Тӑршшӗ виҫисем. Авал линейкӑсем пулман, ҫынсем вӗсемсӗрех пурӑнма пултарнӑ.

Мӗн те пулин виҫмелле пулсан алӑпа виҫнӗ. Ҫакӑн пек тӑршшӗ виҫисемпе усӑ курнӑ:
пӳрне — пӳрне хулӑнӑшӗ; ал лаппи — ал лаппи сарлакӑшӗ; шит — сарса тытнӑ шӗвӗр пӳрнепе пуҫ пӳрне хушши; хур — икӗ чавса тӑршшӗ; хӑлаҫ — сарса тытнӑ алӑсен пӳрнисен вӗҫӗсем хушши; чалӑш — ура тупанӗпе ҫӳлелле ҫӗкленӗ алӑ пӳрнисем хушши.

Тӑршшӗне ҫавӑн пекех утӑмсемпе виҫнӗ.

Ҫӳҫ, йӗп, ҫип хулӑнӑшӗ чи пӗчӗк тӑршшӗ виҫи шутланнӑ. Ҫынсем инҫӗшсене (пысӑк хушӑсене) ҫухрӑмпа виҫнӗ. «Ҫухрӑм» сӑмах «ҫухӑрать» глаголтан пулнӑ. Вӑл ҫын кӑшкӑрни тӳрем вырӑнта мӗн чухлӗ аякка илтӗннине пӗлтернӗ. Тӑршшӗ виҫисене ҫитӗннӗ ҫыннӑн алӑ-ура виҫисемпе палӑртнӑ.

Йывӑрӑш, калӑпӑш виҫисем. Ӗлӗк шӗвӗ, тӑкӑнакан япаласене тӗрлӗ савӑт-сапапа виҫнӗ. Чӑвашсем тата ытти хӑш-пӗр халӑх ытларах патманпа усӑ курнӑ.

Виҫӗ тӗрлӗ патман пулнӑ: тӑвар патманӗ (унта 4 кг тӑвар кӗнӗ), пыл патманӗ (1,5 пӑт пыл кӗнӗ), тырӑ патманӗ (4 пӑт кӗнӗ). Тырӑ патманӗн ҫуррине 1 пучух тенӗ.

Чӑвашсем ӗлӗкренпех суту-илӳре япала виҫнӗ чухне тарасапа тата писменпе усӑ курнӑ. Авалхи тепӗр йывӑрӑш виҫи мӑскал (вырӑсла «золотник») пулнӑ. Вӑл 4,3 грампа танлашнӑ. Каярахпа урӑх виҫесемпе усӑ курма пуҫланӑ. Сӑмахран: кӗренкке (фунт) — 410 г, пӑт — 16 кг.

Кулленхи пурнӑҫра ҫывхартнӑ виҫесем пулнӑ: 1 чӳлмек ҫу, 5 ывӑҫ мӑйӑр, 4 ҫӗклем утӑ, 2 кӗвенте шыв (урӑхла каласан 4 витре), 3 кӑкшӑм сӗт, 3 урапа тырӑ т.ы т.те.

Укҫа. Укҫа вырӑнне ӗлӗк-авал тирлӗ тискер чӗр чунсен — сӑсар, пакша тата ыттисен тирӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫапла майпа вырӑс чӗлхине тӗрӗк чӗлхинчи «тӑньга» сӑмахран пулса кайнӑ «деньга» сӑмах кӗнӗ. «Тӑньга» сӑмах вара «тин (тӑйин)» сӑмахран пулнӑ, «пакша» тенине пӗлтерет. Чӑваш чӗлхинчи пус сӑмах вара перс чӗлхинчи «пуст» сӑмахран пулса кайнӑ («тир» тенине пӗлтерет).

Чӑвашсен ӗлӗкех тимӗр укҫа пулнӑ. Ӑна ытларах кӗмӗлтен е туйран ҫапса тунӑ. Ҫавна укҫа (окҫа) тата сум (сом) тенӗ пулмалла. Укҫа тесе вак укҫана каланӑ.
Каярахпа пӑлхар-чӑвашсем Ылтӑн Урта тата Вырӑс патшалӑхӗн укҫисемпе усӑ курма пуҫланӑ. Сум е тенкӗ — «рубль», пус «копейка» тенине пӗлтернӗ. Пӗтӗмӗшле вара укҫа е укҫа-тенкӗ тенӗ.

Енькка, Е. Авалхи виҫесем // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2008. – С. 64-65.