Литературăри сăнарĕ

П. Хусанкай


Горкăри çурт

1

Ял. Вырăс ялĕ. Унăн ячĕ
Халь паллă пĕтĕм тĕнчипех.
Унта эп халиччен пулманччĕ,
Ялан чун парăмлăччĕ пек.

Мир Конференцинчен тухсассăн,
Ильич патне пĕр саманта —
Ăна курман енчен курасшăн —
Кĕрсеттĕм эпĕ çавăнта.

Ăна кашни хресчен палланă,
Хăй те вăл пĕлнĕ кашнинех.
Ав çав пÿртре сăмах каланă,
Итленисем пур хальчченех.

Шур мрамăр çапнă асăнмалăх
Тултан пÿрт пĕрени çумне.
— Ильич вăл хамăрăн!—тет халăх,
Çав сасă янрĕ ĕмĕрне.

2

Ял. Вырăс ялĕ. Ленин ячĕ
Ăна çĕклерĕ тÿпене.
Кунта эп халиччен пулманччĕ,
Килсе курманшăн ÿкĕнеп.

Пĕр хут çеç мар çырма пикентĕм,
Куçа тинкертрĕм ун çине.
Килсе кĕнĕ-кĕмен иментĕм:
Тупман-ха эпĕ ун сăнне.

Тупаймасассăн — ĕмĕр шырăп,
Нихçан та усмăп аллăма.
Тăн сÿннĕ чух та уншăн çырăп
Чи юлашки сăмахăма.

Инçе-и, мар-и кайĕ сассăм,
Çав çул хурланнă çынсемпе
Пĕр кăкăртан сывларăм ассăн,
Çыратăп çав тивĕçĕмпе.

3

Сĕм чăрăшсем сĕнксе лараççĕ
Сулмаклă юр пуснипеле.
Çав январех астутараççĕ,
Çав сывлăш пÿлĕннĕ хĕле.

Унччен пулман ун пек çанталăк:
Пăрланнă пĕлĕт айĕнче
Чĕнмесĕр тăтăмăр. Самантлăх
Кăн хытрĕ пĕтĕм çут тĕнче.

Ӳкет çунатлă кайăк. Йывăç
Шатăртатать. Çуна йăслать.
Чĕре кăна — хăй хăрах ывăç —
Сикет ниçта шăнăçмасла.

Ăна пĕрех: пăрпа, вутпа тĕк,—
Куç хупнă Ленин! Ак чăнни.
Нимле сăмах витми тупа пек
Пуç тайрĕ шăппăн ĕççынни.

4

Сĕм чăрăшсем сĕнксе лараççĕ,
Лăсси çинче сулмаклă юр.
Çав январех-и ку? Çав каç-и?..
Кунта халь вилĕмсĕрлĕх пур.

Çак паркăн, çак пахчан, çак çуртăн
Кашни кĕтесĕ Ленина —
Ĕнер кăна кунта вăл утнăн —
Усрать халь чĕррĕн ялана.

Ав вăл канма юратнă вырăн:
Сăрт, йывăç сак, çулла – çерем.
Кунтан хир курăннă: е вырнă,
Е сухаланă хресченсем.

Кунтан тем анлăш тавракурăм —
Россия — курăннă куçа.
Сăрăлтатса чĕтрет çан-çурăм,
Кив сăнлăх кăмăла хуçать...

5

... Пиншер, çĕршер пин саплăк-саплăк,
Ситрелчĕк ансăр анасем.
Пейзаж юратаканшăн «чаплă,
Улăшăнми» картинăсем.

Анчах пейзажшăн мар çав тапхăр
Çунса тинкернĕ çын хире:
Малтанлăха пĕр çĕр пин трактор
Парасчĕ, тенĕ вăл, çĕре.

Хура хăйчиккипе сĕмленнĕ
Мунча пек хăрăмлă пÿрте
Хĕвел кĕртме вал ĕметленнĕ
Çав ĕмĕт халĕ çитрĕ те!

Историшĕн нимех те мар та
Пĕр вăтăр-хĕрĕх çул, пăхсан —
Халь çур планетăн çĕнĕ карттă,
Ку — Ленин чунĕ çуннăран.

6

Вăл çуннă. Нимĕскер хуплаймĕ
Çил-тăвăл кун сан кăварна.
«Из искры возгорится пламя!»
Çав çулăм хыпнă таврана.
Вăл çуннă, ĕмĕрех вăл çуннă;
Терт, шар тухах тăнă таçтан.

Пурне те аяла вăл тунă —
Çĕре çавăракан титан.

Эсир, çĕр аллăшар, икшер çĕр
Çултан иртсе пурнас çынсем!
Ан манăр: сирĕншĕн тем те пĕр
Тÿссе ун чакнă кунĕсем.

Çур ĕмĕртен кăна вăл иртнĕ;
Вăл курнă хĕн-асап, инкек,
Чăрмав, нуша — пин çынлăх çитнĕ,
Пĕччен вăл пин Прометей пек.

7

Пĕр кун та хăйшĕн пурăнман вăл:
Кĕске самант кануçăн та —
Çынпа калаçнă, пулнă хапăл
Ĕçпе килекене кунта.

Ват юмана вăл кăмăлланă:
Леш — тантăш-мĕн Мускавпала!
Ак ку аллейăра вылянă
Çамрăксемпе вăл чушкăлла.

Лере ир-ирĕн е каç-каçăн
Вăл тухнă шăллĕн ачипе.
Ав çавăтса пырать хавассăн
Ăна вăл çăмăл уттипе.

Калать-и тем е куларах вăл
Итлет ача калаçнине...
Çапла ÿкернĕ фотографи,
Çапла вăл паллă тĕнчене.

8

Гараж. Таçтан ютран кÿртернĕ
Машина.— Хамрăн çукчĕ-шим?—
Пулман. Ильич ларса çÿренĕ
Пĕр ĕмĕтпе: тăватпăр, чим!..

Эй, халь курсанччĕ куçма-куçăн
Минутсерен кусса тухан
Машинăмăрсене çулпуçăм,
Комбайн ĕçленине курсан!

Электротрактора курсанччĕ
Е улăп-экскаватора!..
Ун ĕмĕчĕ, вăл хывнă шанчăк
Куллен чăна тухса тăрать...

Ав ун çуни, унпа çÿренĕ
Вăл çывăх ялсене тухса.
Ав ун кимми, мăшăр кĕсменĕ,
Хăй ишнĕ вăл, шыва пăхса.

9

Ăçтан пĕлен: тен, лăпкă кÿлĕ
Аса илтернĕ хумсене...
Тен, Атăла вăл курнă пулĕ
Е Чĕмпĕр тухнă куç умне.

Ачалăх тусĕсем тĕрленĕ.
Тем тĕрлĕ халăх, тум, йăла…
Нумай чĕлхепеле сĕрленĕ
Вăл çитĕннĕ чăпар хула.

Тутарĕ, вырăсĕ, чăвашĕ.
Ирçи, мăкши… Вăл ун чухнех
Сăнанă, çуннă ăнланасшăн
Çав тĕрлĕ халăхсен чунне.

Вĕсен танмарлăхĕ, хисепсĕр
Кун-çулĕ, мăшкăлĕ, нуши —
Ачаранпах ун тĕкĕр евĕр
Асне кĕрсе юлмарĕ-ши?

10

Ульяновсен чи çывăх тусĕ
Инспектор Яковлев, чăваш,
Асне килме пултарнă: унсăр
Иртмен пекех килти канаш.

Пĕрре çеç мар Володя ларнă
Ун сарлака чĕрки çинче,
Чăваш Шкулне те пыркаланă,
Вылянă ун килкартинче.

Ӳсерехпе ак ашшĕ вилнĕ,
Патша çактарнă пиччĕшне.
Ун чух çав тус хăй çине илнĕ
Вĕсен пайтах йывăрлăхне.

Ильич çавна ялан астунă
Мĕнпур тĕнчешĕн ĕçлесе,
Хăй аллипе çырма мел тупнă
Вăл Яковлев хутне кĕрсе.

11

Вăл асĕнчех усранă, ахăр,
Хăй чăваша вĕрентнине;
Çăпатапа пулин те, харсăр
Чăваш çутта туртăннине.

Анчах вăл, ахăрнех, пĕлмен-тĕр
Çав халăхăн пĕр йăлине:
Охотников хăй ывăлне те
Владимир ятлă хунине...

Кайран, пур пусмăра вăл харăс
Ĕмĕрлĕхех çапса ватсан,
Ача чухнехине уяр ăс
Кăларнă чĕррĕн ялтратса.

Вара «пур халăхшăн, чĕлхешĕн —
Пĕртанлăх, ирĕклĕх!» — тесе
Çут тĕнчене йăлт çĕнтермешкĕн
Пире тăратрĕ вăл чĕнсе.

12

Çуртне кĕретĕп. Кашни пусăм
Ильич йĕрне усрать кунта.
Çак карлăкран тытса çулпуçăм
Хăпарнă ак çÿлти хута.

Ав ятсăр маçтăр авнă креслă,
Çÿçе хунавĕнчен кăна.
Вăл халь пурне те интереслă,
Кашни ачах паллать ăна.

Кресли хыçне таяннă Ленин
Куçне хĕссе пăртак кулать.
Вăл уçă сывлăшпа киленнĕ.
Ун ал сехечĕ çуталать.

Паркра чĕвĕлтетет пуль кайăк.
Ильич итленĕ пек ларать.
Аван-çке пурăнмашкăн, лайăх!
Этем — хăватлăн янăрать!

13

Çак çурт пайтах çынна астунă;
Ăна тирпей кÿрекенни,
Ун хăчĕ, ырă чунĕ — пулнă
Надежда Константиновни.

Кунне-çĕрне йăлтах вăл маннă:
Куç хупанки йывăрланса
Сиккеленми пуличчен ларнă,
Чунтан-вартан ăшталанса.

Вăл темĕнле кил-вут хÿтти пек,
Çапла куратăп яланах:
Ыйха çĕнтернĕ куçĕ типĕ,
Тути çинче ăшă сăмах.

Вăл ларнă çепĕç няня евĕр,
Аллисене умне тытса,
Çынна хурлантарас темесĕр
Куççулине аран çăтса.

14

Приют ачи-пăчи — таçтанччĕ? —
Çыру çитернĕ ун патне:
«Надежда асанне, сыхлаччĕ,
Упра Ильич асаттене...»

Çав çырăва тĕрленĕ евĕр,
Чăпта çине çиппе çырса
Ăсатнă ачасем; халь эпĕр
Ăна вулатпăр куç шăлса.

Упранă вăл, куç пек сыхланă,
Самай пек пулнă вăхăтра
Кĕнекесем вуласа панă,
Хыпар пĕлтернĕ хаçатран.

Ĕшеннĕ чĕрене пуласлăх
Çĕкленĕ çутă инçетрен.
Самант та татăлман ун аслă
Ăс-хакăлĕ çак тĕнчерен.

15

Тата кама çак çурт палланă?
Çулпуçăмпа пĕрле кунта
Çын чунĕн инженерĕ ларнă,
Чи паллă инженер-ăста.

Вăл Горький пулнă... Çăра чейе,
Чечек çыххи сĕтел çинче...
Балконĕ айĕпе Россия
Иртет ик çын куç умĕнчен.

Вĕсем ăна утса хутланă
Енчен енне, вĕçрен вĕçе.
Пĕр çул пĕтсен тепри пуçланнă —
Йĕрлев, тĕрме те ссылка çеç...

Ютра та уншăн пăшăрханнă,
Ыратнă халăхшăн чĕре.
Сасартăк Капри сăнарланнă,
Аса илсессĕн ют çĕре...

16

Вĕсем тĕл пулнă куçма-куçăн,
Пĕрле ÿссе, пĕр хĕн тÿссе,
Пĕр аслă чăнлăхпа яр уççăн
Çутăлтарсан пур кĕтессе.

Хĕрсе тавлашнисем те пулнă
Çав чăнлăха шыранăçем.
Çавна аса илсе халь кулнă,
Именнĕ те-и, тен, вĕсем.

Çынна мĕн чухлĕ юрататăн —
Ун чухлĕ ытларах çунан:
Ниçтан нимле хура-мара та
Ан ертĕр, тетĕн, çав çынна.

Çыравçă ÿсĕрсе илсессĕн,
Сасартăк — сăмаха чарсах —
Пăшăрхана пуçланă Ленин,
Канма хистенĕ вăл часрах.

17

...Интеллигенци саботажĕ,
Пăлхав та выçлăх, тăлăхсем,
Наука, пролеткульт... Ăçта-ши
Çитмен калаçура вĕсем!

Республикăмăра шар çурнă
Инкек ун чух. Çавна пĕлсех
Çĕр çул малаллине те курнă
Ик çын пĕр чунлăн пуплесе.

Ик тантăш, икĕ тус, ик гени
Хăватлă вырăс чĕлхипе
Пур халăхсен чунне çĕкленĕ,
Калаçнă пĕтĕм тĕнчипе.

Вĕсем çине пăхсан калатăн:
Ак çакăнтах вара чăнах
Европа хăй ăс-хал ыйтмашкăн
Киле пуçлать Российăна.

18

Иртетĕп. Пÿлĕм хыççăн пÿлĕм...
Эп унăн кабинетĕнче.
Те курăн, те кураймăн ÿлĕм?—
Тесе чылай тăрап пĕччен.
Çак пÿлĕмрен хăватлă шухăш
Саланнă пĕтĕм тĕнчене.
Шкапра — нумай чĕлхепе хутăш
Кĕнекесем. Сĕтел çине

Вăл Горький кĕнекине хунă —
«Ман университетăмсем».
Джек Лондăна вуланă пулнă —
«Пурăнăçа саван этем».

Пенснеллĕ Чехов умне çакнă
Календарьне вăл çав кунне
Çурма ĕлкĕреймен, хăварнă —
Январĕн çирĕм пĕрмĕшне.

19

Вăл çакăнсах тăрать. Сархайнă.
Январĕн çирĕм пĕрмĕш... Çук!
Пĕтмен, пĕтме пултарайман ун
Кун-çулĕ хăй куç хупнă чух!

Гипс пит. Меркуров тунă маскă:
Тути те, куçхарши те ун...
Ма çав-çавах шантараймасть-ха
Вăл Ленин çуккине çак кун?
Çĕрĕпелех ĕçленĕ скульптор —
Ирччен, тăватă сехетчен.
Тулта — тăман е тăвăл уртăр —
Капланнă халăх пур енчен.

Тулта — те юр çуман, те çунă —
Тап-такăр пулнă çул, уй-хир,
Çынсем курса юласшăн çуннă,
Куç хуптарман çĕршыв хуйхи.

20

Кĕрленĕ, макăрнă, ÿленĕ
Салхуллăн, хурлăн мăръесем.
Ильич — вăл вилнĕ, анчах Ленин
Пуçланнă Ленин кунĕсем.

Çапла кăна каланă халăх.
Çав сăмахпа хăй çулпуçне
Вилмеслĕх, ĕмĕр пурăнмалăх
Вăл пехилленĕ çав çулне.

Çав çултанпа çуллен пĕр авăк
Ĕççыннисен вĕри чĕри
Хăвăртланса тапать сасартăк.
Çав çултанпа, çак кил-çуртри

Тин çеç пуçланă календарĕн
Кун листисем сархайнăçем,
Кĕрешĕве чĕнсе, кăваррăн
Çунаççĕ Ленин кунĕсем.

21

Январĕн çирĕм пĕрмĕш... Тăрăр!
Шăп пулăр пĕр самант, çынсем!
Анчах пире хуплаймĕ траур,—
Утатпăр Ленинпа çĕнсе.

Çак алăкран вăл тухнă — Ленин,
Тĕнче курман мăн çĕклем пек
Ăна хăй партийĕ çĕкленĕ
Нихçан сÿнми ĕмĕтсемпе.

Çав кун таçти çĕрсем те ырнă:
Çак вырăс ялĕнчен инçе
Çав тупăках çĕкленсе пынă
Пин-пин хулпуççисем çинче.

Анчах çын чунĕсем туптаннă
Çав йывăр хурлăх пуснăçем.
— Чурашăн çăлăнăç пуçланнă!—
Шантарнă Ленин кунĕсем.

22

Тăван çĕрте тÿлек çанталăк,
Ак мир ĕçне — Ильич ĕçне —
Тума пуçтарăннă пур халăх
Эпир халь килнĕ ун патне.

Пуху пÿне çитмен яшсемччĕ
Нумайĕш вăл астăвасса.
Халь пирĕн сассăмăр çĕкленчĕ
Телейшĕн, миршĕн янраса.

Курса пăхса çÿретпĕр акă —
Пайтах чĕлхеллĕ тĕрлĕ çын:
Корейĕ, вырăсĕ, полякĕ...
Пăлхарпала чăваш, румын...

Куçсем йăлтăртатса каяççĕ:
Пĕр ĕненÿллĕ йыш эпир.
Тулта халь кăнтăрла-и, каç-и,—
Чĕремĕрте çап-çутă ир.

23

Хура юнсен хура ылханĕ
Каллех, виле çăханĕ пек,
Кăранклатса вĕçме хăтланĕ
Пур çутçанталăк анĕпе.

Мĕнпур йăх-ях, тĕнче усалĕ,
Пĕр пĕлĕт евĕр капланса,
Уяр куна пăсасшăн халĕ
Аслатисем авăттарса.

Анчах çĕршывăмăр пуçланă
Çĕн эрăн шуçăмĕнченех
Эпир тăрса çапла юрланă,
Çапла юрлатпăр хальчченех:

«Хаяр аçа çапса ватсассăн
Чуниллисен пур ушкăнне,
Пире çак хĕвелех хавассăн
Çутатĕ, парĕ ăшшине.»

24

Çак шухăшпа çуртран эп тухрăм.
Куçа çиет хĕлхемлĕ юр.
Çара çăка, юман та хурăн.
Энтрĕкленмен-ха. Çутă пур.

Сасартăк эп, утса пыруçăн,
Куратăп ешĕл чăрăша.
Каçхи хĕвел ăна яр уççăн
Çутатрĕ ячĕ пĕр хушша.

Умра каллех çурхи тĕнче пек,
Лăсра курап ун вăй-халне.
Унтах аса илетĕп эпĕ
Кремль умĕнчи чăрăшсене.

Чĕр пурнăç ĕмĕрлĕх пилленĕн —
Çаралмĕ чăрăш нихăçан.
Пирĕнпеле ялан пĕр Ленин,
Эпир те Ленинпа ялан!

1951—1952. Мускав,
Шупашкар, Кисловодск.

Хусанкай, П. Горкăри çурт : [поэма] // Хусанкай, П. Поэмăсем / П. Хусанкай. – Шупашкар, 1960. – С. 186-195.

каялла