Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çавна май чăваш çыравçисен ачасем валли çырнă хайлавĕсене артистсем вулланипе Чăваш Республикин наци библиотеки паллаштарать. Хайлавсенчен нумайăшĕ «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» пухăма (коллекцине) кĕнĕ.

Кăларăмра чăваш халăх çыравçи Петĕр Хусанкай 1942 çулта çырнă «Таня» поэма вырăн тупнă. Поэмăра Зоя Космодемьянскаян вилĕмсĕр паттăрлăхне кăтартса панă. Вырӑс хӗрӗн пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтернӗ хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхне поэт совет халӑхне тивӗҫлӗ патриотизмӑн, героизмӑн, ҫирӗплӗхӗн уйрӑлми пайӗ пек сӑнласа кӑтартнӑ.

2020 çулта Чăваш Республикин наци библиотеки «Ачасем валли Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен вулатпӑр. Читаем детям о Великой Отечественной войне» аудиокăларăмăн иккĕмĕш пайне хатĕрлесе çитернĕ. Унта чăваш çыравçисен 13 хайлавĕ кĕнĕ: А. Афанасьев, Я. Ухсай, Ф. Уяр, А. Эсхел, А. Николаев, Ф. Ситта, Ю. Семендер, М. Уйӑп поэмисем, сăввисем, калавĕсем. Вĕсене Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тата К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем вулаççĕ.

Аудиокăларăма Чăваш Республикин электронлă библиотекинче те вырнаçтарнă, ăна Интернет урлă итлеме май пур.

Хайлавсене итлеме лайăх кăмăл пултăр.