренекенӗсен тӗлпулӑвӗ : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче Виталий Станьял литература тӗпчевҫи 80 ҫул тултарнине паллӑ туни ҫинчен] / Владислав Дмитриев // Республика : издание Гос. Совета Чув. Респ. – 2020. – 22 января (№ 3). – С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.

«Куншӑн пурӑнма та юрать» : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче Чӑваш Ен тата Тутарстан ӳнерҫисен «Яланлӑхах пӗрле» куравӗ уҫӑлни ҫинчен] // Хыпар. – 2019. – 27 раштав/декабрь (№ 147/148). – С. 16 : сӑн ӳкерчӗк.

Иванова, Раиса. Халӑхсене искусство пӗрлештерет : [Чӑваш Республикин наци библиотекин «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче уҫӑлнӑ Тутарстан художникӗсен куравӗ ҫинчен] / Раиса Иванова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2019. – 21 раштав/декабрь (№ 49). – С. 6.

Кӗнеке летопиҫӗ : [Чӑваш Республикин наци библиотекин кӗнеке палати уйрӑмӗ кӑларакан летопиҫсем ҫинчен] // Хыпар. – 2019. – 20 раштав/декабрь (№ 144/145). – С. 13.

«Генерал ҫул–йӗрӗ» : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче Геннадий Викторовӑн «Генеральский путь» кӗнекин презентацийӗ иртни ҫинчен] // Тӑван Ен. – 2019. – 19–25 декабрь (№ 49). – С. 12 : сӑн ӳкерчӗк.

Смирнова, Надежда. Библиотекӑна ҫӗнетме – 5 миллион тенкӗ : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Ҫӗнӗ тӗслӗх вулавӑш – Чӑваш Республикинчи вырӑнти тата ӗҫлӗ пӗрлӗхсен аталану центрӗ» ятпа семинар иртни ҫинчен] / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2019. – 17 раштав/декабрь (№ 143). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.

Туссем пӗрле пухӑнсан… : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче Раштав уявне халалланӑ мероприятисем иртни ҫинчен] // Хыпар. – 2020. – 14 кӑрлач/январь (№ 3). – С. 1 : сӑн ӳкерчӗк.

Австрийская, Ольга. Тӗлӗрекен чунсене вӑратать : [Чӑваш Республикин наци библиотекинче Станислав Сатур ҫыравҫӑн «Эпӗ «виҫе» кӗнекин презенацийӗ иртни ҫинчен] / Ольга Австрийская // Сувар (Тутарстан Республики). – 2019. – 13 декабрь/раштав (№ 49). – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.