Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнипе Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви республика шайӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурс ирттереҫҫӗ.

Унӑн тӗллевӗ – чӑваш авторӗсен кӗнекисене халӑх хушшинче анлӑ сарасси, ҫынсене нумайрах вулама хавхалантарасси. Кӑҫал конкурсра 2017 ҫулта кун ҫути курнӑ чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 162 кӗнеке хутшӑнать. Конкурс йӗркелевҫисем вулакансене ҫак хайлавсемпе тимлӗрех паллашма чӗнсе калаҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак номинацисенче палӑртӗҫ:

  • Проза жанрӗпе ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке;
  • Поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке;
  • Ача-пӑча валли ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке;
  • Чи лайӑх мероприяти;
  • Чи нумай вулакан.

«Чи нумай вулакан» номинацире ҫӗнтерӳҫӗне палӑртма ҫулталӑк хушшинче вуласа тухнӑ кӗнекесен хисепне кӑна мар, вулакан библиотекӑн ӗҫӗ-хӗлне (тӗрлӗ акцисенче, конкурсенче т.ыт.те.) хастар хутшӑннине те шута илӗҫ.

Фестиваль-конкурс тапхӑрӗнче чи лайӑх мероприяти ирттернӗ библиотека та уйрӑм номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫӗ.

Библиотекӑсене, кӗнеке лавккисене, наци обществӑпа культура центрӗсене конкурса хутшӑнса ҫак ӗҫсене туса ирттерме сӗнетпӗр:

  • «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» ятпа кӗнеке куравӗ хатӗрлесси;
  • Вулакансене палӑртнӑ кӗнекесемпе, вӗсен авторӗсемпе паллаштарас тӗлӗшпе тӗрлӗ йышши мероприяти ирттересси;
  • Хастар вулакансене, писательсене палӑртас тӗллевпе кӗнеке тата вулакан формулярӗсене тишкересси.

Пур номинацири ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсем тата хаклӑ парнесем парса чыслӗҫ.

Конкурс ӗҫӗсене 2019 ҫулхи апрелӗн 10-мӗшӗччен тӑратма юрать. Материалсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428003. Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт, Наци библиотеки, наци литературипе библиографи пайӗ («Конкурса» тесе палӑртмалла)

Фестиваль-конкурс ҫинчен тулли информаципе Чӑваш Республикин наци библиотекин сайтӗнче паллашма пулать, унта «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» ятарлӑ баннер уҫнӑ. Унта конкурса хутшӑнакан кӗнекесен списокне те вырнаҫтарнӑ.

Оля Тимофеева хатӗрленӗ.