Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Абаш Степан Павлович
Леонид Агаков

Юлташ пурнăçĕ

Хура вăрман çийĕпе татăк-татăк кĕрен пĕлĕтсем чупаççĕ, сивĕ çил вĕсене пĕр чарусăр хĕвеланăçнелле хăвалать...

Пĕр виçĕ кун хушши çанталăк питех те аван пулнăччĕ, çуркунне пуçланнă пекех туйăнатчĕ, унтан тепĕр хут сивĕтсе пăрахрĕ. Ура айĕнчи юр каллех хытса кăчăртатакан пулчĕ, йывăçсем пăсланчĕç, кайран çак сĕмсĕр çил вĕрме тапратрĕ.

Анчах вăрçă çанталăка пăхмасть, уншăн пурĕ-пĕр. Çил шăхăрни витĕр кунĕн-çĕрĕн йывăр тупăсем ухлатни илтĕнет, сивĕ сывлăшра минăсем шăхăраççĕ, чи малти позицисенче пулеметсем таттисĕр, пĕрре чарăнма пĕлмесĕр тăкăртатаççĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе хăлхана моторсем хаяррăн ĕрлени хупласа лартать, кĕçех зениткăсем пеме тытăнаççĕ, пĕлĕтре пĕр харăсах çĕршер çиçĕм çиçнĕн туйăнать. Çав вăхăтрах пехота хăйĕн ĕçне тăвать, метр хыççăн метр малалла шăвать вăл, тăшман çывăхнерех пырса, ăна пĕр харăс вăйлăн çитсе çапма хатĕрленет...

Вăрмантан тухсан çатма пек тикĕс хир тăсăлать, унтан сасартăк – çÿлĕ сăрт, сăрт çиче – чиркÿллĕ пысăк ял. Мускав патĕнче аркатса тăкнă хыççăн тăтăшах хĕвеланăçнелле чакса каякан гитлеровецсем çакăнта çитнĕ те питĕ вăйлă укрепленисем туса кĕрсе ларнă. Вĕсене кунтан пĕтĕм тавралăх таçта çитиех курăнса тăнă, вĕсем пур çĕрелле те тÿррĕн пеме пултарнă, çавăнпа та ку ял çине ниепле те тăрук пырса кĕме юраман. Н-ски полк командованийĕ çакна питĕ аван ăнланнă, çавăнпа та вăл нимрен малтан тăшмана хавшатса çитермелли майсем шыранă.

...Каç пуласпа полк штабĕн начальникĕ разведка взвочĕн командирне, Инкин лейтенанта хăй патне чĕнтерчĕ те:

– Кĕçĕр пысăках мар "экскурси" тăвас пулать, – терĕ. – Тăшманăн огневой точкисене хыпашласа пăхăр, оборона системине лайăхрах пĕлме тăрăшăр. Хăш тĕлте, мĕн чухлĕ... Задача – питĕ кăткăс та ответлă. Кама ярассине хăвăн пĕлмелле, ответне эс тытатăн. Ăнланатăн-и?

– Ăнланатăп.

– Çынсене халех хатĕрле. Кайран мана пĕлтер.

– Есть!

Разведчиксен командирĕ урăх пĕр минут та тытăнса тăмарĕ, тÿрех хăйĕн подразделенине, штаб начальникĕн приказне пурнăçлама кайрĕ. Паллах, сывă пулнă пулсан разведкăна вăл хăй кайнă пулĕччĕ, анчах иртнĕ эрнере "чĕлхе" тытма кайсан ăна сылтăм хулĕнчен пуля лекнĕ те, вăл ăна халь мăйĕнчен бинтпа çакса çÿренĕ. Пуля шăмма тивменнипе суранĕ йывăрах пулман, çавăнпа та вăл медсанбата та кайман, взводрах юлнă, санротăна перевязкăна çеç çÿренĕ.

– Акатовăн группине ярас... – шухăшласа пычĕ Инкин. – Шанчăклăрах пулĕ...

Хăйĕн взводĕнчи боецсене вăл пурне те питĕ лайăх пĕлсе тăнă. Пĕрисем, калăпăр, йĕлтĕрпе çил-тăман кăларса чупма пултараççĕ, теприсем йывăçсем тăррине пакша пек хăпарса каяççĕ, виççĕмĕшсем вĕçсе пыракан кайăка пĕрре куç хупса илнĕ хушăрах персе антараççĕ... Çавăнпа та вăл, çынсене разведкăна янă чух, кам мĕне пултарнине асра тытса суйласа илнĕ.

Кĕçĕр акă пĕр ик километра яхăн кăкăр таран юр ăшшĕн упаленсе каймалла, çырма урлă каçмалла, унтан сăрт çине хăпармалла... Ку ĕç валли Акатов йышши сибиряксем кирлĕ. Вăл – Алтайра çуралса ÿснĕ тĕреклĕ йĕкĕт, хулпуççийĕ аршăн сарлакăш, питçăмартинчен пÿрнепе пуссан юн пĕрхĕнессĕн туйăнать, пысăк кăвак куçĕ иксĕлми хастарлăхпа ялкăшса тăрать. Мĕн пĕчĕкренпех сунарçăсем хушшинче ÿснĕскер, вăл вунçичĕ çултах пĕр-пĕччен упана хирĕç пулса, ăна хăрушă тытăçура аслашшĕн кукăр кинжалĕпе чиксе пăрахнă. Çавăнтан вара ăна ял çыннисем "Ванька-Медвежатник" тесе ят панă. Ваттисем ырланă, çамрăккисем кăштах кĕвĕçнĕ, сарă хĕрсем – пĕр-пĕри сисиччен – ун çине ăмсанса пăхнă. Çара каймалли вăхăт çитнĕ тĕлелле вара вăл картинсем çинчи вырăс богатырĕсем пекех пулса тăнă.

Фронта килсен Акатов тÿрех разведчиксем хушшине лекнĕ. Унăн хăюлăхне, вăл хуть те мĕнле задание те тĕп-тĕрĕс пурнăçласа пыма пултарнине кура, ăна часах сержант ятне панă та отделени командирĕ тунă. Çавăнтан вара унăн фронтри биографийĕ тата ытларах пуянланнă. Нимрен хăрама пĕлмесĕр, вăл хăйĕн боецĕсемпе тăшман позицийĕсем патнех шăва-шăва пырса унăн пулемечĕсене шарлами тунă, темиçе "чĕлхе" тытса килнĕ, пĕр разведкăран та трофейсăр таврăнман...

Пĕррехинче, чăнах та, питĕ кулăшла пулса тухнă. Хăйĕн юлташĕсемпе тăшман тылĕнчен таврăннă чух вăл сасартăк ял хĕрринчи пĕр арпалăхра иккĕн-виççĕн нимĕçле мăкăртатнине илтнĕ. Хăйсене палăртас мар тесе, вĕсен кунтан питĕ шăппăн, никам сисмелле мар иртсе каймалла пулнă ĕнтĕ, анчах та Акатов, ăна-кăна шутламасăрах, темшĕн çав фашистсене тапăнма шут тытнă. Вăл боецсене хуллен кăна команда панă та арпалăха ыткăнса кĕнĕ. Ку ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе гитлеровецсем хирĕç те тăрайман, разведчиксем вĕсене темиçе самантрах ним сассăр тирпейлесе хунă. Унтан Акатов арпалăхăн малти стени çумĕнче çĕр айнелле анмалли шăтăк пуррине асăрханă.

– Э, кунта арлан йăви те пур иккен!–тенĕ те çамрăк командир, шăтăкалла икĕ "хăяр" – çаврака граната ывăтнă.

Шалтан пĕр сасă та илтĕнмен. Вара Акатовпа икĕ боец çĕр айнелле чупса аннă та шăрпăк çутса пăхнă. Ку – халь çеç туса пĕтернĕ дзот пулнă иккен. Виçе амбразура: пĕри пулемет валли, иккĕшĕ автоматсем валли. Пулеметне те илсе пынă, вырнаçтарма кăна ĕлкĕреймен.

– Питĕ вăхăтлă пулнă иккен эпир килни, – терĕ боецсенчен пĕри, çĕнĕ спичка çутса. – Э-э, ара, хуçи те кунтах-мĕн!

Пурте вăл кăтартнă çĕрелле пăхнă. Кĕтесре фашист офицерĕн вилли саркаланса выртнă. Унпа юнашарах пысăк хура чăматан тăнă.

– Пурлăхĕ-мĕнĕпех пурăнма куçнă-мĕн те... – кулса илнĕ пĕр боец, чăматана çĕклесе пăхса. – Йывăр, ача! Уçса пăхасчĕ, мĕн тултарнă-ши унта?

– Вăхăт мар халь!– чарнă ăна Акатов. – Васкас пулать. Тĕрĕслекенсем пирĕнсĕрех тупăнĕç.

Вăл офицер кĕсйинчи хутсене, парабеллумне кăларса илнĕ те, дзотра пулнă пур трофейсене те боецсене çĕклеттерсе, тул çутăлнă çĕре полка çитнĕ. Взвод командирне рапорт панă хыççăн вĕсем иккĕшĕ штаба кайнă. Штабра малтан хутсемпе хĕçпăшалсене пăхнă, унтан Акатов илсе килнĕ хайхи офицер чăматанне уçнă. Сĕтел тавра пухăннисем ун çине питĕ интересленсе пăхса тăнă: чăнах та, мĕн тултарнă-ши çав тери нумай?

Анчах çиелти япалине туртса кăларсанах, пурте ахăлтатса кулса янă: вăл самаях вараланнă пĕчĕк ача утиялĕ пулнă...

Унтан хĕрарăм сараппанĕ тухнă. Ун айĕнче ултă мăшăр хĕрарăм чăлхи, салфеткăсем, çÿлĕ кĕлеллĕ туфли, тăватă кăкăр çакки, ултă кĕмĕл кашăк, мулкач тирĕнчен çĕленĕ кивĕ муфта, пĕр ярăм шăрçа, тăватă вилка, икĕ тутăр, хĕрарăм шлепки...

Штабри çынсем антăхса кайса, варĕсене тытса кулнă.

– Ну, трофей-тăк трофей!

– Хĕрарăм япалисен магазинĕ вĕт ку!

– Ăçтан кăна пухса çитернĕ пуль...

– Тиркемен вара нимĕн те!

– Ара, вăрă хăçан тиркесе тăрать?

Акатов малтанах нимĕнле мар пулса тăнă, темшĕн, çынсем унтан хăйĕнчен кулнă пек туйăннă ăна. Юрать-ха кунсăр пуçне ытти трофейсем пулнă, атту пĕр çак чăматана çеç сĕтĕрсе килнĕ пулсан, мĕн курмаллаччĕ-ха? Кипке пухса çÿрекен барахольщик ятне илтмеллеччĕ-и? Вара кулсах тăна кăларатчĕç...

Анчах ку тахçанах иртсе кайнă ĕнтĕ, унтанпа Акатов, тата нумай хутчен разведкăра пулса, калама та çук паха сведенисем пуха-пуха таврăннă. Полкра ăна халь чи пултаруллă разведчик тесе хисепленĕ. Нумай пулмасть, И. шывĕ хĕрринчи çапăçу хыççăн, правительство наградине илме тивĕçлĕ боецсемпе командирсен спискине тунă чух, пĕрремĕш вырăнта унăн ячĕ пулнă.

...Взвод командирĕ Инкин лейтенант ун патне вăл çĕрпÿрт умĕнче, йывăç кăкĕ çинче, çыру вуласа ларнă чух пырса тухрĕ.

– Здорово, Акатов!

Разведчик ăна хирĕç вăштах сиксе тăрса саламларĕ.

– Мĕн вулатăн пит тăрăшсах?

– Килтен çыраççĕ...

– Савни пулĕ-ха, пĕр-пĕр сенкер куçлă Нюра е Дуся-Муся?– куçне хĕссе илчĕ лейтенант. Акатов та çемçен кулса илчĕ.

– Унсăр та май килмест, лейтенант юлташ, кашни çыннăнах чĕре пур, мĕн тăвăн?

– Тĕрĕс, тĕрĕс...

Лейтенант унпа юнашар ларса чĕлĕм чĕртсе ячĕ те унтан хăй мĕншĕн килнине каласа пачĕ.

– Питĕ ответлă ĕç, – терĕ вăл, – полковникпа штаб начальникĕ хăйсем чĕнсе калаçрĕç манпа. Нумаййăн кайма кирлĕ мар, пилĕк-ултă çын пулсан çитет. Юлташусем ăçта?

– Кунтах, канаççĕ, – пуçĕпе çĕрпÿрт еннелле кăтартрĕ Акатов. Унăн пичĕ çинчи кулă çухалчĕ, куçĕнче темле урăхла çутă ялкăшма тытăнчĕ...

– Халех хатĕрленĕр, – терĕ лейтенант. – Эпĕ батальон штабĕнче пулатăп.

Акатов тăчĕ те çĕрпÿрте кĕрсе кайрĕ. Тепĕр 15–20 минутран унпа пĕрле шурă халат тăхăннă пилĕк боец тухрĕç. Пиллĕкĕшĕ те пĕр пек – çамрăк, патвар, çилпе кăштах куштăрканă хĕрлĕ сăнлă йĕкĕтсем. Кашниех автоматпа, халат айĕнчи пиçиххирен икшер-виçшер граната çакнă, хĕвĕсене тата тепрер запаснăй диск чикнĕ.

– Эпир хатĕр!– кайса пĕлтерчĕ Акатов хăйсен командирне. – Задача парасса кĕтетпĕр...

Лейтенант вĕсене автомашинăсем валли тунă хÿтлĕхе илсе кĕртрĕ те кĕçĕрхи разведкăра мĕн тумалли çинчен ăнлантарма тытăнчĕ.

– Эсир тĕрĕс сведенисем илсе килнинчен пирĕн çитес наступлени ăнăçлă пуласси килет, – терĕ лейтенант. – Кашни тĕмескене, кашни лупашкана "хыпашласа" пăхма тăрăшăр. Блиндажсем, окопсем хăш тĕлте вĕсен, пулеметсемпе орудисене ăçта лартнă, укрепленисем хăш тĕлте начартарах – пурне те пĕлес пулать...

– Ăнланатпăр, лейтенант юлташ.

– Епле асăрханмалли майсене хăвăр пĕлетĕр. Астăвăр, кирлĕ мар çĕртен тытăçу пуçласа ан ярăр, усăсăр çухатусем ан пулччăр.

– Пĕлетпĕр, пирвайхи хут мар вĕт.

– Ну, телей пултăр!

Разведчиксем хăйсен командирĕпе сывпуллашрĕç те вăрман хĕрринелле кайрĕç. Лейтенант вĕсем çине кăмăллăн пăхса юлчĕ.

– Кусем ахаль таврăнас çук...

Вăрман хĕрринчи юлашки йывăçсем айĕнче Акатов боецсене чарса тăратрĕ.

– Авă, – терĕ вăл, чылаях инçетри сăрт çинче курăнакан юрпа витĕннĕ çуртсем çине кăтартса, – пирĕн çавăнта çитмелле ĕнтĕ. Сăрт патнерех çитиччен пурте пĕрле каятпăр, унта вара виçĕ пая уйрăлса каймалла пулать. Эпир, Быстровпа иксĕмĕр, сăрт çамкине тÿрех хăпаратпăр. Петровпа Файзуллин – сылтăмран каяççĕ. Симонянпа Ищенко – сулахайран... Кайран хăш тĕлте пухăнмаллине çывăхарах пырсан палăртăпăр. Ыйтмаллисем пур-и?

– Çук, ăнланнă ĕнтĕ, – терĕç ăна хирĕç боецсем.

– Ну, апла пулсан, юлашки хут чĕлĕм туртăр та, шăвăнăпăр, вăхăта сая ярас мар.

Лăпсăркка чăрăш айĕнче махорка тĕтĕмĕ йăсăрланма тытăнчĕ. Табакпа "аппаланман" Акатов вăл хушăра маларах тухрĕ те, пĕр йывăç тăрне çурри таран хăпарса, бинокльпе пăхма пуçларĕ...

Каçхи кăвакрах тĕтре витĕр вăл ялти хăшпĕр пÿртсенчен шурă шĕвек тĕтĕм тухнине çеç асăрхарĕ, урăх нимĕн те курăнмарĕ ăна.

– Юрĕ, патне çитсен курăпăр, – шухăшларĕ те вăл, çĕре анса боецсене хускатрĕ.

Вĕсем, пĕрерĕн-пĕрерĕн хирелле тухса, кăпăшка тарăн юр ăшне выртрĕç...

Акатов хăй пуринчен малта упаленсе пычĕ, кашни 40-45 метртанах юлташĕсем çине çаврăна-çаврăна пăхрĕ. Каç пулнă май çанталăк татах сивĕтрĕ, вĕсене хирĕç кассăн-кассăн çил вĕрсе тăчĕ, анчах çынсем шăнма мар, хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕç. Пĕр пилĕкçĕр метр пек кайсан, Акатов кăштах канас тесе чарăнчĕ те месерле çаврăнса выртрĕ (юр ăшшĕн çул туса упаленсе пыма питĕ йывăр çав!).

Тÿпере пĕр çăлтăр та курăнмасть, сăнсăр кăвак пĕлĕтсем вĕсене пĕтĕмпех хупласа лартнă иккен. Çавăнпа кĕçĕр уйра та питĕ тĕттĕм...

– Ку аван-ха пирĕншĕн... Хамăра палăртмасăр çитме шанчăк ытларах... – çăмăллăн сывласа илчĕ Акатов.

Унпа юнашар Быстров ефрейтор пырса выртрĕ. Ку çын Акатовăн чи çывăх тусĕ пулнă. Истра хулине нимĕçсенчен каялла туртса илнĕ чух ун пурнăçне çăлнă: Акатова çурăмĕнчен штыкпа чикме чупсах çитнĕ нимĕçе хăйне чиксе пăрахма ĕлкĕрнĕ. Çакăн хыççăн вара вĕсем хушшинче нихçан пĕтмелле мар туслăх тĕвĕленнĕ, вĕсем пĕр-пĕринчен ниçта та уйрăлман, пĕри ăçта кайнă, тепри те çавăнтах пынă. Аслă командирсем те вĕсене уйăрма тăрăшман, мĕншĕн тесен вĕсем пĕрле пулни ĕçе усă кÿнĕ çеç.

– Ма чарăнтăн?– ыйтрĕ Быстров.

– Эсир хашкама ернĕ пуль, терĕм...– кулса илчĕ Акатов.

– Ну-у, калаçатăн кирлĕ мара!

– Апла пулсан, кайăпăр.

Каллех малалла шума тытăнчĕç. Текех Акатов ял умĕнчи сăрт патне çитиччен те чарăнмарĕ. Кунта вара вĕсем кăшт кăна канса выртрĕç. Акатов, хăйсен задачине тата тепĕр хут астутарса, камăн ăçталла кайса мĕн тумаллине кăтартса пачĕ те кайран пурне те çав лупашкана пухăнма хушрĕ.

Боецсем икшерĕн ик еннелле шуса кайса куçран çухалсан, Акатовпа Быстров та сăрталла хăпарма тытăнчĕç. Ерипен, чарăна-чарăна итлесе, асăрханса хăпарчĕç вĕсем. Халлĕхе ниçтан та пĕр сас та илтĕнмерĕ. Сайра хутра çеç тăшман енче пĕр-пĕр пулемет кĕскен кăна такăртатса илет те каллех шăпланать.

Анчах ку шăплăх ултавлине туссем питĕ лайăх пĕлнĕ: хăйсенчен 100-150 метртах тискер тăшман ларнă-çке, вăл кашни самантрах çак лăпкă тавралăха вилĕм сапма тытăнма пултарнă...

Йĕплĕ пралук патне çитсен, вĕсем шалалла кĕмелли май шырама пикенчĕç. Вăрахчен упаленсе пычĕç пралук çумĕпе. Пĕр лупашкаллăрах вырăнта вара самаях пысăк шăтăк тупăнчĕ те, туссем ялалла кĕрсе кайрĕç.

...Питĕ хăюллă "экскурси" пулчĕ ку. Тăшман йăва çавăрса ларнă ял тăрăх разведчиксем икĕ сехет ытла сăнаса çÿрерĕç. Пĕр çуртран тепĕр çурт патне, пĕр йывăçран тепĕр йывăç кутне куçса пырса, "хыпашламан" пĕр кĕтес те хăвармарĕç. Ăçта мĕн пуррине, ăçта мĕн вырнаçтарнине самаях пĕлекен пулса çитрĕç. Тăшман кунта чăнах та питĕ çирĕппĕн кĕрсе ларнă иккен, темĕн тĕрлĕ укрепленисем туса, хăй çĕр ăшне чакаланса пытаннă, унтан ăна хăватлă вут-çулăмпа çеç çунтарса кăларма май пулнă. Хăш тĕлне ытларах çунтармалли халь паллă ĕнтĕ!

Акатовпа Быстров ялăн тепĕр хĕрринелле шуса кайчĕç-

– Вĕсем пире ку енчен кĕтмеççе, кунта хурал сахалтарах пулма кирлĕ, – тесе шут турĕç вĕсем.

Анчах кунта та пралук карнă-мĕн.

– "Круговая оборона" тунă, халерсем, – терĕ Акатов. – Хытă хăраççĕ иккен!..

– Чĕрисем вырăнта мар ĕнтĕ, паллах...– ун шухăшне çирĕплетрĕ Быстров.

Сасартăк туссем мал енчен хăйсем патнелле икĕ çын мĕлки килнине курах кайрĕç. Çав самантрах вĕсем пĕр сарай çумне, хÿтте йăпшăнчĕç. Лешсем Акатовпа Быстров çинеллех пыраççĕ. Кăшт тăхтасан, лайăхах асăрхама май пулчĕ: иккĕшин те кăкрисем умĕнче автоматсем çакăнса тăраççĕ. Паллах, кусем тăшман салтакĕсем...

– Мĕн тăвăпăр?–тусĕнчен шăппăн ыйтрĕ Быстров.

– Капут тăвăпăр, мĕн тата, – терĕ Акатов, çăматă кунчи ăшне чикнĕ штыка туртса кăларса. – Сан кинжал пур-и?

– Çук…

– Апла пулсан, автоматран магазинне уйăр та пăшал кĕпçипе çапма хатĕрлен. Хамăр тĕле çитсен, эпĕ малти çине сиксе ларатăп, эсĕ – кайрине тирпейле... Асту, ĕçе питĕ хăвăрт тăвас пулать, шав-мĕн ан пултăр, – вĕрентрĕ Акатов.

– Пĕлетĕп...

Урăх вĕсем пĕр сăмах та чĕнмерĕç, кашниех хăйне хăй çак темиçе самантран пулмалли тытăçăва хатĕрлерĕ. Кĕçĕр вĕсем гитлеровецсене курчĕç, анчах вĕсене пурне те тивме май килмен: ыттисем сиссен вара пĕтĕм разведка харама кайма пултарнă. Халь ĕнтĕ, никам курман çĕрте, çак икĕ "фрица" ниепле те тĕрĕс-тĕкĕллĕн ирттерсе ярас килмен. Ытла та аллах пырса кĕнĕ-çке вĕсем!

Гитлеровецсем вĕсен тĕлне çитрĕç... Иккĕшĕ те, шăннипе, кукăрăлсах ларнă, аллисене хире-хирĕç çаннисем ăшне чикнĕ, йывăç тĕплĕ кĕççе атăсемпе шаклаттарса пыраççĕ...

Акатов чавсипе Быстрова кăшт кăна тĕртрĕ те малти салтакĕ çине арăслан пек сиксе ăна çĕре персе антарчĕ. Унпа пĕрлех Быстров та кайрине пусса антарса çăварне хупларĕ. Ĕç питĕ хăвăрт, темиçе самант хушшинчех пулса иртрĕ: нимĕçсем пĕр сас та кăлараймарĕç. Туссем, часрах вĕсен кĕсйисенчи хутсене кăларса илсе, автомачĕсене çакрĕç те хирелле шăвăнчĕç.

– Трофей те пулчĕ, – терĕ Акатов, йĕплĕ пралук хыçне тухсан. – Атту эп кĕçĕр пушă алăпах таврăнмалла пулать пуль тенĕччĕ.

Туссем хир тăрăх хăш чух упаленсе пычĕç, тепĕр чух пĕшкĕнсе чупрĕç. Тепĕр икçĕр метр кайсан сылтăмалла пăрăнмалла та – çырма пулать, унта вĕсене ытти юлташĕсем паçăрах кĕтеççĕ пуль ĕнтĕ. Епле пулнă-ши вĕсен ĕçĕ? Мĕн-мĕн курса тухнă-ши вĕсем?

– Чим!– терĕ сасартăк Акатов, кукленсе ларса.– Куратăн-и? Пăх-ха...

– Мĕн?

– Авă, малта...

Быстров тинкеререх пăхрĕ. Ялтан çырма еннелле умлăн-хыçлăн пĕр 10-12 çын утать иккен.

– Е разведкăна, е боевăй охраненине каяççĕ, – пăшăлтатса илчĕ Акатов.–Мĕн те пулин тăвас пулать, тусăм... Мĕнле шутлатăн? Курса тăнă çĕртех ашкăнма памастпăр пуль! Тăн кĕртер пăртак.

– Мĕн тăвас шуту пур?

– Атя, вĕсен çулне пÿлетпĕр! Засада тăватпăр та, автоматсенчен... Питĕ чаплă номер пулать!

Ку шухăшпа Быстров пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Вĕсем часрах юр ăшĕнчен сиксе тăчĕç те ял пуçĕнчен тÿрĕрен-тÿрĕ çырма хĕрринелле чупрĕç. Самаях мала кайсан, пĕр лутрарах йывăç хыçне чакаланса кĕрсе выртрĕç.

– Ман командăсăр нимĕн те ан ту, – терĕ Акатов. Вĕсен нумай кĕтмелле пулмарĕ. Туссем майлăрах вырнаçса выртсан, пĕр вунă минутранах гитлеровецсем вĕсем патнелле кĕпсĕртетсе çитрĕç. Акатов пĕрерĕн-пĕрерĕн шутласа выртрĕ вĕсене: 12 çын. Пурте автоматсемпе...

– Пуçлар! – терĕ те пĕр хушă сывламан пек выртнă Акатов, спусковой крючок çине пусрĕ. Быстров та умлăн-хыçлăн темиçе черет кăларса ячĕ. Вара çавăнтах пилĕк-ултă фашист кĕлетки юр сине тĕшĕрĕлсе анчĕç, вĕсем кăшкăрни, ахлатни илтĕнчĕ. Пирĕн туссем ăнран тухса кайнă тăшмансене таттисĕр çунтарчĕç, хăйсене çакăн пек тапăнасса ниепле те кĕтменскерсем, вĕсем ним тума пĕлмерĕç: ăçталла тармалла, епле хăтăлмалла?

Çапах та, кăшт тăрсан, гитлеровецсем пирĕн разведчиксене асăрхарĕç, вĕсенчен чĕррĕн юлнисем унтан та кунтан пеме тытăнчĕç. Сывлăш автоматсем шатăртатнипе тулса ларчĕ. Çав вăхăтрах ял енчеи темиçе мина çинçен уласа килни илтĕнчĕ, вĕсем çырма хĕрринчен инçетре те мар ÿксе шартлатрĕç. Ял енче пĕр харăсах темиçе пулемет ĕçлеме тытăнчĕ...

Фашистсен станĕнче паника пуçланчĕ...

Разведчиксем, текех кунта тытăнса тăма юраманнине пит лайăх ăнланса, хамăрăн еннелле васкарĕç. Йăпăртлăх чарăнса автомачĕсенчен кĕскен-кĕскен шатăртаттарса илеççĕ те тăрса чупаççĕ, переççĕ те чупаççĕ.

Сасартăк вĕсенчен инçетрех те мар мина кĕрĕслетсе çурăлчĕ. Быстров ÿкрĕ, унăн хăлхисем ним илтми хупланса ларчĕç... Акатов ун патне чупса пычĕ.

– Лекрĕ-и?– хăранă сасăпа ыйтса кукленчĕ вăл ун патне.

Быстров çĕкленесшĕн пулчĕ, анчах çавăнтах йывăррăн йăнăшса ярса, каялла ÿкрĕ.

– Пĕтрĕм пулас...

– Ан лĕпĕртет! Тен, ытла хытах мар?– хыпкаланса илчĕ Акатов. – Каяс пулать вĕт, вĕсем хыççăнах хăвалаççĕ ĕнтĕ...

– Пултарай...мастăп... – татах йынăшса илчĕ Быстров.– Урасем... сылтăм... алă... Эс пĕчченех кай, пĕлтер...

– Ну, ку сăмаха пăрах эсĕ!– çиленчĕ Акатов.– Çăлăнсан – иксĕмĕр те çăлăнатпăр, пĕтмелле пулсан та – пĕрле!

Вăл хăвăрт кăна йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Çав самантрах, пĕрин хыççăн тепри, пĕлĕтелле икĕ ракета чашкăрса хăпарса кайрĕç. Уйра кăнтăрлахи пекех çап-çутă пулса тăчĕ. Кунпа пĕрлех тăшманăн пулемечĕсем тата хытăрах ĕçлеме тытăнчĕç. Çутăлакан пульăсем разведчиксен çуммипех шăхăрса иртсе юр ăшне тăрăнаççĕ. Акатов лап выртрĕ.

– Сăпса йăви хускалчĕ, – терĕ вăл, – часрах, хăвăртрах шăвас пулать... Кайрăмăр, Гриша! Çырмана анса сурансене çыхăпăр та...

Анчах Быстрое ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, каллех йынăшса илчĕ çеç. Вара Акатов ăна ерипен çĕклесе çурăмĕ çине хучĕ те, юр ăшне пĕçĕ кăкĕ таранах путса, темиçе утăм малалла ярса пусрĕ. Çав вăхăтра пĕлĕтелле татах ракетăсем пĕрхĕнсе хăпарчĕç, пулеметсем малтанхинчен те вăйлăрах пеме тапратрĕç.

– Тытасшăн, çĕленсем... – вăрçса илчĕ Акатов. Вăл часрах маскхалат айĕнчи шинельне хывса юр çине сарчĕ, тусне ун çине вырттарчĕ. Унтан пĕр автоматне хăй мăйĕнчен çакрĕ, виççĕшне – тусĕ çумне вырнаçтарчĕ.

– Ну, чипер вырт, Гриша, тÿс епле те пулин!

Çак сăмахсемпе шинелĕн пĕр аркинчен тытса, вăл Быстрова çырманалла туртса анса кайрĕ. Çырма тĕпне çитсен, çав тери васкаса, суранĕсене унăн-кунăн çыхкаларĕ: ÿчĕпе тумтирĕ те юнланса пĕтнипе тĕттĕм çĕрте суранĕсене лайăххăн тупса палăртма пулмарĕ çав. Çакна вара лайăх ăнланчĕ: унăн тусĕ питĕ йывăр суранланнă, ăна часрах медпункта çитерес пулать...

Акатов ытти юлташĕсем çинчен аса илчĕ, анчах малтан калаçса татăлнă вырăна каясси çинчен халь шухăшламалли те пулмарĕ унăн. Быстрова сĕтĕрсе кайма йывăр, кунта пĕччен хăварма – каллех юрамасть.

– Тÿрех полка каяс, – шут турĕ те вăл, Быстрова шинель çине лайăхрах майласа вырттарчĕ.

– Гриша, ну, мĕнле эс?

– Пуç çаврăнать... – вăйсăррăн ответ пачĕ Быстров.

– Тен, эрех ĕçĕн пăртак? Флягăра пур манăн...

– Çук, кирлĕ мар... Каяр луччă... май пулсан...

Акатов хăйĕн тусĕ выртакан шинелĕн аркинчен çирĕппĕн тытса лартрĕ те сăрталла чакаланма тытăнчĕ. Сăрта хăпарса çитсен, сывлăш çавăрма, пĕр-ик минут пек канса выртрĕ, шинель çинчен шуса анма пуçланă юлташне тÿрлетсе вырттарчĕ, унтан тÿрех вăрман çине çул тытрĕ. Темиçе хутчен те чарăнса, тусне тĕрĕслесе пăхрĕ: лайăх выртать-и вăл, мĕнлерех сывлать... Малтанах Быстров хăйĕнчен ыйтнисене хирĕç ответ паратчĕ, унтан пачах халтан кая пуçларĕ пулмалла – калаçми пулчĕ. Акатова ку питех те пăшăрхантарчĕ, темрен-тем пуласран хăраса, вăл мĕнпур вăйĕпе сĕтĕрчĕ ăна вăрман еннелле. Епле пулсан та, ăна часрах медпункта çитерсе, тухтăрсен аллине памалла. Хăй тарласа лачкам шыва ÿкрĕ, чĕри унăн мăлатук пек шаккаса тăрать, пуçĕ пĕçерекен пулса çитрĕ...

Акă ĕнтĕ вăрман та инçе мар. Пулсан пулĕ пĕр икçĕр метр, унтан ытла мар. Акатов юлашки вăй пухсах туртрĕ хăйĕн тусне.

– Çитетпĕр, часах çитетпĕр...

Анчах тăрук чарăнмалла пулчĕ. Хыçалтан ракета çутатрĕ те харăсах – инçетрен те мар пек – тăшман пулемечĕсем усал йытăсем пек вĕрме тытăнчĕç.

– Чăк-чак! чăк-чак! – пыра-пыра тăрăнчĕç пульăсем юр ăшне.

– Сăртран переççĕ кусем. Вилесем патĕнчен... – тавçăрса илчĕ Акатов. – Начар-ха ку, лекме те пултарать!

Обстрел айĕнчен тухас тесе, вăл сылтăмалла пăрăнса кайрĕ. Уссиех пулмарĕ – нимĕçсем халь минометсенчен пеме тытăнчĕç. Пирвайхи мина туссенчен пĕр улт-çичĕ метр малта çурăлчĕ, иккĕмĕшĕ – хыçалта... Вĕсем çине малтан та, кайран та юр сирпĕнчĕ.

– Вилкăна лекрĕмĕр! Неушлĕ пĕтетпĕр? – шăлне çыртса лартрĕ Акатов. Шинель аркинчен хытăрах тытрĕ те тата сылтăмарах кайма тытăнчĕ. Çав вăхăтра пуç тăрĕнче тепĕр мина шăхăрни илтĕнчĕ. Самантранах вăл, тăмана вĕçнĕ пек лăпăртатса, разведчиксемпе юнашар юр ăшне пашт! пырса ÿкрĕ...

Пулать те çав этемĕн телей! Мина çурăлмарĕ. Юр ăшне пырса ÿксенех, вăл хăйне тавра çил-тăман кăларса çаврăнчĕ, унтан вăйсăрланнăçемĕн вăйсăрланса пырса, юлашкинчен темиçе хут "Фăр-р... фар... фр..." туса илчĕ те лăпланчĕ. Анчах халь Акатов ниçталла кайма пĕлмерĕ, тусĕ çумне йăпшăнса выртрĕ. Ывăнса çитнипе питĕ йывăррăн хашкаса сывларĕ вăл.

– Ваня... – хуллен кăна сас пачĕ çав хушăра Быстров. Минăсем шартлатнипе кăштах тăна кĕчĕ пулмалла. – Ваня...

– Мĕн?– пуçне кăштах çĕклерĕ Акатов.

– Кай эсĕ... Манпа ĕç тухас çук, хăвна çăл. Кунта иксĕмĕр те пĕтсен, разведка сая каять... Ав, епле перет вăл... Кай, ман çине ан пăх...

– Ухмах эсĕ,– терĕ ăна хирĕç Акатов, – юлташа пăрахса хăваратăп пулать вара! Çитетпĕр ĕнтĕ...

– Асту, Ваня... Чăнах кай...

– Вырт чипер!

Минăсем сулахаярах ÿкме тытăннине кура, Акатов каллех вырăнтан хускалчĕ. Тек вăл пĕрре те чарăнмарĕ, вăрмана пырса кĕрсен тин пĕр ватă юман хыçĕнче кăштах канса тăчĕ те татах малалла туртса кайрĕ хăйĕн тусне.

Пилĕк сехет тĕлĕнче вăл ăнран кайнă Быстрова хĕрлĕ хĕрес çакнă çĕрпÿрте илсе çитерчĕ.

– Тем пулсан та, вилме парас марччĕ!–терĕ вăл çамрăк хĕр-фельдшера, ывăнса çитнипе аран сывласа. – Каччи пит маттур, разведчик...

Фельдшерпа санитарсем Быстрова часрах укол турĕç, суранĕсене тасатрĕç, эмел сĕрсе çыхрĕç. Быстров пĕрре те хускалмарĕ, вилнĕ пекех выртрĕ.

– Начар...– терĕ фельдшер, унăн алтунинчи юн тымарне чылайччен тытса тăрса. – Пульс питĕ вăйсăр, юн нумай çухатнă...

– Мĕн тăвас пулать-ха эппин?

– Часрах медсанбата илсе каяс пулать, эпир кунта текех ним тума та пултараймастпăр...

– Илсе каяр эппин часрах!

– Халех санитарсене яратăп...

Акатов фельдшера куçĕнчен пăхрĕ.

– Вĕсемпе пĕрле эпĕ те каятăп! Пĕлетĕр-и, вăл пĕрре ман пурнăçа çăлнă, халь манăн ăна çăлас пулать!

– Вăхăту пулсан, кай, ара, – Акатов чĕререн ыйтнине ăнланчĕ фельдшер.

Ним хускалман Быстрова çуна çине илсе тухса хучĕç. Унпа юнашар санитар вырнаçрĕ. Акатов тилхепене тытса туртрĕ те, минутранах лав йывăçсем хушшинче курăнми пулчĕ. Акатов паçăрхинчен те ытларах пăлханчĕ: неушлĕ Гриша вилсех кайĕ? Çук, пулма пултараймасть! Епле вилтĕр вара Гриша Быстров? Разведкăна кампа çÿрес пулать вара? Чи хăюллă, паттăр юлташ...

Пилĕк километр хушши тем пекех вăрăм туйăнчĕ. Çуна çинче суранлă çын мар, урăххи пулнă пулсан, лашана çил-тăман çеç кăларттармалла, анчах та юрамасть, çулĕ шăтăк-путăклă, çуна ытла хытă сиктерет...

Майĕпе тул çутăлма пуçларĕ. Хĕвел тухасса систерсе, пĕлĕт хĕрри хĕрелсе килчĕ – çĕнĕ кун çуралчĕ. Шăп çав вăхăтра Акатов медсанбат вырнаçнă ял хĕрринчи чул çурт тĕлне çитсе чарăнчĕ. Быстрова хăй аллипех çĕклесе кĕчĕ те ăна кушетка çине хунă-хуманах:

– Ăçта сирĕн чăн асли? – тесе ыйтрĕ.

– Мĕн тума кирлĕ вăл сана?– ыйтрĕ питĕ ывăннă сăнлă ватăрах сестра.

– Кирлĕ! Хăшĕ пулать вăл ?

Юнашар алăкран пысăк куçлăхлă, шĕвĕртерех сухаллă, шур халат тăхăннă, самăр арçын тухрĕ.

– Мĕн пулнă, юлташ?

– Хисеплĕ тухтăр! – ун патнелле пычĕ Акатов, темшĕн çĕлĕкне хывса. – Эсир тем те тума пултаратăр...– Унăн сасси чĕтренсе кайрĕ. – Тархасшăн, çăлăр çак боеца... Эп сире уншăн виличчен те манмăп. Алтайран парне ярса парăп, манăн хам вĕлернĕ упа тирĕ пур...

– Мĕн тума кирлĕ ку калаçу?– тĕлĕнчĕ тухтăр. – Эпир аманнисене пурне те пĕр пекех пăхатпăр, пирĕншĕн пурте хаклă.

Акатов тата темскер каласшăнччĕ – сăмахĕ пырне ларчĕ, калаймарĕ. Быстрова халь çеç тухтăр тухнă пÿлĕме йăтса кĕртрĕç. Акатов пĕчченех тăрса юлчĕ. Малалла мĕн тумаллине пачах та пĕлмерĕ вал. Кабинет алăкĕ патне пычĕ те юпа пек хытса тăчĕ. Унăн тем пекех алăка уçса шалалла пăхса илес килчĕ, анчах больница таврашĕнче ун пек тума юраманнине пĕлнипе хăюлăх çитмерĕ. Çапах та, кăшт тăрсан, вăл хăлхине алăк çумнех илсе пырса, итлеме тытăнчĕ. Малтан пÿлĕмри çынсем мăкăртатрĕç кăна, унтан вĕсен сăмахĕсем уççăнах илтĕнекен пулчĕç.

– Халех юн ярас пулать, çăлмалли май çав кăна, – терĕ арçын сасси (куçлăхлă тухтăр пулмалла).

– Юн çук, военврач юлташ, – ответ пачĕ ăна хĕрарăм сасси.

– Епле çук?

– Ĕнер çеç пĕтрĕ, Алексей Петрович, паян илсе килеççĕ...

– Ним чухлĕ те юлман-и?

– Пĕр кубик та çук...

– Апла пулсан, шанчăк сахал... Унăн юн нумай кайнă...

Акатов пĕтĕмпех ăнланчĕ: Гришăна çăлма халех юн кирлĕ, медсанбатра юн çук... Вăл пĕтĕм кĕлеткипе çÿçенсе илчĕ, çамки çине пăрçа пек шултра тар тапса тухрĕ... Çав вăхăтрах унăн сылтăм алли алăк хăлăпĕнчен карт! туртрĕ.

– Тухтăр юлташ! Каçарăр...

– Мĕн кирлĕ?– тарăхса пăхрĕç ун сине пÿлĕмрисем.

– Сире юн кирлĕ... Каçарăр, эп итлесе тăтăм...

– Вара мĕн?

– Илĕр ман юна! Мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ илĕр, эп вăйлă, ман юн нумай... Ку боец – ман тус вăл, çапăçуран та эп çĕклесе тухрăм ăна!– пĕр чарăнмасăр, автоматран пенĕ пек, каласа тăкрĕ Акатов.

Пÿлĕмрисем кăна хирĕç тăруках нимĕн те каламарĕç, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç çеç. Акатов кĕтсе тăчĕ...

– Санăн юн хăш группа, пĕлетĕн-и? – тесе ыйтрĕ унтан пĕр хĕрарăмĕ.

– Пĕрремĕш! Акă, кунта та çырнă... – Акатов кăкăр çинчи кĕсйинчен красноармеец кĕнекине туртса кăларчĕ. – Манăн тусăн та çавах, пирĕн пĕр группа!

Пÿлĕмрисем халь пурте тухтăр çине пăхрĕç. Тухтăр пуçĕпе сулса илчĕ:

– Иккĕшинне те тĕрĕслесе пăхăр... Май килет пулсан, илсе ярас.

– Май килет, килет!– хĕпĕртесе кайрĕ Акатов. – Эп ăна тĕп-тĕрĕс пĕлетĕп! Улталамастăп ĕнтĕ...

– Юрĕ, юрĕ, ĕненетпĕр, – вăл хытă хыпкаланнинчен кулса илчĕ пĕр хĕрарăм. – Саланăр.

...Юн илсе ярасси ăнăçлă пулса иртрĕ. Трубка тăрăх юлашки тумламсем Быстровăн юн тымарне кĕрсе кайсан, тухтăр куçлăхне хывса шăлчĕ те, çаплах кĕтсе ларакан Акатов патне пырса, ăна хулпуççинчен лăпкаса илчĕ:

– Ан пăлхан, санăн тусу халь тата çĕр çул пурăнма пултарать. Çăлтăн эсĕ унăн пурнăçне!

– Спаççипă сире! Пин хут тав тăватăп!– тухтăр аллине тытса чăмăртарĕ Акатов. – Ĕмĕрне те манмăп!..

Унтан вăл урама тухрĕ те, хăйне кĕтсе тăракан лав çине ларса, разведкăра мĕн курни-пĕлнисем çинчен взвод командирне çитсе пĕлтерме васкарĕ.

Унăн чĕри çав тери савăнăçлăн тапса пычĕ.

1942, апрель. Гжатск патĕнче.

Агаков, Л. Юлташ пурнăçĕ : [калав] // Агаков, Л. Этем телейĕ / Леонид Агаков. – Шупашкар, 1959. – С. 188-204.