Владимир Васильев

Владимир Васильев

Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче сăвăç, композитор, артист, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн членӗ Владимир Васильев хӑйӗн пултарулӑх каҫне ирттерӗ.

Владимир Васильев кӑҫал 75 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл 1943 çулхи утă уйăхĕн 1-мӗшӗнче Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи Çĕнçырма ялĕнче çуралнă. Мӗн пӗчӗкрен ӳнер енне туртӑннӑ, ял вӑйӑҫисен кӗвви-ҫеммине итлеме юратнӑ, ача чухнех алла купӑс тытнӑ, юрланӑ.

Сӑвӑсем ҫырас ӑсталӑхӗ Владимир Васильевӑн уйрӑмах хӗсметре тӑнӑ чухне палӑрнӑ. Ҫар ҫыннисем валли вӑл юрӑсем те хайланӑ. Хӑй ҫуралнӑ илемлӗ вырӑнсене, тӑван тавралӑха, юратнӑ тӑван чӗлхене чысласа юрӑсем шӑрантарнӑ. Ҫар хыҫҫӑн каччӑ Шупашкара таврӑннӑ, çип пӗтӗрекен фабрикӑна ӗҫлеме вырнаҫнӑ. 1973 ҫулта Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине  вӗренме кӗнӗ. 1976 ҫултанпа Владимир Васильевич агрегат заводĕнче машинист-кранҫӑ пулса ĕçленĕ, «Заводӑн сумлӑ ветеранӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Уяв каҫӗнче пултаруллӑ сӑвӑҫ тата композитор «Ан тирке, савниҫӗм» ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарӗ. Кӗнекене Юхма Мишши, Юрий Петров, Раиса Сарпи тата автор хӑй хайланӑ сӑвӑсемпе кӗвӗленӗ юрӑсене кӗртнӗ.

Поэзипе музыкӑна кӑмӑллакансене уява хутшӑнма йыхравлатпӑр.

Мероприяти 14.00 сехетре пуҫланать.