Константин Иванов

Чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Республикин наци библиотеки «Константин Иванов – чӑваш поэзийӗн генийӗ» ятлӑ виртуаллӑ курава ҫитсе курма сӗнет. Унӑн тӗп пайӗсем: «Биографи», «Поэт эткерӗ», «Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ», «К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗ», «Фотогалерея», «Библиографи».

«Поэт эткерӗ» пайра, тӗслӗхрен, К. Ивановӑн нумай енлӗ пултарулӑхне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Кунта поэтӑн сӑввисемпе, юмахӗсемпе, калавӗсемпе паллашма пулать. «Нарспи» поэмӑна уйрӑм палӑртнӑ. Ӑна чӑвашла, вырӑсла тата ытти чылай чӗлхепе вуласа киленме май пур е вуланине итлесе киленме май пур. Ҫак пайрах «Нарспипе» ҫыхӑннӑ ӳнер тӗслӗхӗсене вырнаҫтарнӑ: ку – паллӑ художниксен ӗҫӗсем, юрӑ-кӗвӗ, кино хайлавӗсен сыпӑкӗсем.

Поэт ӑсталӑхне тата «Нарспи» поэмӑна тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫсем чылай. Ю. Артемьев, С. Горский, Е. Владимиров, Г. Хлебников, В. Канюков, Н. Иванов, С. Александров, А. Хузангай тата ытти литература тӗпчевҫисен шухӑшӗсем кӑсӑклӑ. Тӗпчевсене, архив докуменчӗсене, тӗрлӗ хаҫат-журналта кун ҫути курнӑ статьясене, поэта халалласа ҫырнисене куравӑн «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» пая кӗртнӗ.

1966 ҫулта литературӑпа ӳнере малалла аталантарас тӗллевпе Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премине никӗсленӗ. Преми тата унӑн лауреачӗсем ҫинчен тӗплӗнрех уйрӑм пайра пӗлме пулать.

«Фотогалерейӑра» вырнаҫнӑ сӑн ӳкерчӗксем пысӑк пӗлтерӗшлӗ: Константин Иванов ҫуралнӑ кил-ҫурт, поэт ҫемйи, К. Ивановпа Ф. Павлов … — ҫакӑн йышши сӑн ӳкерчӗксем йышлах мар, ҫавӑнпа та истори тӗлӗшӗнчен уйрӑмах паха.

Виртуаллӑ курав «Библиографипе» вӗҫленет, унта К.В. Ивановӑн хайлавӗсен тата унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ литературӑн тулли списокне кӗртнӗ.

Тӗплӗнрех >>>

«Константин Иванов – чӑваш поэзийӗн генийӗ» ятлӑ виртуаллӑ курава

2015 ҫулта Наци библиотеки «Нарспие» вулатпӑр» проект  пурнӑҫланӑччӗ, вӑл 45 хулапа 29 ҫӗршывран 120 вулакана пӗрлештернӗччӗ. Ҫак проектӑн видеоматериалӗсене те пирӗн куравра пӑхма май пур.

Константин Иванова халалласа Наци библиотеки ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче онлайн мелӗпе «К.В. Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ тӗпчевҫӗсен куҫӗпе» ҫавра сӗтел ирттерме палӑртнӑ. Мероприятие сумлӑ ӑсчахсем, литература ӗҫченӗсем: Виталий Родионов, Станислав Убасси, Екатерина Якимова, Елена Чекушкина хутшӑнӗҫ. Чӗрӗ калаҫура тӗпчевҫӗсем поэтӑн пултарулӑхне тепӗр хут тимлӗх уйӑрӗҫ, пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп саманчӗсем ҫинче чарӑнса тӑрӗҫ, «Нарспи» поэма пирки шухӑшӗсене пӗлтерӗҫ.

Ҫавра сӗтеле Наци библиотекин Youtube каналӗнче тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ, вӑл 10.30 пуҫланать.