Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Абаш Степан Павлович
Леонид Агаков

Партизан Мурат

Приключениллĕ повесть

...Манас çук, каçарас çук!
(Партизансен тупи.)

Идет война священная,
Народная война!
(Юрă.)

Тул çутăлас умĕн "Фашизма – вилĕм!" текен партизансен отрячĕ çав тери çăра чăтлăха пырса кĕчĕ. Пĕр-пĕринпе çыхланса, юриех никам иртмелле мар тума тăрăшнă пек ÿсекен çатрака йывăç тĕмисем хушшипе пĕр километр пек кайса пысăк мар уçланка тухсан, малта пыракансем чарăнса тăчĕç. Çавна пула ыттисен те чарăнма тиврĕ. Мĕншĕн пĕр вырăнта тăнине пĕлменнипе, кайрисем малтисенчен пăшăлтатса ыйтса пĕлме тытăнчĕç:

– Мĕн пулнă?

– Мĕншĕн пĕр вырăнта тăратпăр?

– Дубов хушнă... Малалла каймастпăр, канатпăр... Чăнах та, отряда партизансен командирĕ Игнат Дубов чарса тăратнă. Кунти вырăнсене пит лайăх пĕлекенскер, вăл халĕ çак чăтлăха отряд валли чи шанчăклă вырăн тесе шутланă.

– Ирччен тăрар-ха, унтан мĕн тăвассине курăпăр, – тенĕ вăл, хăйĕн помощникĕсене – боевой расчетсен командирĕсене пухса. – Пĕр енчен, кунта питĕ улах вырăн, ним шиксĕр лăпкăн канма пулать, тепĕр енчен... эпир хамăртан малта мĕн пуррине питех пĕлместпĕр. Пирĕн васкасах çывăхри ялсене тĕрĕслесе пăхмалла. Кам пĕлет, тен, йĕри-тавра фашистсем шурлăхри çĕлен калтасем пек йăшăлтатаççĕ. Ним чухламасăр пырса кĕнинчен сиен çеç пулма пултарать. Тĕплĕ разведка кирлĕ. Пĕр капкăнран хăтăлнă-хăтăлман теприне пырса кĕрес мар...

Виçĕ кун каялла, кĕтмен-туман çĕртен, отряд пĕр вăрманта нимĕç карателĕсем çине пырса тăрăннă. Карательсем партизансене виçĕ енчен çавăрса илнĕ, пулеметсемпе минометсенчен пере-пере тĕпсĕр шурлăх патнелле хĕссе пыма тытăннă. Тăватă сехет хушши кĕрленĕ сĕм вăрман. Нумай фашист салтакĕсене пĕтернĕ партизансем, анчах хăйсен юлташĕсене те чылай çухатнă. Лару-тăру çав тери йывăрланса çитсен вара шурлăх урлă каçса хăтăлнă. Çавăн хыççăн отряд, тăшманран аяккарах каяс тесе, виçĕ талăк хушши пĕр чарăнмасăр тенĕ пек, çулне-мĕнне пăхмасăр, çурçĕр-хĕвелтухăç еннелле куçнă. Çынсем калама çук ывăнса çитнĕ, пурте халтан кайнă. Çавăнпа та вĕсене питĕ лайăх кантармалла пулнă. Халĕ вĕсем валли шăпах çавăн пек канмалли меллĕ вырăн тупăннă ĕнтĕ...

Командирсем саланчĕç. Дубов хушнă пек – унта-кунта дозорсем кăларса тăратрĕç. Пĕрисем – хĕвеланăç енĕпе тăсăлакан тарăн çырма хĕррине, теприсем – вăрман варрипе пыракан "юпаллă çул" еннелле кайса вырнаçрĕç. Хурала кайманнисем кутамккисенчен, сумкисенчен çимеллисем кăларса çырткаларĕç те ушкăнăн-ушкăнăн вырнаçса выртрĕç. Тÿсме çук ывăнса çитнĕ çынсене вăрманти шăплăх темиçе самантранах йывăр ыйха путарчĕ...

Ытти пур партизансемпе пĕрле, отрядри чи çамрăк партизан Мурат Коршунов та – хурарах сăнлă, чăп-чăмăр питлĕ, пысăк куçлă та хулăнрах туталлă вунтăватă çулхи ача – пĕр лапсăркка тĕмĕ айне нимĕçсен плащ-палаткипе чĕркенсе выртрĕ. Часрах çывăрса каяс тесе, вăл выртнă-выртманах карттусне сăмси çине пусса антарса куçне хупрĕ. Анчах та темшĕн тăруках ыйхи килмерĕ унăн. Пилĕк минут, вуннă иртрĕ, унтан ытларах та... Çывăхра выртакан партизансенчен хăшĕ-пĕрисем хăрлаттарсах çывăрчĕç ĕнтĕ, хăшĕсем тĕлĕксем те курма пуçларĕç пулмалла, мĕншĕн тесен ăнланмалла мар уйрăм сăмахсем илтĕнкелерĕç. Мурат çывăраймарĕ. Унăн çамрăк пуçĕнче тĕрлĕ шухăшсем, асаилÿсем, юлашки кунсенче курнă уйрăм картинăсем çуралса тухса вĕçĕ-хĕррисĕр вăрăм çăмха çиппи пек тăсăлса пычĕç.

Аса илмеллисем унăн чăнах та нумай пулнă çав...

* * *

Виçĕ эрне ытла ĕнтĕ Мурат партизансемпе пĕрле çÿрет, вĕсемпе пĕр пурнăçпа пурăнать.

Питĕ лайăх астăвать Мурат: нимĕç фашисчĕсем пирĕн Тăван çĕршыва тапăнни çинчен яла хăрушă хыпар çитсенех, унăн пиччĕшĕ Неçтĕр ялти нумай çамрăксемпе пĕрле Гжатска – хăйсен район хулине – тухса кайрĕ. Фронтран вăл икĕ çыру ячĕ те, урăх унран нимĕнле сас-хура та пулмарĕ. Тен, вăл çырнă та пуль, анчах унăн çырăвĕсем çитме пултарайман – яла нимĕçсем пырса кĕчĕç... Малтан, темиçе кун хушши, йĕри-таврара çĕре кисрентерсе тупăсем ухлатрĕç, кунĕн-çĕрĕн таçти ялсем çунни курăнчĕ, каç-каç пушар сути, пĕлĕт çине ÿксе, ăна юнпа сăрланă пекех хĕретрĕ... Халăх çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмарĕ, пăлханчĕ, ним тума пĕлмерĕ. Нумайăшĕ, тăван килĕсене пăрахса, çывхарса килекен фронтран аяккалла, хĕвелтухăçнелле, Мускав еннелле каясшăнччĕ, анчах ку ĕмĕт часах татăлчĕ.

– Халь тин ниçта тарса та хăтăлма çук, нимĕçсем пур çулсене те пÿлсе лартнă, – терĕç.

Кăна илтсенех, ялти вăйпиттирех арçынсенчен килте никам та юлмарĕ, вĕсем пурте темле пĕр харăс çухалчĕç. Унтан, пĕр питĕ илемлĕ уяр ирхине, ял çийĕнче хура хĕреслĕ икĕ самолет хурчкасем пек явăнма тытăнчĕç.

– Нимĕçсем!– кăшкăрчĕ тахăшĕ. – Пытанăр, тарăр!..Тĕрĕсех иккен. Ял çийĕнче пĕр-иккĕ çаврăнсанах самолетсен çунаттисем айĕнчен бомбăсем тăкăнма тапратрĕç. Вăрăммăн, хăрушла ÿлесе анчĕç вĕсем çĕрелле, хăлхасене хупласа лартмалла шартлата-шартлата çурăлчĕç. Калама çук хăраса ÿкнĕ ялти халăх ăçта кирлĕ унталла чупрĕ. Пĕр тăруках темиçе киле вут хыпса илчĕ, виç-тăватă çурт кĕмсĕртетсе ишĕлсе анчĕ. Çынсем ун çине пăхса тăмарĕç, – кашни хăйĕн пуçне, ачи-пăчине çăласшăн пулчĕ... Çав вăхăтрах, сасартăк, фашист тискер кайăкĕсем тата хăрушăрах ĕç туса хучĕç: чылай çÿлте вĕçнĕ çĕртен вĕсем иккĕшĕ те – умлăн-хыçлăн – йывăç тăррисем таранах чăмса анчĕç те хирелле, çырманалла, вăрманалла чупакан ним хÿтлĕхсĕр çынсене пулеметсенчен шатăртаттарма тытăнчĕç. Вĕри тăхлан вăйлă çумăр çунă пекех тăкăнчĕ, унран ниçта çăлăнма та май пулмарĕ...

Унтан кайран мĕн пулнине Мурат хăрушă тĕлĕкри пек çеç астăвать: вăл çул хĕрринчи пĕр лупашкана кĕрсе ÿкнĕ, унăн куçĕ хуралса килнĕ, пĕр хушă сывлайми пулса выртнă. Тем вăхăт выртсан тин тăна кĕрсе вăл тăрса чупнă... Ĕмĕрте, нихăçан-нихăçан манмалла мар хăрушă картина курнă вара вăл çавăн хыççăн.

Бомбăсем лекнипе хыпса илнĕ çуртсем темĕн пысăкăш кăвайтсем пек çунса тăнă, вĕсенчен çăра хура кăвак тĕтĕм йăсăрланнă, пĕтĕм ялĕпех йÿçек шăршă сарăлнă. Тепĕр йышши – фугаслă бомбăсем тивнипе арканнă çуртсем патĕнче вĕсен хуçисем чаваланнă: мĕн те пулин çĕмĕрĕлмесĕр юлнă-ши тесе шыранă вĕсем. Шăппăн, шăлĕсене çыртса йĕнĕ... Хăшпĕр хĕрарăмсем, кÿтсе килнĕ чĕрисене лăплантараймасăр, сасăпах, ÿлесех макăрнă. Пуринчен ытла Муратăн пиччĕшĕпе пĕрле фронта кайнă пĕр çамрăк колхозникăн арăмĕ ăнран тухса каяс пекех кăшкăрса йĕнĕ.

– Пĕтерчĕç ман пурнăçа, вĕлерчĕç, чуна кăларса илчĕç!.. Мĕн тăвас ĕнтĕ ман, пуçăма ăçта кайса чикес?

Кайран пĕлчĕ Мурат: нимĕçсен бомби çав хĕрарăмăн пÿртне лексе тĕппипех аркатнă пулнă, пÿртĕнче унăн пĕчĕк ачи сăпкара выртнă. Ачин пĕр ÿт таткине те тупайман...

Ку çеç те мар. Нимĕçсем иулеметсенчен пенипе темиçе çынна вĕлернĕ, темиçе çынна амантнă иккен. Вилнисенчен пĕри – пĕтĕм колхоз хисеплесе пурăннă Якур мучи пулнă. Уншăн Мурат пуринчен те хытă хуйхăрчĕ, мĕншĕн тесен вăл старик ытла та кăмăллă çынччĕ, ачасене çав тери юрататчĕ, вĕсене авалхи пурнăç çинчен кĕнекери пекех интереслĕ каласа кăтартатчĕ, халапне пуçласан, çĕрĕ-çĕрĕпе итлес килетчĕ ăна. Тĕрĕссипе каласан, помещиксем, улпутсем, урядниксем çинчен, вĕсем чухăн халăха епле асаплантарса, унран мăшкăлласа пурăнни, хресченсем вĕсене хирĕç вăхăчĕ-вăхăчĕпе епле хăватлă пăлхавсем туни çинчен Мурат чăн малтан Якур мучирен илтсе пĕлнĕ.

– Телейлĕ халь эсир, ним нуши-хуйхине те пĕлместĕр, пахчари шăпчăксем пек юрласа кăна ÿсетĕр, – теме юрататчĕ Якур мучи. Çавăнтах шĕвĕр пÿрнипе кăмăллăн юнаса илетчĕ:

– Вăл телее сыхлама пĕлес пулать. Хаклă хакпа туяннă эпир ăна. Сире телейлĕ тăвасшăн нумай паттăр çынсем хăйсен пуçĕсене хунă!

Халь акă Якур мучи çук ĕнтĕ... Урăх нихăçан та илтес çук унăн ытармалла мар халапĕсене. Вĕлерчĕç ăна. Мĕншĕн? Мĕн айăпшăн? Эх, тискер кайăксем, урнă йытăсем! Тавăрĕç-ха сире куншăн!– хытăран хытă тапрĕ Мурат чĕри.

* * *

Кĕрхи хура пĕлĕт пек хуйхă пусса илчĕ çынсене. Самантран самантах нимĕçсем çĕнĕрен килсе тухасран хăраса пурăнчĕç вĕсем.

Лешсем, чăн та, нумай кĕттермерĕç. Яла бомбăсемпе çунтарса, ишĕлтерсе пĕтернĕ хыççăн тепĕр икĕ кунтанах, каçалла сулăнсан, яла пĕр 30-40 нимĕç салтакĕ мотоциклсемпе куçпуç курăнми тусан мăкăрлантарса пырса кĕчĕç.

Пуçланчĕ вара мăшкăл, çарату, тискерлĕх...

Фашист салтакĕсем колхозниксен килĕсем тăрăх выçса çитнĕ шакалсем пек ыткăнса çÿрерĕç, камăн мĕн пур – ĕçмелли, çимелли, сĕт, çу, çăмарта, пыл – пĕтĕмпех сĕтĕрме тытăнчĕç. Ял урамĕсем, картишсем, пÿртсем фашистсем хаяррăн, йытă вĕрнĕ пек кăшкăрнипе, хĕрарăмсемпе ачасем макăрнипе, çăткăн хурахсенчен хăтăлма тăрăшса таракан кайăк-кĕшĕк сассипе тулса ларчĕç. Ним йĕркесĕр, çĕр саслă шăв-шав тапранчĕ ялта...

Муратсем патне те тимĕр таканлă атăсем тăхăннă икĕ фашист кĕмсĕртеттерсе пырса кĕчĕ. Хура хурçă калпак, тусанпа витĕннĕ тĕксĕмрех симĕс тумтир тăхăннă вĕсем, сухалĕсене те нумайранпа хырман. Чакăр куçĕсем хăрушла сиввĕн пăхаççĕ, кăкрисем умне кĕске хура пăшалсем çакса янă.

– Где хозяин?– ыйтрĕ пĕри, хыткан та çÿллĕскер, тÿрех малти кукăралла иртсе. Тепри алăк патĕнче тăрса юлчĕ.

– Хуçи эпĕ, – терĕ Мурат амăшĕ хуллен, аллисене кăкри патне тытса.– Акă, ачапа пурăнатпăр...– Вăл картишнелле тухакан чÿрече патĕнче ним чĕнмесĕр тăракан, хăранипе кăвакарса кайнă Мурат çине кăтартрĕ.– Ман ывăл...

– Упăшку ăçта?

– Çук вăл ман, вилни вунă çул çитет ĕнтĕ.

– Суятăн?

– Суймастăп, тупата суймастăп, – нимĕçе ĕнентерме пăт-пат сăхсăхса илчĕ Мурат амăшĕ.

– Партизана кайман-и? Эсир йытăлла халăх! Сирĕн пĕр сăмахна та ĕненместпĕр...

– Çук, çук... Чăн калатăп!

– Асту çав, суйсан эпир... акă! – терĕ те нимĕç хăй умĕнчи автоматне çапса илчĕ, унтан сĕтел пуçне пырса ларчĕ.– Халь акă мĕн, эсĕ... сысна! Мĕн пур – пĕтĕмпех сĕтел çине кăларса хур. Сĕт, çăмарта, пыл. Чăх пусса ăшала. Халех, хăвăрт хатĕрлесе пар. Пĕлсех тăр – нимĕç салтакĕ кĕтме юратмасть.

Мурат амăшĕ салтак çине ним чĕнме пĕлмесĕр, куçĕсене мăчлаттарса пăхса тăчĕ. Лешĕ те, хĕрарăм килĕшессе кĕтсе, ун çинелле пăхрĕ. Çапла темиçе самант иртрĕ. Унтан нимĕç салтакĕ сасартăк ывçипе сĕтел çине чант! çапрĕ.

– Мĕн кĕтсе тăратăн? Хăвна тытса ăшаласса кĕтетĕн-и? Марш! Вунă минутран çимелли хатĕр пулмасан, хăвăн анчăк çурипе иксĕре те ав çав йывăçран çакатăп! Пĕлсех тар!..

Унăн куçĕ тата хаяртараххăн çутăлса илчĕ. Мурат амăшĕн калас тенĕ сăмахĕ пырне ларчĕ. Вăл пирĕн нимĕн те çук тесе каласшăнччĕ, анчах ку тăшмансене тем каласан та усси пулас çуккине ăнланса, тăрук вăйсăрланса кайнă урисене аран-аран шутарса, чăланалла кĕрсе кайрĕ.

Хыткан салтакĕ алăк патнелле пырса теприне тем каларĕ те, лешĕ пуçĕпе сулчĕ.

– Мальчик, вода! Ходи сюда! – кăшкăрчĕ вăл. Мурат, чăлана кĕрсе пытаннăскер, хăра-хăрах тухрĕ.

Нимĕçсем пит çăвасшăн пулнине аллисемпе туса кăтартрĕç.

– Идьем!

Картишĕнче вара вĕсем тем таранах çăвăнчĕç. Мурат кăштах хăюланчĕ те хыткан нимĕçĕнчен вăл вырăсла калаçма мĕнле майпа пĕлни çинчен ыйтрĕ.

– Ман аттен Микулай патша вăхăтĕнче Петербургра завод пулнă, – терĕ нимĕç. – Эпир унта пурăннă. Кайран, революци тухсан, сирĕн большевиксем ăна туртса илчĕç.Халь ĕнтĕ вăл завод каллех пирĕн пулать. Тепĕр уйăхран унта çитетĕп-ха эпĕ...

Мурат нимĕçпе урăх пĕр сăмах та калаçмарĕ.

– Ав епле шухăшлатăр эсир?– терĕ вăл хăй ăшĕнче.– Анчах пулаймасть пулĕ вăл... Пустуй ĕмĕтленетĕр! Памастпăр эпир сире нимĕн те!

Вĕсем пÿрте кĕнĕ çĕре Мурат амăшĕ апат хатĕрлесе янтăланă иккен: çĕрулми шаритленĕ. Нимĕçсем пĕр-пĕрин çине пăхкаласа илчĕç (çăмарта вырăнне çĕрулми пĕçерни кăмăла каймарĕ пулас), унтан ним чĕнмесĕрех хыпма тапратрĕç. Пысăк çатмана темиçе минут хушшинчех тасатса хучĕç. Çĕрулмине çисе ярсанах вара сĕт ыйтрĕç:

– Матка, молеко!

Мурат амăшĕ, чĕрине хытара-хытарах, пĕр куршак сĕт кăларса пачĕ. Часах вăл та пушанчĕ.

– Еще молеко!– ыйтрĕ çав хытканниех.

– Турăçăм, кусене нимĕнпе те тăрантарса çитерес çук...– хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ те амăшĕ татах сĕт илсе кĕчĕ.

Тинех тăранчĕç пулас. Пирус чĕртсе ячĕç. Кăшт калаçкаласа ларчĕç. Унтан хытканни тăчĕ те Мурат амăшĕ патне утса пычĕ.

– Матка, теперь отдавай яиц, – терĕ вăл, аллине пăшалĕ çине хурса.

– Çăмарта çук пирĕн...– ун куçĕнчен пăрăнма тăрăшрĕ хĕрарăм.

– Суятăн! Асту!..

– Чăнах...

– Эппин, хамăр тупатпăр!

Нимĕç Мурат амăшне аяккалла тĕртсе ячĕ те чăлана кĕрсе ухтарма тапратрĕ. Унта нимĕн те тупайманнипе тĕпсакайне сикрĕ. Çăмарта вырăнне Муратсем хĕлле валли хатĕрлеме пуçланă çăва çĕклесе тухса лартрĕ. Унтан, картишне чупса тухса, кĕлете кĕрсе кайрĕ. Пĕр алă çăмарта йăтса тухрĕ. Ăна пÿрте кĕртсе лартса, аслăк еннелле чупрĕ. Унта часах чăхсем ниçта кайса кĕрейми кăтиклеме тытăнчĕç. Унччен те пулмарĕ – нимĕç лупасайĕнчен ик хул хушшине те икшер чăх хĕстерсе сиксе тухрĕ. Тахăш вăхăтра ĕлкĕрнĕ вара чăхсен мăйĕсене пăра-пăра хума!

– Зер гут!– терĕ вăл, çак пĕтĕм "тупăша" сĕтел çине купаласа хурса.

Муратпа амăшĕ хытнă пек пулса пăхса тăчĕç...

* * *

Хыткан нимĕçĕ Муратсен кил таврашĕнче ухтарса çÿренĕ хушăра тепри сĕтел хушшинче сигарет йăсăрлантарса, сăмси витĕр темле кĕвĕ ĕнĕрлекелесе ларчĕ, унтан тăрса малти стена çинчи тĕкĕр патне пычĕ. Шăрт пек сухал çитĕнсе ларнă янахне тытса пăхрĕ, темшĕн чĕлхине кăларса хăйне хăй витленĕ пек турĕ, унтан тĕкĕрпе юнашар çакăнса тăнă сăнÿкерчĕксене пăхма тытăнчĕ. Шăп çав вăхăтра тепĕр нимĕçĕ тултан кĕчĕ те, ку ăна тÿрех кăчăк туртрĕ:

– Герберт...

Хытканни пычĕ. Ку вара шыçмак пÿрнипе тÿрех Мурат пиччĕшĕ икĕ çул каялла Хĕрлĕ Çартан янă сăнÿкерчĕкĕ çине пусрĕ:

– Совиет зольдат... Красноармейц!

– Большевик!– терĕ хытканни. Çавăнтах чăланалла пăхрĕ:–Тух-ха кунта, муттер... ват сысна, кил-ха!

Мурат амăшĕ итлерĕ. Фашист ăна аллинчен карт! туртса ывăлĕн сăнÿкерчĕкĕ умне пырса тăратрĕ.

– Кам ку? Сан ывăлу-и? Ăçта вăл халь? Вăрçăра? Пире хирĕç çапăçать, çапла-и?

Хĕрарăм пĕрре аслă ывăлĕн сăнĕ сине, тепре хăй патнелле чупса пынă Мурат çине пăхса илчĕ те нимĕн те чĕнмерĕ, пĕтĕм кăкăрĕпе ассăн сывласа ячĕ çеç.

– Ну?!– Фашист, тути хĕррине çыртса, хĕрарăма çавăнтах çапса ÿкерес пек тăчĕ. – Санăн ывăлу вĕт? Командир эппин – коммунист?

Амăшĕ чĕнмерĕ...

– А-а, швайн! Чĕнместĕн? – кăшкăрса ячĕ те вара фашист хĕрарăмăн сылтăм аллине пĕррех пăрса лартрĕ.–Калаçтарма пĕлетпĕр эпир! Ну?

Мурат амăшĕн алли тÿсме çук ыратса кайрĕ, çапах та тÿсрĕ вăл, пĕр сăмах та каламарĕ, йынăшса илчĕ çеç.

– Каламастăн? Эс эппин коммунист амăшĕ? Ху та большевик? Ак сана уншăн, на!..– фашист ăна пĕтĕм вăйран питĕнчен чышрĕ.

Хĕрарăм ÿкрĕ. Мурат, ниçта кайса кĕреймесĕр, сиксе чĕтреме тытăнчĕ. Çук, хăранипе мар, чĕринчи тарăху капланса хăпарнипе, фашистсене çакăнтах тем туса тăкас килнипе чĕтрерĕ вăл: персе антарасчĕ, пырĕсене шăлпа кăшласа татасчĕ...

Нимĕç унăн амăшне тепре çапма аллине çĕклесен вара вăл, хăй мĕн тунине хăй те чухламасăр, ăна хыçалтан пырса уртăнчĕ, амăшне татах çапасран чарма пикенчĕ. Анчах тепĕр салтакĕ ăна çавăнтах урайне çавăрса çапрĕ.

– А-а, кляйн большевик!..

Фашистсем, çакăн хыççăн тата ытларах урса кайса, Муратпа унăн ватă амăшне ним майсăр хĕнеме тытăнчĕç.

– Ачана ан тивĕр... Хама вĕлерĕр, анчах ачана ан тивĕр, – йынăша-йынăша ÿкĕтлерĕ Мурат амăшĕ. Анчах усси пулмарĕ, этем сăнĕпе çÿрекен кашкăрсем нихăшне те хĕрхенмерĕç, ăçтан килнĕ унтан çапрĕç, тапрĕç, таканлă атă кĕлисемпе таптарĕç, Муратпа амăшĕ ним пĕлми пулсан тин кăмăлĕсем тулчĕç курăнать: сĕтел çинчи чăхсемпе çăмарта-çăва çĕклерĕç те тухса кайрĕç. Юнланса пĕтнĕ урайĕнчи амăшĕпе ачи пĕр хускалмасăр, аран сывласа, хушшăн-хушшăн йынăшса выртса юлчĕç...

Тепĕр кунне амăшĕ вилчĕ.

Мурат вырăн çинчен тăраймиех чирлесе ÿкрĕ, амăшне пытарма та каяймарĕ, юрать – ырă кăмăллă кÿршĕсем ăна чиперех тирпейлесе çĕре чикрĕç.

Çавăнтан вара Мурат пĕчченех тăрса юлчĕ.

Хытă хуйхăрчĕ вăл, темиçе кун хушши ним тума пĕлмесĕр çÿрерĕ, ниçта ларма-тăма вырăн тупаймарĕ хăйне валли. Чăнах та, мĕнле пурăнтăр-ха ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕсĕр, тăванĕсемсĕр тăрса юлнă вунтăватă çулхи ача?

Анчах та – халăх çинче çын пĕтмест, теççĕ.

Мурата кÿршĕсем пулăшрĕç.

Ахаль те питĕ туслă, килĕштерсе пурăнатчĕç те вĕсен колхозĕнчи çынсем, халь вара, тискер те хăрушă тăшман килсе кĕрсен, пурне те пĕр хурлăх, пĕр хуйхă пусса илсен, вăл туслăх тата ытларах ÿсрĕ, çынсем "пĕри - пуриншĕн, пурĕ - пĕриншĕн" текен йĕркепе пурăнма тытăнчĕç...

Мурат хăйсен пÿрчĕн алăкĕпе чÿречисене хăмапа çапса лартрĕ те виçĕ кил урлă тăварах пурăнакан Лизавет инке патне пурăнма куçрĕ. Лизавет инке ывăлĕ, Мурат пиччĕшĕ пекех, фронта кайнă та, халь вăл пĕчченех пулнă.

– Пурăнкалăпăр-çке, ачам... Пурăнăпăр епле те пулсан... Ватăпа вĕтĕ килĕштереççĕ вĕсем, эпир те майлашкалăпăр...– терĕ Лизавет инке. Мурата вăл хăйĕн ачи пекех пăхма пуçларĕ.

* * *

...Çавăн пек çаратса, çĕмĕрсе, пусмăрласа тухса кайнă хыççăн гитлеровецсем Муратсен ялне тата темиçе хут та пырса тухрĕç. Вĕсем пыра-пыра кайнипе ялта выльăх-чĕрлĕх те сайраланса юлчĕ, кайăк-кĕшĕк те пĕтрĕ.

Нумай мăшкăл тÿсрĕç ял çыннисем, нумай вĕри куççуль тăкăнчĕ. Унпа пĕрлех – халăхра хăватлă тавăру кăмăлĕ ÿснĕçемĕн ÿссе, хаярланса пычĕ.

Пĕр ирхине ял хыçĕнчи çырмара икĕ нимĕç салтакĕн виллине тупнă, терĕç. Ку чăнах пулнă-мĕн. Нимĕçсем çав кунах пĕтĕм ял халăхне, ватти-вĕтти мĕнĕпех пухса, пурне те темĕн тĕрлĕ хăратса, автоматсемпе юнаса, кăкăрĕсенчен тыта-тыта силлесе тĕпчерĕç:

– Калăр, кам тунă ку ĕçе?

– Айăплисене тупса памасан – халех пурне те персе вĕлеретпĕр!

– Сирĕн ялтан кĕл тăватпăр!– хăйăлти сасăсемпе кăшкăрчĕç фашистсем.

Никам та чĕнмерĕ. Çынсем çăварĕсене шыв сыпнă пекех тăчĕç... Пĕр ответ кăна пулчĕ:

– Пĕлместпĕр эпир... Нимĕн те пĕлместпĕр...Хăратни нимĕн чухлĕ те пулăшманнине кура, нимĕçсен аслă офицерĕ халăх хушшинчен виçĕ старике туртса кăларчĕ те кăшт аяккарах, пурне те курăнмалла вырăна, илсе кайса тăратрĕ.

– Хĕрхенĕр хăвăр ватлăха: юлашки хут ыйтатăп! Кам вĕлернĕ пирĕн салтаксене? Эсир пĕлетĕрех!– хыттăн кăшкăрса ыйтрĕ вăл, пистолечĕпе тĕллесе. – Шухăшлама пĕр минут паратăп!

Стариксем çав-çавах "пĕлместпĕр" тесе пуçĕсене пăркаларĕç.

Вара офицер вĕсене пĕтĕм халăх умĕнчех пере-пере пăрахрĕ.

Виçĕ старик, пĕрин хыççăн тепри, çĕре ластлатрĕç. Анчах фашист çынçиенĕсене ку та çитмерĕ: вĕсем стариксен юнланса пĕтнĕ кĕлеткисене ял вĕçнелле йытă виллисене сĕтĕрнĕ пек сĕтĕрсе кайса уй хапхи каштинчен вĕренсемпе туртса çакрĕç.

– Кам пире хирĕç тăрать – вĕсене пурне те çакнашкал чуччу кĕтсе тăрать! – тесе пĕлтерчĕ офицер. – Кăтартăпăр эпир сире партизансене епле хÿтĕлемеллине, ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалла пулĕ!..

Виçĕ кун та виçĕ каç çакăнса тăчĕç вилесем. Вĕсен çывăхне никама та ямарĕç. Тÿсмелле мар шăршă сарăлма пуçласан тин вĕсене антарса пытарма ирĕк пачĕç.

Кун хыççăн кун иртрĕ, ял çыннисен пурнăçĕ йывăрланнăçемĕн йывăрланчĕ...

– Пурнăç мар ку, чăн-чăн тамăк!

– Кун пек пурниччен – вилмелли кăна...

– Ахаль те вилсе пĕтетпĕр пуль ĕнтĕ, пурнăç пулас çук...

Çакăн пек сăмахсем кашни утăмра тенĕ пекех илтĕнчĕç. Анчах вĕсене ваттисем, вăйсăрланса çитнисем, çемçерех кăмăллă хĕрарăмсем çеç каларĕç, çамрăкраххисем, вăй пуррисем урăхла шухăшларĕç, урăх ĕмĕтсемпе пурăнчĕç. Майлăрах вăхăт çаврăнса килессе кĕтрĕç.

Пĕр-пĕринпе калаçнă чух çынсем час та часах таврари вăрмансенче çÿрекен партизансем çинчен асăна пуçларĕç, – партизансен хăюллă та паттăр ĕçĕсем çынсене савăнтарса, вĕсен кăмăлĕсене çĕклерĕç, чĕрисене çутă шанчăк вĕрсе кĕртрĕç.

Вăл калаçусене Мурат хăй те пĕрре мар илтрĕ. Питĕ маттур ĕçсем тăваççĕ иккен партизансем: пĕр çĕрте нимĕçсен поездне çырманалла сиктереççĕ, тепĕр çĕрте çул тăрăх пыракан автомашинăсене тапăнаççĕ, салтакĕсене вĕлереççĕ, пурлăхĕсене туртса илеççĕ.

Нумай пулмасть тата пĕр ялта фашистсен роти çĕр каçма чарăннă, тет те, партизансем çĕрле вĕсем патне шăппăн пырса тухса аллă салтака яхăн гранатăсемпе персе вакласа тăкнă, тет...

– Эх, çавăн пек отряда каясчĕ! – шухăшла пуçларĕ Мурат. – Алла пăшал тытасчĕ те кашни кун, кашни утăмра шаккасчĕ фашистсене! Хĕнесе вĕлернĕ аннешĕн те, хама асаплантарнăшăн та, персе пăрахнă Якур мучишĕн те тавăрасчĕ... Нимĕн чухлĕ те хăрамăттăм çав, пĕр тумлам вăй юлмиччен çапăçăттăм!..

Кулен-кун вăйланса пычĕ ку шухăш Мурат пуçĕнче. Тĕлĕкре те курма пуçларĕ вăл ăна. Хăй ĕнтĕ тахçанах партизан пулса тăнă пек: аллинче – винтовка, хулпуççийĕ урлă пулемет лентисем, пиçиххинчен гранатăсем çакса янă...

Анчах ку ĕмĕте пурнăçа кĕртме ниепле те май килмерĕ-ха. Таçта çÿреççĕ вăл партизансем? Ăçта шыраса тупса пĕрлешес вĕсемпе? Ниçта та тупас çук пуль. Çитменнине, вĕсем питĕ вăрттăн, никама курăнмасăр çÿреççĕ, тет. Ыйтса пĕлес – ялта никамран ыйтса пĕлме çук. Ирĕксĕрех ĕнтĕ ним шарламасăр пĕр-пĕр меллĕ самант килсе тухасса кĕтсе пурăнма тивет...

Мурат телейне, вăл саманта ытлашши нумай кĕтмелле пулмарĕ. Ăнсăртранах килсе тухрĕ вăл...

Пĕрре, çумăрлă-çиллĕ тĕттĕм каçхине, Мурат ыйхă витĕр Лизавет инке пÿрчĕн кайри чÿречинчен такам хуллен кăна шакканине илтрĕ. Малтанах уйăрса илме те хĕн пулчĕ: те çын шаккать, те чÿрече кантăкĕ çилпе чĕтренет. Анчах кантăк темиçе хутчен те пĕр пек шăкăртатнă пирки Лизавет инке, вырăн çинчен тăрса, кăмака кукринелле пычĕ. Мурат пуçне çĕклесех итлеме тытăнчĕ.

– Кам унта? – шăппăн ыйтрĕ Лизавет инке.

– Эпĕ ку, уçса кĕрт...– терĕ тулти çын.

Кам вăл, мĕнле çын – ăна Мурат пĕлме пултараймарĕ, анчах унăн чĕри, теме сиснĕ пек, сиксе тухаслах тапа пуçларĕ, пуçĕнчи шухăшĕсем çиçĕм пек вĕçе-вĕçе илчĕç: тен, каллех нимĕçсем?.. Мĕн тума?.. Лизавет инкен халь нимĕн те çук ĕнтĕ, фашист салтакĕсем пĕтĕмпех çаратса тухнă... Тата – мĕншĕн-ха Лизавет инке унран тĕплĕн ыйтса пĕлмесĕрех алăк уçма кайрĕ?

Анчах кун хыççăн пĕр минут та иртеймерĕ – Мурат пĕтĕмпех ăнланса илчĕ. Чÿречерен шаккаканни Лизавет инкен ывăлĕ пулнă...

Пÿрте каялла кĕрсенех, Лизавет инке хăйĕн ывăлĕн мăйĕнчен уртăнса, те савăннипе, те хурланнипе, макăрса ячĕ:

– Эх, ывăлăм! Игнаша!.. Чунăм!.. Эп сана хальччен ăçта та пулин вилсе выртрăн пуль, текех нихçан та кураймастăп пуль тесеттĕм. Çĕрĕн-кунĕн ăшран тухмарăн...

Игнат амăшне çурăмĕнчен ачашласа лăплантарма тытăнчĕ.

– Чарăн ĕнтĕ... Куратăн – сывах вĕт эпĕ, нимĕн те пулман мана! Макăрас вырăнне – çитер-ха мĕн те пулин, хырăм пит выçă, иртенпех çимен паян.

Вăл ăнсăртран кăмака еннелле çаврăнчĕ те тĕттĕмре Мурат тăнине курах кайрĕ.

– Кам ку, анне?– хăвăрт ыйтрĕ вăл амăшĕнчен.

– Э-э, каламарăм-и сана? Мурат вăл, Неçтĕр Коршунов шăллĕ, – терĕ ăна хирĕç амăшĕ.– Иксĕмĕр пурăнатпăр эпир унпа...

– А ма хăйсен килĕнче мар вăл?

– Пирĕн килте никам та çук...– Лизавет инке вырăнне ответ пачĕ Мурат, Игнат патнерех пырса. – Пĕччен эпĕ... Тăлăха юлтăм...

...Лизавет инке çимелли хатĕрлесен, вĕсем виççĕшĕ те кăмака кукрине вырнаçса ларчĕç те, вĕçĕ-хĕррисĕр калаçу пуçланса кайрĕ. Малтан Игнат амăшĕ хăй ывăлне ялта юлашки вăхăтра мĕн-мĕн пулса иртнисем çинчен каласа пачĕ, хăшпĕр вырăнсенче ăна Мурат пулăшса пычĕ, уйрăм-уйрăм самантсем çинчен вăл каларĕ. Вĕсен хăрушă та хурлăхлă калавне Игнат пĕр сăмах сиктермесĕр итлесе ларчĕ, сайра хутра çеç, чĕри тулса çитнипе, йывăррăн сывла-сывла ячĕ:

– Ах, йытăсем... Ирсĕрсем, çĕлен-калтасем!.. Мĕн хăтланаççĕ!..– хытăран хытă тарăхса ларчĕ вăл фашистсене.

Унтан кĕскен кăна хăй çинчен каласа кăтартрĕ.

– Эпир кунтан инçе мар, – терĕ вăл.

– Ăçта апла?

– Тĕрлĕ çĕрте çÿретпĕр: паян - кунта, ыран - тепĕр çĕрте. Тăшмана хăш тĕлте лайăхрах пырса çапма май пур – эпир çавăнта. Халь акă Кашкăр варĕнчен килтĕм... Сана çав тери курас килекен пулчĕ, анне, эс мĕнлерех пурăннине пĕлес килчĕ. Ирччен таврăнатăп тесе хăвартăм юлташсене...

Ку сăмахсене илтсенех, Мурат пуçĕнче хăйне шанчăк паракан шухăш вĕçсе илчĕ.

– Эсир партизансем мар-и, Игнат пичче?

– Ун пек каласан та юрать... Анчах асту – кун çинчен нихçан та çăвар уçма юрамасть!

– Пĕлетĕп, пĕлетĕп, – хавасланса кайрĕ Мурат.– Эсир мĕн тунине те пĕлетĕп... Эсир поездсене çырмана сиктеретĕр, машинăсене туртса илетĕр, хăйсене пĕтеретĕр...

– А эс ăçтан пĕлетĕн вара ăна?– тĕлĕннĕ пек пулчĕ Игнат.

– Пĕлмесĕр, ара... Сирĕн çинчен ял çыннисем пĕрмаях асăнаççĕ, çав тери мухтаса калаçаççĕ!

– Ун пек çÿреме питĕ хăрушă пуль-çке, ывăлăм? – Игнат çине кăмăллă куçĕпе пăхса ыйтрĕ амăшĕ.– Хăвăра хупăрласа илсе пĕтерме пултараççĕ вĕт... Ахаль çынсене те хĕрхенсе тăмаççĕ те... Сире вара пушшех...

– Вăрçă, аннеçĕм! Темле те пулма пултарать... Анчах хăрăса тăрсан ĕç тухмасть-çке. Кĕрешес пулать. Тăшмана пирĕн кашни кун, кашни утăмра пыра-пыра çапмалла, ăна пĕр самантлăха та сывлăш çавăрма памалла мар... Гитлер хурахĕсем пире парăнтарса хăйсен чурисем тума килчĕç, анчах эпир чура пуласшăн мар... Пулмастпăр та! Нихçан та! Çавăншăн кĕрешетпĕр эпир, анне, çавăншăн нимрен хăрамасăр çапăçатпăр. Эпир тăкнă юн сая каймĕ, анне, пĕлсех тăр: эпир çĕнтеретпĕрех!

— Вăл çаплах ĕнтĕ, тĕрĕс...

— Акă пĕр эрне каялла эпир Красавка шывĕ хĕрринчи вăрманта, çул çинче, вĕсен виçĕ танкне пĕтерсе хутăмăр. Ĕçĕ çапла пулчĕ. Инçетренех вĕсен моторĕсен сассине илтрĕмĕр те çулăн икĕ енĕпе тĕмĕсем ăшне пытанса выртрăмăр. Хамăр тĕле çитсен вара – пирĕннисенчен пĕри малти танкĕ айне гранатăсен çыххине ывăтрĕ. Самантрах питĕ вăйлă взрыв пулчĕ те – танк чарăнса ларчĕ.

Ăна пула кайрисем те чарăнчĕç... Тытăнтăмăр вара гранатăсемпе, горючи тултарнă бутылкăсемпе пеме! Виççĕшĕ те çунма тапратрĕç... Танксем ăшĕнче ларакан салтаксен ирĕксĕрех сике-сике тухмалла пулчĕ. Анчах пĕри те хăтăлаймарĕ, пурне те пирĕн пульăсем хăваласа çитсе тăрăнтара-тăрăнтара антарчĕç... Унччен малтан, çавнашкалах, фронт патнелле боеприпассемпе апат-çимĕç илсе каякан темиçе грузовика аркатнăччĕ...

Тата чылай каласа кăтартрĕ Игнат: пытанса пырса вĕлернĕ часовойсем, сиктерсе янă складсем, тыткăнран хăтăлнă красноармеецсем çинчен... Унăн кашни калавĕ Мурата тата ытларах пăлхантарчĕ, кăмăлне çĕклерĕ, ку таранччен хăй ăшĕнче çеç тытса усранă шухăшне вăйлатнăçемĕн вăйлатрĕ.

Ерипен кăна шурăмпуç кăвакара пуçласан, Игнат кайма хатĕрленчĕ.

– Çутăличчен отряда çитес пулать манăн, – терĕ вал. – Лере мана юлташсем кĕтсе тăраççĕ, вăхăтра çитмесен пăшăрханĕç тата. Эпĕ – асли-çке вĕсен.

– Командир-и? – ыйтрĕ Мурат.

– Командир. Тĕлĕнтĕн-и? Пултараймастăп пуль тетĕн-и?– çемçен кулса илчĕ Игнат.

– Çук, уншăн мар...– Мурат пĕр вăхăтлăха чарăнса тăчĕ те унтан тăрук персе ячĕ: – Манăн санпа пĕрле пырас килет!

– Мĕ-ĕн?– ăнланмăш пулчĕ Игнат.

– Санпа пĕрле пырас килет тетĕп... Илсе кай мана тархасшăн хăвăр пата!

– Хăрамастăн-и? Хăрушă вĕт унта, ăнсăртран вĕлерме те пултараççĕ...

– Нимрен те хăрамастăп! Хуть те темле хăрушă пултăр!

– Анчах алла пăшал тытса курнă-и-ха эс?

– "Ворошиловский стрелок" эпĕ! Леш пĕчĕк винтовкăран хамăр шкулта тем чухлех пенĕ!

– О-о! Питĕ маттур иккен эсĕ!– кулса ячĕ Игнат.– Апла пулсан, отряда илме те юрать сана, анчах халех мар-ха...

– Мĕншĕн? Çамрăк тетĕн-и? Эп вунтăватта кайрăм халь! Манăн БГТО значокĕ те пур...– çав тери васкаса калама тытăнчĕ ăна Мурат. Хăй çав вăхăтрах тумлана та пуçларĕ.

– Эсĕ мĕн – чăнах-и? – ыйтрĕ Игнат кăна курса.

– Чăнах пулмасăр... Илсе каятăн вĕт?

– Çук.

– Мĕншĕн?

– Йывăр пулать. Партизан пурнăçĕ çăмăл мар вăл, ачам. Унта вăй та, тÿсĕмлĕх те – пурте кирлĕ. Выççи те, сивви те пулать.

– Нимĕнле йывăрлăхран та хăрамастăп... Енчен те халь хăвпа пĕрле илсе каймасан – хам пĕччен пыратăп сирĕн пата! Шыраса тупатăпах сире! Курăн акă!

Игнат ун сине пăхса тăчĕ-тăчĕ те – килĕшрĕ.

– Юрĕ эппин, атя... Кайран курăпăр унта.

Çак самантран вара Муратшăн пачах урăхла, çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Мурат партизан пулса тăчĕ.

* * *

Отряд вĕтĕрех вăрманта тарăн çырмара вырнаçнă пулнă. Игнатпа Мурат унта хĕвел тухас умĕн çитрĕç. Çĕр каçа çывăрманнипе тата пĕр вунă çухрăм хушши хăвăрт утса килнипе Мурат самаях ывăнчĕ. Игнат ăна йывăç тураттисенчен тунă ÿпле умне илсе пычĕ те:

– Çакăнта кĕрсе кан, кайран эп сана килсе вăратăп, – терĕ.

Вара вăл кăнтăрла иртичченех çывăрчĕ. Татах та вăранас çукчĕ пулĕ те, çывăхрах такамсем хыттăн калаçни илтĕнсе кайрĕ:

– Çакă-и-ха вăл? – ыйтрĕ пĕри.

– Самăй çавă, – терĕ тепри.

– Ну, ку ытла пĕчĕкех мар-ха, чĕчĕ ачиех мар, ку пултармалла!

– Тÿрех калама хĕн те – пурăнсан курăпăр-ха...

– Ашшĕне хывнă пулсан – аптрас çук!

Мурат куçĕсене уçрĕ те ÿпле алăкĕ умĕнче Игнатпа Микулай мучи, колхозра темиçе çул хушши конюхра ĕçленĕ старик, тăнине курчĕ. Мурат вăраннине асăрхаса, вăл тÿрех унпа калаçма тытăнчĕ.

– Ну, пурнăçсем мĕнле, шăнкăрч?

– Пыраççĕ-ха, пурăнатăп, – мăн çын пекрех пулма тăрăшса ответ пачĕ Мурат.

– Пирĕн пата килме шут тытрăн пулать?

– Килтĕм çав...

– Питĕ аван ку, пит аван... Пирĕншĕн халь кашни çын хаклă. Санран та, тен, усă пулĕ. Ачи çивĕччĕ-ха эсĕ.

Микулай мучи ÿпле алăкĕ умне кукленсе ларчĕ те чĕлĕмне табак тултарма тытăнчĕ.

– Ак мĕнле ахăр самана çаврăнса çитрĕ вĕт, ачам, – терĕ вăл, кăвакрах тĕтĕм йăсăрлантарма пуçласа, – кам шутланă кун пек пуласса? Леш вăрçăра эпĕ нимĕçсене хирĕç сан аçупа пĕрле çапăçнăччĕ. Таçта та пултăмăр: Карпатра, Галицире...Вăл питĕ маçтăр пулеметчикчĕ пирĕн, икĕ Георгий хĕресĕ илчĕ. Унтанпа çирĕм пилĕк çул иртрĕ ĕнтĕ. Халь вăт санпа пĕрле çапăçатпăр, акă. Анчах ун чухне эсĕ çут тĕнчере те пулман-ха вĕт, э?

– Пулман çав...

– Ну, аптрамăпăр-ха халь те. Эс мана ытларах итле, ялан манпа пĕрле пулма тăрăш, эп сана йăлтах вĕрентĕп. Ватă салтак пултарать вăл.

Микулай мучи мĕншĕн кун пек каланине Мурат тăруках ăнланмарĕ, анчах çав вăхăтра калаçăва Игнат хутшăнчĕ.

– Мучи тĕрĕс калать, – терĕ вăл.– Отряда килтĕн пулсан, халь ĕнтĕ çапăçма вĕренес пулать. Çавăнпа та эп сана унпа пĕрле пулма хушатăп...– Игнат пуçĕпе Микулай мучи еннелле сулчĕ. – Вăл ман умра саншăн ответ тытать. Илтрĕн-и?

– Юрать...

– Ничево, ашшĕпе килĕштернĕскер – ывăлĕпе те майлашăпăр-ха, – сухал вĕçне пĕтĕркелесе илчĕ Микулай мучи.

— Шанатăп... Çавăнпа калатăп та ĕнтĕ.

Ӳпле хыçĕнче темле хĕрарăмăн çав тери янравлă та илемлĕ сасси илтĕнчĕ:

– Пирĕн пата çĕнĕ хăна килнĕ, теççĕ. Ăçта вăл?

– Кунта, кунта, – терĕ ăна хирĕç Игнат, пуçне тулалла кăларса.– Кĕрсе кур! Паллаш!

Кĕçех алăкра сенкертерех тутăр çыхнă хĕр пуçĕ курăнчĕ. Мурат ăна тÿрех палласа илчĕ: ку – фермăра ĕнесем суса пурăннă хĕр, Груша иккен. Мурат пиччĕшĕпе, Неçтĕрпе, пит туслă пурăнатчĕç вĕсем вăрçăччен. Ял хушшинче вĕсем кĕçех пĕр-пĕринпе пĕрлешесси çинчен те калаçкалатчĕç. Тен, кăçал Груша Муратăн инкĕшĕ пулатчĕ-и, анчах та çак ылханлă вăрçă кансĕрлерĕ-çке!..

– А-а, Коршунов!– терĕ Груша хавассăн, çĕре сарса хунă йывăç тураттисем çинче ларакан Мурата курсан.– Хăçан çитрĕн? Пĕчченех-и? Мĕнле кун пек шут тытрăн тата?

– Игнат пиччепе килтĕм...

Груша хăйĕн çывăх тăванне курнă пекех савăнса калаçа пуçларĕ унпа. Ялтисем çинчен ыйтса пĕлчĕ, сăмах майăн Муратăн пиччĕшĕ çинчен те ыйтрĕ, хăйсен ялĕнчен отрядра тата кам-кам пуррине каласа пачĕ. Отряда нумайăшĕ килнĕ иккен, Мурат вĕсем çинчен пĕлмен те. Кÿршĕри ялсенчен те йышлăн пухăннă. Грушăпа Микулай мучи каланă тăрăх, "Фашизма– вилĕм!" ятлă отряд ĕнтĕ самай пысăк вăях пулса тăнă.

...Ку таранччен çынсем калаçнине илтнипе çеç пĕлнисене вăл халь хăй куçĕпе курчĕ. Отрядри çынсем пурте ăна çав тери килĕшрĕç: хăюллă, нимрен хăраман, хастарлă халăх пухăннă-мĕн кунта. Çав вăхăтрах вĕсем – кăмăллă, йăваш, пĕр-пĕриншĕн тем тума хатĕр, пĕр-пĕрине нихçан та кÿрентерес çук, пĕр-пĕрине нимĕнле йывăрлăхра та пăрахас çук çынсем пулнă...

Отряд командирĕ Игнат Дубов хушнă пек, Мурат пĕрмаях Микулай мучипе пĕрле çÿрерĕ. Апат та пĕрле çирĕç вĕсем, каçхине те пĕрле çывăрчĕç. Анчах çапах та Муратăн чунĕ Игнат патнелле хытăрах туртăнчĕ, вăл кашнинчех унпа çывăх пулма тăрăшрĕ. Нимрен ытла ăна Игнат пур йышши хĕçпăшала та çав тери лайăх пĕлни кăмăла кайрĕ, вăл унран пурне те пĕлме, вĕренме тăрăшрĕ.

Çамрăк партизан çар ĕçне çине тăрсах вĕренесшĕн çуннине курса, Игнат хăй те ăна пулăшса пычĕ. Пĕр эрне те иртмерĕ пуль – Мурат винтовкăна та, ручной пулемета та пĕлекен пулчĕ, граната ывăтма та хăнăхрĕ, анчах пуринчен ытла ăна автомат кăмăла кайрĕ: вăл кĕске, çăмăл, ятарласа Мурат валли тунă пекех. Перессе те пит хăвăрт перет, пульăсене пăрçа пекех сапать, спусковой крючок çине пусса тăр кăна...

Пĕринче Игнат çав автомата тасатнине пăхса тăрсан-тăрсан тÿсеймерĕ Мурат, ыйтрĕ:

– Игнат пичче, мана та автомат парăр-ха?..

– Пеме пĕлетĕн-и?

– Вĕрентĕм ĕнтĕ...

– Пит аван апла пулсан. Анчах та партизансем хăйсене валли хĕçпăшал çапăçура тупаççĕ.

Çакăн хыççăн Мурат хăй валли автомат-пăшал туянас ĕмĕтпех пурăнчĕ. Тăшмана тĕл пулсан, çав пăшалпа ăна темĕн чухлĕ пĕтерсе тăкма пулать-çке!

Агаков, Л. Партизан Мурат : приключениллĕ повесть / Леонид Агаков // Агаков, Л. Ылтăн вăчăра. – Шупашкар, 1985. – С. 162-181.