Категория: Хыпарсем
Дек
29

2026 ҫулхи паллӑ кунсем

2026 ҫул тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗнче мӗн-мӗн пулса иртессине вӑхӑтра пӗлсе тӑма Чӑваш Республикин Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ «Ҫулталӑк кӗнеки 2026» кӑларӑм пулӑшӗ. Кӑларӑм 1967 ҫултанпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл Чӑваш енри истори пулӑмӗсемпе, уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗпе тата…

Дек
26

«Варкӑш» литература клубӗн хӑни – Нина Артемьева сӑвӑҫ

Чӑваш Республикин Наци библиотеки ҫумӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн раштав уйӑхӗнчи тӗлпулӑвӗ яланах хаваслӑ иртет. Хальхи уяв та ҫавӑн пекех пулчӗ – поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе библиотекарьсем Нина Артемьевӑн «Ӗмӗрхи кӗвӗ» сӑвӑ пуххин презентацине йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑм кӑҫалхи кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ.…

Дек
22

«Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑк кӗнеки-2024» фестиваль-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑк кӗнеки-2024» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫулсерен иртекен конкурса Наци библиотеки Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Раҫҫей писателӗсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе, Чӑваш кӗнеке издательствипе тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен…

Дек
17

Наци библиотекинче Любовь Мартьянова çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланӑ асăну каçě иртрě

Раштав уйăхěн 16-мěшěнче чăваш сăвăçи, прозаикě, журналисчě, Митта Ваҫлейӗ ячěллě преми лауреачě Любовь Мартьянова çуралнăранпа 75 çул çитрě. Ҫакна халалласа Чăваш республикин наци библиотекин хăтлă залěнче «Эп чěртнě вучах» ятлă асăну каçě иртрě. Асăну уявне чăваш çыравçисем (Сергей Павлов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Василий…

Ноя
28

«Варкăш» литература клубĕнче – урăх улах

Ку – урăх улах… Кунта художниксем юптараççĕ, çыравçăсем ӳкереççĕ, вулавăшçăсем юрлаççĕ, вулакансем çыраççĕ… Ку – урăх улах… Чăрсăр шухăшсене, çĕнĕ пуçарусене пурнăçа кĕртмелли хăйне евĕрлĕ хутлăх. Кунта Ирĕк тата хавхалану сывлăшĕ хуçаланать, пултарулăх çăлкуçĕ иксĕлми вăйпа тапса тăрать». Çапларах хыпарланăччĕ ку мероприяти çинчен…

Ноя
1

«Варкăш» литература клубĕн тĕпелĕнче – Валентин Константинов çыравçă

Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ çуллахи каникултан тухнăранпа хăй ĕçне малалла тăсать. Юпа уйăхĕнчи тĕлпулура варкăшçăсем Валентин Константиновăн «Ют çын ачи» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Вăрăм çула кĕскетсе автор Куславккаран килсе çитрĕ.…

Окт
23

Валентин Константиновӑн «Ют ҫын ачи» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Валентин Константиновӑн «Ют ҫын ачи» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Галина Антонова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева. «Ют ҫын ачи» кӑларӑмри хайлавсене автор икӗ ушкӑна…

Окт
16

Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки — халӑх пуянлӑхӗн ҫӳпҫи

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Николай Иванович Ашмарин паллӑ тюрколог, 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» авторӗ ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш тезаурусӗ – халӑх пуянлӑхӗн ҫӳпҫи» курав уҫӑлчӗ. Куравра хальччен курман сӑн ӳкерчӗксемпе документсене, ӑсчах хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра кун ҫути…

Окт
3

«Варкăш» литература клубĕн хăни – Николай Мордяков сăвăç

Чăваш Республикин Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайӗ çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ çуллахи кану тапхăрĕ хыççăн çĕнĕ сезонне уçрĕ. Авăн уйăхĕн юлашки кунĕнче варкăшçăсем туслă йышпа Николай Мордяковăн «Юр çийĕн кăвар» хайкку пуххине пахалама пуçтарăнчĕç. Кăларăм кăçалхи çулла Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути…

Сен
29

Николай Мордяковӑн «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Николай Мордяковӑн «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Умсӑмах авторӗ – Ирина Софронова, редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталия Орлова. Николай Мордяков –…