Чӑваш Республикин наци библиотеки Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш Республики: аталану летопиҫӗ» ятлӑ виртуаллӑ проект – ятарлӑ сайт хатӗрлерӗ. Вӑл Чӑваш Республикин пуян историйӗпе паллаштарать, республикӑн никӗсленӗвӗпе аталану ҫул-йӗрне ҫутатса парать.

Курав «Юбилей уявӗсем» пайпа пуҫланать. Кунта ӗҫлӗ хутсемпе – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Правительство Пуҫлӑхӗн, Чӑваш Респубикин Пуҫлӑхӗн Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси ҫинчен калакан указĕсемпе тата хушăвĕсемпе, уяв тапхӑрӗнчи мероприятисем ҫинчен калакан материалсемпе паллашма пулать.

«100 аслӑ ҫул» пай пирӗн республикӑн пӗр ӗмӗр хушшинчи историне ҫутатса пама тивӗҫ: кунта 1000 ытла материал тӑратнӑ, вӑл шутра кӗнекесем, хаҫат-журнал статйисем, сӑн ӳкерчӗксем, архив докуменчӗсем.  Информацие ҫулсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ: 1920-мӗшсем, 1930-мӗшсем, 1940-мӗшсем… 2020-мӗш ҫулчченех. Кашни вунҫуллӑхра тӑван енре пулса иртнӗ пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене, республика ҫитӗнӗвӗсене кӑтартма тӑрӑшнӑ. Автономи мӗнлерех ҫуралнӑ, хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенчи тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫ еплерех пулнӑ, республика «ӑшӑту» (оттепель) вӑхӑтӗнче мӗнле сывлӑшпа сывланӑ, ҫӗнетӳ тапхӑрӗнче мӗнле улшӑнусем витӗр тухнӑ, хальхи тапхӑрта мӗнлерех аталанса пырать – виртуаллă куравра ҫак тата ытти чылай ыйту ҫине хурав тупма пулать.

Пирӗн республика, ҫӗршыв тата тӗнче историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ ентешсем – ӑсчахсем, спортсменсем, калем тата сцена ӑстисем, космонавтсем, ӗҫ паттӑрӗсем  ҫинчен «100 сумлӑ ят» пайра  паллашма май пур.

«Чӑваш ен ҫинчен 100 кӗнеке» пухӑма историпе, этнографипе, чӗлхепе, литературӑпа, археологипе, ӳнерпе, вӗренӳпе, тӗнпе тата ытти енсемпе ҫыхӑннӑ документсемпе тӗпчевсем кӗнӗ.

«Вуламалли 100 кӗнеке» шутне чӑваш литературин XVIII ӗмӗр варринчен пуҫласа ХХI ӗмӗр таранах тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ чи паха тӗслӗхӗсем  кӗнӗ, ҫав шутра романсем, драмӑсем, кӗске калавсем, сӑвӑсем, ҫулҫӳрев очеркӗсем, аса илӳсем, халапсем, юмахсем, ача-пӑча литератури тата ытти те. Чӑваш чӗлхине пӗлмен вулакансем хушшинче чӑваш литературине сарас тӗллевпе кунта чӑвашла хайлавсен вырӑсла куҫарӑвӗсене те вырнаҫтарнӑ. Кунтах хӑш-пӗр хайлавсен аудиокăларăмĕсене те итлеме пулать.

Пирӗн тӑрӑхра илемлӗ кӗтессемпе паллӑ вырӑнсем чылай. «Чӑваш енӗн тӗлӗнмелле вырӑнӗсем» пайра археологи палӑкӗсене, алӑстисем туса лартнӑ объектсене, паллӑ ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене ҫитсе курма май пур.

Куравра Чӑваш Республики ҫинчен паллӑ ҫынсем каланисене тата тӗрлӗ ҫулсенче пулса иртнӗ пулӑмсем ҫинчен те вуласа пӗлме пулать. Кашни пая тулли текстлӑ документсене кӗртнӗ, библиографие, Интернетри официаллӑ ресурссем ҫине куҫмалли каҫӑсене хушнӑ.

«Чӑваш Республики: аталану летопиҫӗ» – нумай вӑхӑтлӑх проект, вӑл малашне те ҫӗнӗ документсемпе, аудио- тата видеоматериалсемпе пуянланса пырӗ. Ҫак курав Чӑваш Республикин историйӗпе хальхи аталанӑвне туллин ҫутатса паракан пӗлтерӗшлӗ ҫӑлкуҫ пуласса шанатпӑр.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен «ВКонтакте» социаллӑ тытӑмсенчи библиотека ушкӑнĕсенче Чӑваш ен культурипе, историйĕпе, литературипе, ӳнерӗпе, экономикипе ҫыхӑннӑ пулӑмсем ҫинчен кӑсӑклӑ информаци вырнаҫтарса пырӗҫ.