Литературăри сăнарĕ

А. Кăлкан


Чăвашсен пур сумлă çын

Чăвашсен пур сумлă çын,
Пурте ун ятне пĕлеççĕ,
Ваттисем калаçнă чух
Ырăпа çеç асилеççĕ.

Хăть чăваш эс, хăть тутар,—
Пурпĕрех пĕлмешкĕн тивĕç:
Ача чух вăл çу хута
Кĕтÿçре çÿренĕ имĕш.

Пĕчĕкрен вăл пит ăста
Çăпата тума вĕреннĕ;
Яш пулсассăн, Хусанта
Кĕнеке тытса çÿренĕ.

Вырăссем пулăшнипе
Вĕренме ăна май килнĕ;
Пултаруллă пулнипе
Пит нумай пĕлÿ вăл илнĕ.

Чăвашран вăл пуçласа
Университет пĕтернĕ.
«Халăхшăн вăя хурса
Халь ĕçлес пулать ман»,— тенĕ.

Чăвашсем валли вара
Чĕмпĕрте вăл хăй шкул уçнă.
Букварьсем çыра-çыра
Пулнă шурă юр пек пуçлă.

Аллă çул хушши çутта
Чăваша çав çын кăларнă.
Халĕ пединститута
Чăвашсем ун ятне панă.

Каламарăм ун ятне -
Вăл пуриншĕн те халь паллă.
Маншăн та вăл - чăн атте;
Сăввăм пултăр асăнмалăх.

Кăлкан, А. Чăвашсен пур сумлă çын : [сăвă] / Александр Кăлкан // Пирĕн уявсем. – Шупашкар, 1991. – С. 5.

каялла