Чӑваш Республикин наци библиотеки ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вулакансене Борис Чиндыков ҫыравҫӑ-драматургпа тӗл пулма литература тӗпелне йыхравлать.

Борис ЧиндыковБорис Борисович чӑваш литературине ХХ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче пырса кӗчӗ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки 1987 ҫулта кун ҫути курнӑ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑ тӑван литературӑра «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли», «Урасмет», «Хура чӗкеҫ» пьесисемпе, хӑйне евӗр, тарӑн шухӑшлӑ калавӗсемпе палӑрчӗ.

Мероприятире ҫыравҫӑ хӑйӗн пурнӑҫӗпе, литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллаштарӗ, уява хутшӑнакан паллӑ тӗпчевҫӗсем вара Борис Чиндыков пултарулӑхне тӗрлӗ енчен ҫутатса пама тӑрӑшӗҫ.

Тӗл пулӑва Наци библиотекин YouTube каналӗнче пӑхма май пулӗ. Литература тӗпелӗ 11.00 сехетре пуҫланать.

Ыйтса пӗлмелли телефон: (8-352) 23-02.17, доб. 145.

Б. Чиндыков ҫинчен тӗплӗнрех.