Чӗлхе — культура никӗсӗ. Авалхи ҫынсем хӑйсем тавралӑх ҫинчен мӗн курни-пӗлнине ҫырса пыман, астуса юлнӑ. Ҫав пӗлӳ ламран лама (ӑруран ӑрӑва) сӑмах вӗҫҫӗн куҫса пынӑ.

Ученӑйсем тӗнчери чӗлхесен шучӗ пирки тӗрлӗрен калаҫҫӗ, ҫапах та вӗсен хисепӗ 2500-тен пуҫласа 6000 таранах теҫҫӗ. Хӑш-пӗр чӗлхесемпе, сӑмахран китай тата акӑлчан чӗлхисемпе, ҫӗршер миллион ҫын калаҫать. Ҫав хушӑрах темиҫе ҫын ҫеҫ калаҫакан чӗлхесем те пур.

Шел пулин те, нумай чӗлхе пӗтес хӑрушлӑх та пур. Ҫакӑ ачисем ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхипе калаҫмасан пулма пултарать.

1 миллион ҫын калаҫакан чӗлхе аслӑ чӗлхе шутланать. Раҫҫейре ҫавӑн пек чӗлхесен шутне вырӑс, тутар, украин, пушкӑрт, чӑваш, чечен, эрмен чӗлхисем кӗреҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче икӗ патшалӑх чӗлхи: чӑваш чӗлхи тата вырӑс чӗлхи. Республикӑри шкулсенче ачасем ҫак икӗ чӗлхене тата пӗр ют чӗлхе вӗренеҫҫӗ. Ҫапла вара, кашни ҫын виҫӗ чӗлхерен кая мар пӗлет.

Ҫакӑ пирӗн республика аталанӑвӗшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Чӗлхесен йышӗсем тата ушкӑнӗсем. Тӗрлӗ чӗлхере пӗр евӗрлӗ сӑмахсем тӗл пулаҫҫӗ.

Тӗслӗхрен, «анне» сӑмаха илер-ха. Пушкӑрт чӗлхинче вӑл — «инэй», турккӑ чӗлхинче — «энэ», узбек чӗлхинче — «она», поляк чӗлхинче — «матка», украин чӗлхинче — «мати», белорус чӗлхинче — «маци». Чылай сӑмах пӗр евӗрле пулнине шута илсе ученӑйсем чӗлхесене йышсене, сӑмахран индоевропа, алтай, урал тата ытти чӗлхесен йышӗсене, пӗрлештереҫҫӗ. Кашни йышра темиҫе чӗлхе ушкӑнне палӑртаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, алтай чӗлхи йышӗнче тӗрӗк, монгол, тунгус-маньчжур чӗлхисен ушкӑнӗсем пур, ҫак йышах хӑш-пӗр чӗлхеҫӗсем яппун чӗлхипе корей чӗлхине кӗртеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи алтай йышӗн тӗрӗк чӗлхи ушкӑнне кӗрет.

Кунта чӗлхесен тӗнчери йышӗсен тытӑмӗн пӗр пайне илсе кӑтартнӑ.

Урал чӗлхисен йышӗ Алтай чӗлхисен йышӗ Инди-европа чӗлхисен йышӗ
Финн-угр чӗлхисен ушкӑнӗ Тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнӗ Славян чӗлхисен ушкӑнӗ
мари чӗлхи чӑваш чӗлхи украин чӗлхи
мордва чӗлхи тутар чӗлхи белорус чӗлхи
удмурт чӗлхи пушкӑрт чӗлхи вырӑс чӗлхи
финн чӗлхи узбек чӗлхи поляк чӗлхи
эстон чӗлхи турккӑ чӗлхи болгар чӗлхи
венгр чӗлхи туркмен чӗлхи чех чӗлхи

Чӑваш чӗлхин уйрӑмлӑхӗсем. Пирӗн чӗлхе тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнне кӗрет, анчах та вӑл ытти тӗрӗк чӗлхисенчен палӑрмаллах уйрӑлса тӑрать. Тӗслӗхрен:

  1. Чӑваш чӗлхи — «ҫемҫе» чӗлхе. «Ҫӑлтӑр» сӑмах тӗрлӗ тӗрӗк чӗлхинче мӗнле илтӗннине сӑнар-ха: тутар чӗлхинче — йолдыз, узбек чӗлхинче — йулдуз. Тӗп чӑваш сӑмахӗсенче «хытӑ» сас паллисем — б, г, д, ж, з, ц — пачах ҫук.
    Чылай тӗрӗк сӑмахӗнчи малтанхи «к» сасӑ чӑваш чӗлхинче ҫемҫерех «х» сасӑпа ылмашӑнать. («X», «к», «г» сас паллисем пӗр евӗрлӗрех сасӑсене пӗлтереҫҫӗ, анчах ҫемҫерех е хытӑрах янӑранипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ) Тӗслӗхрен: кара — хура.
  2. Тӗрӗк чӗлхисенчен чылайӑшӗнче сӑмахӑн нумайлӑ хисепне -лар(-лер) аффикс хушса палӑртаҫҫӗ, чӑваш литература чӗлхи вара -сем аффикс йышӑнать. Тӗслӗхрен: алма — алмалар, улма — улмасем.
  3. Чӑваш чӗлхин тепӗр уйрӑмлӑхӗ — сӑмахсенче ротацизм тата ламбдаизм пулӑмӗсем пурри.
    Ротацизм — чӑваш чӗлхинчи хӑш-пӗр сӑмахсенчи р сасӑ ытти тӗрӗк чӗлхисенче з сасӑпа тӳр килни.
    Сӑмахран, чӑвашла хӗр тетпӗр пулсан, ытти тӗрӗк чӗлхисенче вара «кыз» теҫҫӗ.
    «К» сасӑ «х» сасӑпа ылмашӑнни ҫинчен эпир маларах калаҫнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫапах та чӑваш сӑмахӗсенче уҫӑ сасӑсем те ылмашӑнма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, анатри чӑвашсен калаҫӑвӗнче сӑмах пуҫламӑшӗнче у сасӑ пулсан, тури чӑвашсен калаҫӑвӗнче вара у вырӑнне о янӑрать: ураморам. Чӗлхесенчи р тата з сасӑсен ылмашӑвӗ вара чӑваш чӗлхин тӗп уйрӑмлӑхӗ шутланать.

Чӑваш чӗлхипе ытти чӗлхесем хушшинчи ҫыхӑну. Ӗлӗкех халӑхсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑннӑ: суту-илӳ тунӑ, тӗрлӗ ҫыхӑну тытнӑ. Ҫавна май пӗр чӗлхерен тепӗр чӗлхене нумай-нумай сӑмах кӗнӗ.

Мӗн авалтанах пирӗн мӑн асаттесем — пӑлхарсем — ытти халӑх ҫыннисемпе: марисемпе, тутарсемпе, удмуртсемпе, венгрсемпе, вырӑссемпе, германсемпе, арабсемпе, перссемпе (авалхи ирансемпе), монголсемпе тата ыттисемпе хутшӑннӑ.
Чӑваш чӗлхине вырӑс сӑмахӗсем XVI — XIX ӗмӗрсенче, ытларах XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кӗнӗ. Тӗслӗхрен, ҫемье — «семья» сӑмахран, витре — «ведро» сӑмахран, апат «обед» сӑмахран пулса кайнӑ. Унсӑр пуҫне чӑваш чӗлхинче ют ҫӗршыв сӑмахӗсем те чылай тӗл пулаҫҫӗ: радио (нимӗҫ сӑмахӗ), машина (француз сӑмахӗ), канфет (итали сӑмахӗ), компьютер (акӑлчан сӑмахӗ) т. ыт. те.

Тӗрӗк тата иран чӗлхисенче сӗм авалхи пӗр евӗрлӗ сӑмахсем пур. Сӑмахран: пахча, сӑнчӑр, тӑшман, тус. 1000 ҫула яхӑн ӗлӗкрех чӑваш чӗлхине араб сӑмахӗсем кӗнӗ: айӑп, вӑхӑт, мыскара, лайӑх т.ы т.те.

Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, темиҫе пин ҫул каялла чӑваш сӑмахӗсем монгол чӗлхине кӗнӗ.

Темиҫе ҫӗр ҫул каялла вырӑс чӗлхи авалхи чӑваш (пӑлхар) чӗлхинчен сӑмахсем йышӑннине палӑртаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «книга» сӑмах пӑлхар чӗлхинчи «кӳинг» сӑмахран пулса кайнӑ (чӑвашсем каярахпа вырӑс чӗлхинчи евӗрлӗрех — кӗнеке тесе калама пуҫланӑ); «хозяин» — хуҫа сӑмахран; «барин» — «болгарин» (пӑлхар) сӑмахран; «ковер» — кавир сӑмахран; «лошадь» — лаша сӑмахран; «вампир» — вупӑр сӑмахран; «чулок» — чӑлха сӑмахран; «вор» — вӑрӑ сӑмахран; «жемчуг» — ӗнчӗ сӑмахран; «овраг» вар сӑмахран пулса кайнӑ теме пулать.

Авалхи чӑваш (пӑлхар) сӑмахӗсем авалхи вырӑс чӗлхинче те чылай тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗпе халӗ усӑ курмаҫҫӗ: шаречии — «художник»; шаре — «краска» (пӑлхар чӗлхинчи сӑрӑ сӑмахран); тикр — «зеркало» (тӗкӗр сӑмахран); брачина (пурҫӑн пусман пӗр тӗсӗ) — пурҫӑн сӑмахран т.ы т.те.

Удмурт, мӑкшӑ, коми тата ытти чӗлхесенче те вуншар е ҫӗршер чӑваш сӑмахӗ тӗл пулать. Мари чӗлхине пин ытла чӑваш сӑмахӗ кӗнӗ. Тӗслӗхрен, «йых» сӑмах чӑваш чӗлхинчи йӑх сӑмахран, «кайык» кайӑк сӑмахран, «ковыш» купӑс сӑмахран, «шамак» сӑмах терминран пулса кайнӑ.

Чӑваш чӗлхинче те мари сӑмахӗсем пур: йӗлтӗр сӑмах мари чӗлхинчи «йолтӗр» сӑмахран; каччӑ «каче, каце» сӑмахсенчен; кӑткӑ «каткы, кутко» сӑмахсенчен; яхта (хыр) «якте, йӑкты» сӑмахсенчен пулнӑ.

Чӑвашсен мӑн аслашшӗсен авалхи ҫырулӑхӗ. Пин ытла ҫул ӗлӗкех тӗрӗк халӑхӗсен мӑн аслашшӗсен хӑйсен ҫырулӑхӗ пулнӑ.

Ученӑйсем ӑна руна ҫырулӑхӗ теҫҫӗ. Енисей (Ҫӗпӗрте) тата Орхон (Монголире) юхан шывӗсем ҫывӑхӗнче руна ҫырӑвӗн тексчӗсене нумай тупнӑ. Чылайӑшне чул хысакӗсем ҫине ҫырнӑ, ҫавӑнпа вӗсем чиперех сыхланса юлнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑк ҫырӑвне вулама тата ӑнланма пултарнӑ.

Пирӗн несӗлсен — авалхи пӑлхарсен — хӑйсен руна ҫырулӑхӗ пулнӑ. Вӑл авалхи тӗрӗк ҫырулӑхӗнчен кӑштах уйрӑлса тӑнӑ. Пӑлхарсен ҫырулӑхӗ анлӑн сарӑлса аталаннӑ: пергамент, хут ҫине ҫырнӑ. Вӗсем ҫирӗп пулман пирки руна ҫырӑвӗсем нумаях сыхланса юлайман. Савӑт-сапа, амулетсем, чулсем, ҫуртсен стенисем ҫинче тупнӑ авалхи ҫырулӑх палӑкӗсем нумаях мар, ҫавӑнпа вӗсене ҫителӗклӗ таран тӗпчесе ӑнланма та ҫук.

Авалхи чӑвашсен тата тӗрӗк руна ҫырӑвне сылтӑмран сулахаялла, хӑш -пӗр чухне ҫӳлтен аялалла ҫырнӑ, вуланӑ.

Пӑлхарсем хӑйсене чӑвашсем теме пуҫланӑ хыҫҫӑн та ҫырулӑха упраса хӑварнӑ. Сӑмахран, чӑваш халӑх юррисенче ҫав ҫырулӑха асӑнни пур:

Шурӑ кӗпен ҫанни тӑвӑр,
Ҫанни ҫинче ҫыру пур.
Ҫак ҫырӑва вуласан
Хамӑр тӑван ячӗ пур.

Ученӑйсен шучӗпе, руна паллисем чӑваш тӗррисенче упранса юлнӑ, авалхи вил тӑприсем ҫинчи палӑксем ҫинче те тӗл пулаҫҫӗ.

И.Я. Яковлев XIX ӗмӗр вӗҫенче вырӑс алфавичӗпе усӑ курса ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗ.

Халӗ тӗпчевҫӗсем чӑваш чӗлхипе Интернетра усӑ курма меллӗрех пултӑр тесе чӑваш ҫырулӑхне акӑлчан (латин) сас паллийӗсем ҫине таянса йӗркелеҫҫӗ.

Тӑмха. Ӗлӗк кашни чӑваш йӑхӗн хӑйӗн палли — тӑмха (тура) пулнӑ. Тӑмхапа ҫурт-йӗре, япаласене, хӗҫ-пӑшала, вил тӑприсем ҫинчи палӑксене паллӑ тунӑ, унпах килти выльӑхсене те клеме ҫапса, чикӗ юписене, пыл хурчӗсем пурӑнакан йывӑҫсене, документсене паллӑ тума пултарнӑ.

Йӑхри тӗрлӗ ҫемьесене палӑртма тӑмхан тӗп палли ҫумне йӗрсем, ҫаврашкасем т. ыт.те хушса хунӑ. Ӗлӗк-авалхи чӑвашсем ҫак таса паллӑ, тӑмха, йӑхри ҫынсене уйрӑм вӑй парса тӑрать, вӗсене упрать тесе шутланӑ.

Авалхи чӑвашсен хисеп паллисем (цифрисем). Халӗ тӗнчипех усӑ куракан хисеп паллисем пирӗн пата Индирен арабсем урлӑ ҫитнӗ.

Авалхи чӑвашсен хӑйсен хисеп паллисем пулнӑ, вӗсене, руна ҫырӑвӗ пекех, сылтӑмран сулахай еннелле вуламалла.

Енькка, Е. Чӑваш чӗлхи // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2008. – С. 54-58.