Литературăри сăнарĕ

Г. Ефимов


И. Я. Яковлев

Яковлев - вăл чĕрĕлĕх,
Нихăçан та иксĕлми çăлкуçĕ.
Хăйĕн вăйĕпе вăл тĕрĕслĕ
Чăнлăха.
Малашлăха çул уçĕ.

Пĕрчĕн-пĕрчĕн сапнă таврана
Хăй пĕлÿлĕхне пĕр шеллемесĕр.
Ěмĕр урлă чыслăн курăнать
Ěçĕ-хĕлĕ çуттăн та сÿнмесĕр.

Хывнă вăл чĕлхемĕр никĕсне:
Çавă никĕс —
Çĕр чĕтренĕ — пĕтмĕ.

Çутнă вăл чăвашлăх çăлтăрне,
Тÿпере çав çăлтăр пирĕн çĕтмĕ.

Иван Яккăльч!
Унăн тавралла
Çаврăнаççĕ пирĕн генисем.
Иванов, Ухсай тесе калап,
Ав утса килеççĕ Волковсем *.

Ăс çумне ăссем хушса пыма,
Туслăн та тăванлăн пурăнма
Пехил панă...
Çавă пехиле
Куç пек упрамашкăн пĕлмелле.

Яковлев — вăл вĕçсĕр эсĕ, эпĕ,
Пархатар та халăхăн хисепĕ.
Унăн ячĕпе
Тĕнче умне
Кăларать чăваш
Ăс-хакăлне.

Ефимов, Г. И. Я. Яковлев : [сăвă] // Ефимов, Г. Ěмĕр иртет – кун юлать / Георгий Ефимов. – Шупашкар, 1999. – С. 175-176.


* Пĕртăван Волковсем — Г.Н.Волков — академик, профессор, писатель, А.Н.Волков — академик, медицина ăслăлăхĕн докторĕ, З.Н.Волков — медицина ăслăлăхĕн кандидачĕ, доцент.

каялла