Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Абаш Степан Павлович
Леонид Агаков

Салтак чунĕ

...Сывалаканнисен палатинче эпир виççĕн выртаттăмăр.

Çанталăк кунтан-кун ăшăтса пычĕ, майĕпе пĕтĕм тавралăх симĕсленчĕ, йывăç çулçисем те сарăлчĕç, унтан пирĕн медсанбат вырнаçнă темĕн пысăкăш илемлĕ сад, кăпăш юрпа витĕннĕ пек, чечексем айне пулчĕ.

Каçсерен садра шăпчăк юрри янрарĕ, унта та кунта – кашни палата умĕнчех – е купăс, е патефон сасси илтĕнчĕ, хушăран юрлакансем те пулчĕç. Вăхăтран вăхăта малти линирен тупăсем пени тата пуç тăрринче фашистсен "юнкерсĕсем" хаяррăн ĕрлесе иртни, вĕсем хыççăнах хĕрлĕ çăлтăрлă истребительсем ыткăнни илтĕнмен пулсан. пирĕн пурнăç мирлĕ вăхăтри курорт пекех туйăнмаллаччĕ. Анчах та фронт пирĕнтен улт-çич çухрăмра кăначчĕ, кашни кун тенĕ пекех вăйлă артиллери налечĕсем туни илтĕнетчĕ, аманнисене те илсе килкелетчĕç, çавăнпа та хамăр вăрçăра пулнине манса кайма çукчĕ. Тем çинчен калаçсан та, сăмах-юмах юлашкинчен пурпĕрех çапăçусем, вăрçăра пулнă тĕлĕнмелле эпизодсем çине пырса тухатчĕ.

Пĕр каçхине, тухтăрпа сестрасем обход туса тухса кайсан, манпа хирĕç выртакан çамрăк кăна лейтенант палата чÿречине уçса ячĕ те, çывăхрах усăнса тăракан шурă чечексем çине пăхса, чылай вăхăт шухăша кайса ларчĕ. Унтан стена çинчи пăтаран гитара илсе унăн хĕлĕхĕсене йăвашшăн янратрĕ те ерипен юрлама пуçларĕ. Вăл ун чухне пур фронтовиксем те çав тери юратакан "Землянка" текен юрра юрларĕ... Малтан хуллен çеç, çăварне кăшт кăна уçса, сăмахĕсене шăл витĕр каласа юрларĕ, унтан çирĕпленсех, вăйлансах пычĕ унăн юрри. Юрланăçемĕн хăйĕн сăнĕ те улшăнса пычĕ, куçĕ те темле урăхларах çутăлчĕ...

Ку лейтенант пĕтĕмпе те вунтăххăра çеç кайнăччĕ-ха, çапах та вăрçăри хурапа шурра сахал мар тутанса пăхнăччĕ. Вăтам шкул пĕтерсен, командир пуласшăн çуннипе, вăл тÿрех çар шкулне вĕренме кĕнĕ, анчах икĕ уйăхранах вăрçă пуçланнă та – хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Кунта вара нумай тÿсме тивнĕ ăна, тем тĕрлĕ çапăçусенче те пулнă вăл, тыткăна лексе те тарса тухнă, виçĕ хут аманса сывалнă, каллех строя таврăннă, халĕ ак тăваттăмĕш хут суранланнă хыççăн выртатчĕ. Унăн çамрăк кăкăрне орденпа медаль капăрлатса тăратчĕç.

Тăванĕсем пулман унăн, хăй ача çуртĕнче ÿснĕ; çырусем пит сайра, ытти фронтсенчи юлташĕсенчен çеç илкеленĕ. Çав вăхăтрах унăн чĕринче сÿнми юрату çуннă...

Вунтăхăр çул! Эпир кашниех астăватпăр вăл вăхăта. Пĕр-пĕр илемлĕрех хĕр çĕр çинчи пĕтĕм хитрелĕхе пухса йышăннă пек курăнать, тĕнчери пĕр çын та сан пек юратма пултарас çук пек туйăнать. Çак лейтенант та, çар шкулĕнче чух хулана тухса çÿрекелесе, хаçат киоскĕнче сутă тăвакан пĕр Наташăпа паллашнă та ăс-тăнне çухатмаллах юратса пăрахнă.

Миçе çĕр хут каларĕ-ши вăл пире ун çинчен! Хамăр унăн савнă хĕрне ĕмĕрне те курман пулсан та, ăна халь эпир пин çын хушшинче те палласа илме пултараттăмăр пулĕ. Пĕтĕмпех пĕлсе çитрĕмĕр эпир: Наташăн çÿçĕ сăмала пек хура, куçĕ - пиçнĕ çĕмĕрт пек, сулахай пит-çăмарти çинче çаврака турпалли пур, шăлĕсем – ахах евĕрлĕ, калаçнă чух вăл хĕр яланах хĕрелсе каять... Вăтам пÿллĕ, хулпуççийĕ тăваткăлрах, утти вĕтĕ, пуринчен ытла ăна чечеклĕ сенкер платье килĕшет...

Наташа пурăнакан хула халĕ гитлеровецсен аллинче пулнă. Те тарса хăтăлнă Наташа, те унтах юлнă – лейтенант ăна пĕлмен. Тен, вăл тахçанах асапланса вилнĕ пуль, тен, партизансем патне кайнă – нимĕн те паллă пулман. Çапах та лейтенант ăна малтанхи пекех юратнă, хĕрĕн сăнĕ унăн куçĕ умĕнчен çухалман, ячĕ çăвартан кайман.

– Пĕлетĕр-и? – терĕ вăл пире пĕринче. – Эпĕ кашни çапăçу умĕнех Наташăн сăнÿкерчĕкне кăларса пăхаттăм. Сире ку кулăшла туйăнать-и тен... Анчах эпĕ чăнах çавăн пек тăватăп. Наташа çине лайăх кăна пăхса илетĕп те, кайран вара вăл яланах манпа юнашар пынăн туйăнать, çавна пула чĕрере темле чарусăр вăй хутшăнать. Пĕрре, Ржев тăрăхĕнче, эпĕ хамăн взводпа тăшмана флангран пырса çапас тесе вăрмана кĕрсе кайрам... Нимĕçсен унта засада пулнă-мĕн. Кăпăрах çавăрса илчĕç пире! Ну, эпĕ часрах круговая оборона турăм та юлашки патрон юлмиччен çапăçас, терĕм. Пурпĕрех вилĕм... Ачисем манăн питĕ маттурччĕ: хăшĕсем Çĕпĕртен, хăшĕсем Атăл тăрăхĕнчен... Арăслансем пекех çапăçрĕç ĕнтĕ, каламалли те çук. Фрицсене курăк çулнă пекех çулаççĕ. Анчах лешсем те хытă тарăхрĕç пулмалла – пĕрисем вырăнне теприсем тухаççĕ, çĕр айĕнчен шăтса тухнă пекех. Пĕр сехет пычĕ çапăçу, иккĕмĕш сехет сине кайрĕ... Манăн взводран пĕтĕмпе те çичĕ çын çеç юлчĕ, ыттисем е вилнĕ, е йывăр аманнă. Патронсем те пĕте пуçларĕç. Тăшмансен пуçĕсем хамăртан аллă-утмăл метрта курăнаççĕ. "Русс, сдавайсь!" – тесе кăшкăрма тытăнчĕç, сĕмсĕрленсех çитрĕç. Пĕтмелли курăнсах тăчĕ... Çав вăхăтра сасартăк Наташа çинчен аса илтĕм. Неушлĕ ăна курмасăрах вилес пулать? Йăпăрт кăна гимнастерка кĕсйинчен унăн сăнÿкерчĕкне кăларса пăхрăм. Наташа куçĕ ман çине кÿренÿллĕн пăхнăн туйăнчĕ... "Ваня, парăнатăн-и вара?" – терĕ пек вăл мана. Чĕрем тăрук пĕçерсе кайрĕ... "Взво-од, за мной, в атаку!" – тесе кăшкăрса ятăм та вара эпĕ, юлашки гранатăсене унталла та кунталла – ăçта тăшман курăнать – çавăнталла вăркăнтарма тытăнтăм... Сиксе тăчĕ манăн "взвод" – хампа пĕрле ултă çын! Урра кăшкăрсах сиксе тăчĕ-ха! Граната хыççăн граната çурăлать, автомат кĕпçисем тытмалла мар хĕрсе кайнă... Вара, мĕн тетĕр? Тухрăмăр вĕт тимĕр ункăран! Нимĕçсем тарса пĕтрĕç.., Аманнисене те хăтартăмăр... Тупата, çав Наташа çине пăхниех пулăшрĕ çавăн чух!

Ку сăмахсене çамрăк лейтенант пĕтĕм чĕринченех, ĕнентерсех каларĕ, çавăнпа та, унăн калавĕнче ачалла айванлăх пулнă пулин те, эпир ăна чăнласах йышăннă пек турăмăр. Кăшт кăна ĕненменниех ăна хытă кÿрентернĕ пулĕччĕ. Вунтăхăр çул! Чĕре çавăн пек çав ун чух...

Халĕ те, аллине гитара тытса, чÿрече умĕнчи чечексем çине пăхса юрласа ларнă чух та, лейтенант çав Наташа çинченех шухăшланă ĕнтĕ. Эпĕ ăна унăн куçĕ яланхи пек мар, темле урăхла çутăлма тытăннинченех асăрхарăм. Паллах, ун умĕнче Наташа сăнĕ тăнă. Тен, ăна çав самнатра хăйĕн юррине Наташа çак чÿрече патĕнче, чечексем хушшинче тăрса итленĕ пек туйăннă пуль... Майĕпе юрлакаласа ларсан, вăл сасартăк вăйлă аккорд турĕ те хыттăнах юрласа ячĕ:

– До тебя далеко, далеко,
Между нами снега и снега,
До тебя мне дойти нелегко,
А до сметри четыре шага...

Унтан тата çĕнĕ аккорд илсе, юррăн тепĕр çаврăмне ачашшăн, пысăк туйăмпа юрласа вĕçлерĕ:

– Пой, гармоника, вьюге на зло,
Заплутавшее счастье зови,
Мне в холодной землянке тепло
От моей негасимой любви...

Гитара хĕлĕхĕсем янрама чарăнсан, лейтенант кăкăр туллин сывласа илчĕ те каллех шухăша кайнă пек пулчĕ, пĕр хушă ним чĕнмесĕр, чÿрече витĕр садалла пăхса ларчĕ.

– Аван юрă, – терĕ вăл унтан, – чĕренех пырса тивет...

– Куççуль кăларма та пултарать çав, – терĕм эпĕ те.

– Ну, куççуль çинченех калаçмăпăр, – килĕшмерĕ вăл манпа, пирус чĕркеме тытăнса, – салтакăн куççуль пулма пултараймасть... Макăракан салтак – салтак-и вăл?

– Ай-ай, ытла та тÿрĕ кастаратăн-çке! – сасартăк калаçăва хутшăнчĕ çав вăхăтра виççĕмĕш койка çинче выртакан кăвак çÿçлĕ майор. – Салтакăн чĕри çук, тесшĕн мар-и тата эс? Ай чунсăр пĕрене тетĕн-и ăна?

Майора эпир çывăрать пуль тесе шутланăччĕ, анчах вăл çывăрман иккен, чип-чиперех лейтенантăн юррине итлесе выртнă. Эпир калаçма пуçласан, тăрсах ларнă-мĕн.

– Кала-ха, – пуçĕпе лейтенант еннелле сулчĕ вал, – салтак вара, сан шутпа, ытти çынсем пекех чĕрĕ чун мар-и-мĕн? Калăпăр, санăн чĕрÿ пулман пулсан, хăвăн Наташуна çакăн пек юратма пултараттăнччĕ-и эс?

– Вăл апла та-ха... – тытăнарах тăчĕ лейтенант.

– Чĕре пурах эппин салтакăн, туйăмĕсем те пур унăн?

– Паллах, пур.

– А мĕн кирлĕ мара калаçатăн апла пулсаи?

– Килĕшмест салтака...

– Мĕн?

– Куççуль юхтарни...

– Салтака сĕлеке юхтарни килĕшмест, куççуль кăларни мар! – Майор малти сĕтел патне пырса пирус тивертрĕ. – Ниепле те йышăнма пултараймастăп сан теорине...

– Хăвăрăнне каласа парăр эппин.

– Калас тетĕп çав. А эс итле. Темле пулсан та, эп санран ытларах пурăнса курнă çын...

– Хирĕçместĕп.

– Эпĕ ĕнтĕ ватă салтак, çирĕм ултă çул пĕрмай çарта служить тăватăп, тăваттăмĕш вăрçа пурăнса ирттеретĕп. Ман чухлĕ юн курсан, тепри тахçанах ухмаха ернĕ пулĕччĕ, анчах эпĕ хăнк та тумастăп-ха. Чăнах та, нервăсем выляççĕ ĕнтĕ, анчах вăл ватлăх çывхарнă май та пулма пултарать. Пĕр сăмахпа калас-тăк, ман чĕре тахçанах чул пек хытса ларнă тес пулать. Çапах та эпĕ те макăрма пултаратăп иккен... Ĕненместĕн-и?

Майор пĕрре ман çине, тепре кăштах тĕлĕннĕ çамрăк лейтенант çине пăхрĕ.

– Хирĕçместĕп, вăрçă этемĕн чĕрине чăнахах та хытарать, çирĕплетет, унăн хĕрхенÿ туйăмĕ çухалса пырать. Ун вырăнне тăшмана курайманни ÿссе, тулса хăпарать, час-часах вăл курайманлăхран ним умĕнче те чарăнса тăман хаярлăх çуралса тухать... Ку пĕтĕмпех тĕрĕс. Вăл çапла пулмалла та ĕнтĕ. Анчах çапах та – ĕненĕр мана!– чи ватă фронтовикĕн те тепĕр чух чунĕ кÿтсе çитет, унăн куçĕ ирĕксĕрех шывланать...

Кăвак çÿçлĕ командир вăрăммăн сывласа илчĕ. Эпир ытти чух та унăн калавĕсене питĕ юратса итлеттĕмĕр те, халь, вăл хăйĕн пурнăçĕнче уйрăмах паллă пулса юлнă саманта аса илнине сиссе, пушшех ним шарламасăр итлерĕмĕр.

– Иртнĕ çулхи август уйăхĕнче çакăн пек истори пулчĕ, – терĕ майор. – Тĕлĕнмелле истори... Нихçан та манас çук эпĕ ăна! Сычевка районĕнче тăшман оборонине çĕмĕрсе кĕрсе кайсан, виççĕмĕш кунĕнче эпир пĕр пысăк ял патне çитсе тухрăмăр. Нимĕçсен кунта вăйлă опорнăй пункт пулнă. Ăна вĕсем малтанах хатĕрлесе хунă – чакмалла пулсан часрах çĕнĕ оборона йышăнса ларма. Шуйттан чухлĕ дзотсем, курăнми огневой точкăсем лартса тултарнă, темиçе рет йĕплĕ пралук карнă... Ну, ун пеккисене ĕнтĕ наступленисенче пулнă кашни çынах курнă, хăвăрах пĕлетĕр. Кăпăр-капăрах çĕмĕрсе кĕрсе кайма çук, çамкана ыраттарма пулать! Çакăнта самаях тапаçланмалла пуласси ял патне çывхарма пуçласанах сисĕнчĕ. Сăмах артиллерипе минометсене патăмăр... Хĕрĕх пилĕк минут пĕр чарăнмасăр тÿпкерĕç вĕсем, ялта снаряд е мина ÿксе çурăлман вырăн та юлмарĕ пулĕ. Нумай çуртсем ишĕлсе анчĕç, теприсем çунма тытăнчĕç...

– Малалла!– команда патăм вара эпĕ пĕтĕм батальона.

Виçĕ ротăпа виçĕ енчен пĕр тăрук пырса кĕме план тунăччĕ. Ротăсем харăсах çĕкленчĕç, пĕр 200 метр пек хăвăртах малалла шурĕç, анчах урăх каяймарĕç – тăшман пулеметсемпе автоматсенчен каллех тÿсмелле мар çунтарма тапратрĕ. Пуçа çĕклеме те çук. Пăр çунă пекех çăваççĕ пульăсем... Анчах ялĕ инçе те мар ĕнтĕ, пулсан пулĕ пĕр 250-300 метр. Тепре тăрса чупмалла кăна, анчах çынсене нумай çухатма пулать. Çавăнпа та ирĕксĕрех çĕр çумнерех лăпчăнса выртма тивет.

Темиçе минутран, эпир хускалманнине кура пулас, нимĕçсем кăшт сайрарах пеме пуçларĕç. Эпĕ пуçа умри тĕмескерен çÿлерех çĕклерĕм те бинокльпе пăхса сăнама тытăнтăм. Манăн тăшманăн чи çывăхри огневой точкисене палăртас килетчĕ. Сулахайран сылтăмалла йĕркипе пăхса пытăм... Çав вăхăтра, сасартăк, пĕр ишĕлнĕ арпалăх хыçĕнчен хĕрарăм чупса тухрĕ. Чип-чипер вырăс хĕрарăмĕ – шурă тутăрпа, хура пиншакпа, хăрах аллипе чĕчĕ ачине çĕкленĕ, тепринпе пĕр тăват-пилĕк çулхи ачине çавăтнă. Ним тытăнса тăмасăрах, унталла-кунталла пăхмасăрах, вăл пирĕн паталла чупрĕ... Чĕре яштах турĕ манăн... Бинокле çĕмĕрсе пăрахас пекех пăчăртаса лартрăм...

Хĕрарăм хире чупса тухсанах, нимĕçсем ăна хыçран пеме тапратрĕç. Пур енчен те переççĕ, çутăлакан пульăсем ун çуммипех ирте-ирте каяççĕ, анчах вăл çаплах чупать, çаплах чупать... Пур вăйне пухеа, каялла çаврăнса пăхмасăр, пирĕн паталла чупать!

Майор хăйĕн калавне лăпкăнах пуçланăччĕ, анчах ку тĕле çитсен, палăрмаллах пăлханма пуçларĕ. Вăл пирус тĕпне умлăн-хыçлăн ĕме-ĕме илчĕ, унтан ăна чÿрече витĕр тулалла ывăтрĕ те, ура çине тăрса, каллĕ-маллĕ уткалама тытăнчĕ.

– Эпĕ вут çинче выртнă пек выртрăм... Хĕрарăм хамăр паталла çывхарнă май ăна пит лайăх куракан пултăм эпĕ: унăн шурă тутри ĕнси çинелле анса ларнă, çÿçĕ сапаланса çилпе вĕлкĕшме тытăнчĕ, питçăмартийĕ тăрăх куççулĕ юхать... Тахăш самантра бинокле куç патĕнчен илсе хамăн боецсем çине пăхрăм та, вĕсем пурте, нимĕçсен пульлисенчен асăрханмаллине манса кайсах, пуçĕсене çÿлелле çĕкленине куртăм – пурте çав хĕрарăм çине куç илмесĕр пăхаççĕ иккен... Çитет-и вăл пирĕн пата, çитеймест-и? Ах, çиттĕрччĕ, ах, ан лектĕрччĕ ăна!– тенĕ ĕнтĕ кашниех...

– Нимĕçсем çаплах печĕç, пур енчен те печĕç ăна. Пулеметсенчен çеç мар, минометсенчен те кĕрслеттерме тытăнчĕç вĕт, ирсĕрсем! Акă, пĕр мини унран инçетрех те. мар вăркăнса çурăлчĕ. Хĕрарăм ÿкрĕ. Вилчĕ, пĕтрĕ ку, терĕм эпĕ... Çук, вилмен иккен-ха... Каллех тăчĕ, каллех чупа пуçларĕ. Анчах паçăрхи пек хăвăрт чупаймарĕ вăл, пĕр енчен тепĕр еннелле сулăнса кайрĕ, çавăн пирки сылтăм аллипе ачи те çĕр çийĕн сĕтĕрĕнсе пычĕ. Ачин пичĕ – чĕп-чĕр юн, вăл чĕрри-виллине те уйăрса илмелле мар... Хĕрарăм пирĕн пата çитесси пĕтĕмпе те пĕр çĕр метр çеç юлчĕ, анчах та вăл çак вилĕм хирĕ урлă чĕррĕнех каçса çитес шанчăк пит сахал пулчĕ çав, нимĕçсем хытăран хытă печĕç. Вĕсем ăна епле пулсан та вĕлермех тăрăшрĕç... Унтан мĕнле пулнине астумастăп, анчах та эпĕ çак самантра хамăн куççуль юхса анннне туйса илтĕм... Ăнлантăр-и çавна? Эпĕ, ватă салтак, хам пурнăçра тем те пĕр курнă çын, куççулĕпех макăрса ятăм вĕт! Салтак чунĕ те чăтаймасть иккен тепĕр чух!

– Вперед, в атаку!– мĕн вăй çитнĕ таранах хыттăн кăшкăрса команда патăм та вара эпĕ, хамăн боецсем вырăнтан тăни-тăманни çине пăхмасăрах, малалла, çав ачаллă хĕрарăм патнелле ыткăнтăм... Эпĕ хăйĕн еннелле чупнине курсан, вăл та ман паталла чупрĕ. Темиçе самантран эпĕ ăна ачи-мĕнĕпех ыталаса илтĕм...

– Тăвансем, тăвансем... Юлташсем, çăлăр!– теме çеç пултарчĕ вăл, унтан, халтан кайса çитнипе, çавăнтах ÿкрĕ.

– Нумаййăн-и вĕсем?–кăшкăрса ыйтрăм эпĕ, хăвăртрах ун патне кукленсе

– Икçĕр çын та пулĕ... Тупăсем, пулеметсем нумай... – Хĕрарăм ниепле те сывлăш çавăрса илеймерĕ.

– Халех вĕсем пĕри те пулмаççĕ!– каллех кăшкăртăм эпĕ ăна илттерме тăрăшса, мĕншĕн тесен пирĕнтен темиçе метрта пысăк мина ÿксе çурăлчĕ. Осколоксем хăлха çуммипех чашкăрса иртсе кайрĕç. – Эсĕ вырт çак воронкăра, кайран килĕпĕр сан патна!

Нимĕн те хăрушă пулмарĕ пирĕншĕн... Эпĕ хĕрарăмпа темиçе сăмах хушнă вăхăтра манăн боецсем ялăн анкартийĕсем патнех çитме ĕлкĕрнĕ. Чарусăр хаярлăхпа штурмласа кĕрсе кайрăмăр вара эпир çак яла. Боецсем пуринчен ытларах винтовкăсенчен, автоматсенчен персе мар, штыкпа, пăшал кĕпçипе, çумри кинжалсемпе ĕçлерĕç. Траншейăсемпе окопсенче нумай фашистсем аллисене çĕкленине куртăм эпĕ, анчах вĕсене пĕрине те каçару пулмарĕ. Ултă тупă, пулеметсем, минометсем – тĕп-тĕрĕссипе! – пирĕн алла лекрĕç, çав кунах тăшмана хирĕç пеме тытăнчĕç.

Майор калама чарăнчĕ. Пĕр вăхăт палатăра никам çук пекех пулчĕ. Эпир майоран калавне итлесе тĕлĕннипе шарламарăмăр, вăл хăй, çавăн чухне ĕçсем мĕнле иулса иртнине аса илсе, тăруках лăпланаймарĕ пулас. Чылайран, вăл çĕнĕ пирус чĕркесе тивертсен тин, сăмах тепĕр хут пуçланчĕ.

– Çапла вăл салтакăн чунĕ, – терĕ майор. – Çиелтен пăхсан çеç хытса ларнă пек туйăнма пултарать...Шаларах кĕрсе пăхсан – урăхла иккен, пачах урăхла! Вăл çав тери юратма та пултарать, вĕçĕмсĕр савăнма та пĕлет, хурланни те пулать унăн. Ну... курайманлăхĕнчен илсен, салтак чунне никам чунĕ те çитмест çав...Салтак чĕринче чăн-чăн курайманлăх вĕреме пуçласан, тытăнса кăна тăр вара!

Каллех пĕр хушă шарламасăр лартăмăр. Чĕрене кĕрсе ларнă тĕрĕс сăмаха хирĕç мĕн калăн?

– Леш хĕрарăма кайран куртăр-и?– ыйтрĕ унтан лейтенант. – Кам пулнă вăл?

– Эпир ăна ачи-пăчипех госпитале ăсатрăмăр, – терĕ майор. – Хăй вăл çав ялти учительница пулнă, упăшки Хĕрлĕ Çар командирĕ пулнăшăн вĕлересрен хăраса, нумай вăхăт фашистсенчен подвалта пытанса пурăннă. Эпир çывхарса çитнине курсан вара, тарма шут тытнă... Тахçанчченех аса илсе пурăнтăмăр1 ăна. Эпир пĕрмай малалла кайса пытăмăр, нумай ялсемпе хуласене фашистсенчен тасатса ирĕке кăлартăмăр, анчах та çăлăнăç шыраса пирĕн пата вилĕм витĕр чупса пынă икĕ ачаллă хĕрарăм сăнĕ пĕрмаях куç умĕнче тăчĕ...

1943, июнь. Курск облаçĕ.

Агаков, Л. Салтак чунĕ : [калав] // Агаков, Л. Этем телейĕ / Леонид Агаков. – Шупашкар, 1959. – С. 355-373.