«Чăваш Ен сăррисем» фестиваль кăçалхипе пиллĕкмĕш çул иртрĕ. Çак проект Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пуçарнипе 2016-мĕш  çулта пурнăçа кĕме тытăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн ăс-хакăл культурине упраса хăварасси, ăна ача-пăчапа ҫамрăксен хушшинче анлă сарасси, ачасен пултарулăхне ӳстересси.

Ҫак проекта йĕркелесе пыракансен, пурнăçа кĕртекенсен шутне тĕрлĕ тытăмри учрежденисем, обществăлла организацисем кĕреҫҫĕ. Вĕсене асăнса хăвармаллах: Чăваш Республикин наци библиотеки, наци музейĕ, культурăпа искусствăн патшалăх институчĕ, патшалăх истори архивĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕ, Шупашкар хулин вĕрентӳ управленийĕ, Шупашкар хулин библиотекăсен пĕрлешĕвĕ, Санкт-Петербургри чăвашсен культура пĕрлешĕвĕ тата Мускав хулин хĕвел анăҫ административлă округĕнчи библиотекăсен системи. «Чăваш Ен сăррисем» проектăн илемлĕх ертӳҫи те пур, вăл – Раҫҫейĕн искусствоведсен ассоциацийĕн пайташĕ, Мускаври В.В. Бианки ячĕллĕ ача-пăча библиотекин ертӳҫи Владимир Головачёв.

 Проект çулсерен вăй илсе пырать. Малтанхи çулсенче вăл ачасен хушшинчи ӳкерчĕксен конкурсĕ пек иртетчĕ. Кăҫалтанпа вара, конкурс статусĕ те ӳсрĕ, халь вăл регионсен хушшинчи фестиваль шутланать. Тата тĕрлĕ номинацисем пуҫарса янă: ӳнерпе фотографи творчестви, ташăпа вокал ăсталăхĕ, литература пултарулăхĕ, тăван енпе генеалогине тĕпчес ĕҫ, вĕрентӳпе культура учреджденийĕсенче ĕҫлекенсен професси ăсталăхĕ.

Фестивале хутшăнакансен шучĕ ҫулсерен ӳссе пырать. Кăҫал ҫĕршыври тĕрлĕ тăрăхри 189 ял-хуларан 9422 хутшăнакан пулчĕ. Вĕсен шутĕнче: ача садне ҫӳрекен ачасем те, шкул ачисем те,  ачасемпе ĕҫлекен тĕрлĕ специалистсем те. Ачасем хăйсен пултарулăх ĕҫне пурнăҫланă ҫĕре ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне явăҫтарни те питĕ паха. Кунта эпир ҫемье традицийĕсене ҫирĕп тытса пыма тăрăшнине те куратпăр.

Кăшăллă вирус алхаснипе  кăҫалхи фестиваль онлайн мелĕпе иртрĕ. Тен, ҫавăнпа та-и, хутшăнакансем йышлăн пулчĕҫ. Интернет уҫлăхĕнче «Краски Чувашии» ятарлă сайт пур. Унта фестивальпе ҫыхăннă пĕтĕм информацие тупма пулать. Конкурс  ĕҫĕсене те кăҫал ҫак сайт урлă йышăнтăмăр.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ пурнăҫланчĕ темелле. Кăҫал, паллах, ăна республикăн 100 ҫулхи юбилейне халалласа ирттертĕмĕр. Конкурсантсен ĕҫĕсенче тăван ҫĕршыва юратни, тăван халăх историпе культурине упраса хăварма тăрăшни палăрчĕ.

Пултарулăх ĕҫĕсене Чăваш Ен,  Мускав, Санкт-Петербург, Хусан хулисенчи культурăпа искусствăра палăрнă тӳресем хакларĕҫ. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем ҫакăн пек: 68 лауреат тата 127 дипломант.

Чи çĕкленӳллĕ самант – финала тухнисене чысласси, паллах. Кашни ҫулах ҫĕнтерӳҫĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хăй саламлаканччĕ. Паянхи кун тĕлне финалистсене хăш кун чысласси паллă мар-ха. Апла пулсан, чыслав кунĕ пирки малашне информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтерĕпĕр.

Ыйтса пĕлмелли телефон: (8352) 23-02-17, хуш. 140