Мӗн-ши вӑл Тӑрачул? Меселпуҫӗнчи шкул музейӗнче (Пушкӑрт республики) хӗрарӑмӑн чул кӳлепи пур. Пирӗн эрӑчченхи пиллӗкмӗш ӗмӗртех ӑсталанӑ-мӗн ӑна. Ҫав кӳлепе пирки илемлӗ легенда упранать халӑхра…

Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗнче Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине сӳтсе явма палӑртнӑ. Кӗнеке 2017 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.Унта икӗ повеҫпе сакӑр калав кӗнӗ. Хайлавсем ачасене ҫӑкӑра хисеплеме, ҫутҫанталӑка упрама, таса юратӑва хаклама вӗрентеҫҫӗ.

Чӑвашла вулама юратакансене ларӑва хутшӑнма йыхравлатпӑр! Лару 18.00 сехетре пуҫланать.

«Тӑрачул» повеҫӗн электронлӑ версийӗ

Автор пирки

Микул Ишимбай 1955-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Дадановка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Меселпуҫӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Стерлитамак хулинчи химзаводра ӗҫленӗ. Тинӗс-ҫар флотӗнче службӑра тӑнӑ хуҫҫӑн Ишимбай хулине пурӑнма куҫнӑ. Унта «Восход» хаҫатра малтан корреспондент, унтан пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, пӗр вӑхӑтрах Челябинскри политехника институтӗнче вӗреннӗ.

Малтанхи сӑввисем Авӑркас район хаҫатӗнче кун ҫути курнӑ. Вӑл пултаруллӑ ҫыравҫӑ ҫеҫ мар, ӑста куҫаруҫӑ та. Пушкӑртстанра пурӑнакан чылай вырӑс, тутар, пушкӑрт ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. 2003-мӗш ҫултанпа Раҫҫей Писательсен союзӗн пайташӗ, Фатых Карим премийӗн лауреачӗ (2006). Хальхи вӑхатра – Пушкӑртстанри «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗ.