Открытие библиотеки нового поколения в Б. Сундыре

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял библиотеки «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллĕн ҫӗнетнӗ хыҫҫăн авăн уйăхĕн 8-мӗшӗнче хăйĕн алăкĕсене вулакансем валли уҫрĕ.

Уҫнӑ церемоние Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростослав Тимофеев, Мӑн Сĕнтĕр ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Наталья Мареева, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн директорӗ Светлана Старикова, Чӑваш Республикин ача-пӑча библиотекин директорӗ Тамара Григорьева тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисем палӑртнӑ тӑрӑх, юсав ĕҫĕсене туса ирттернипе, ятарлӑ дизайна, хальхи вӑхӑтри оборудование, кӗнеке фондне пуянлатнине пула Мӑн Сĕнтĕрти библиотека хальхи вӑхӑтри нумай функциллӗ культура центрĕ пулса тăчĕ, унта этемĕн ӑс-хакӑлпа пултарулӑх аталанӑвӗ валли мӗнпур условисене йӗркеленӗ.

Хӑнӑхнӑ абонементпа вулав залӗ вырӑнне информаци ресурсӗсемпе усӑ курмалли тӑватӑ функциллӗ зона йӗркеленӗ: хӑтлӑ вулав, ирӗклӗ хутшӑнусемпе пушӑ вӑхӑт валли – ҫемҫе сĕтел-пукан, ҫӗнӗ видеоопроекци тата акустика тытӑмӗ; информаци шыракансем валли – компьютер вырӑнӗсем, электронлӑ кӗнекесемпе планшетсем; вӗренӳ тата аталантаракан мероприятисем ирттерме – тĕрлĕ ҫĕнĕ йышши оборудовани; курав зонинче – «кĕнеке ҫаврăнăшĕ» (буккроссинг) тата вулакансен пултарулӑх ĕҫĕсем. Кашни пӳлӗм функциллӗ, мобильлĕ сӗтел-пукан хăвăрт вăхăтрах калаҫу, лектори, театр площадкине, е кинозала трансформациленме пултарать.

Библиотека фончӗ те самай пуянланнă. Кунта ачасем валли те, аслисем валли те классикӑпа хальхи илемлĕ литература, наука-популярлӑ кăларăмсем, тĕрлĕ отрасль литератури пур. Куҫ курманнисем валли видео пысăклтакан хатĕрсем, тифлофлешплеерсем туяннă. Кунсăр пуҫне пысăк хăвăртлăхлă интернет, кирлĕ документсене пичетлесе, брошюровка тата ламинировани туса памалли оборудовани те пур.

Библиотекӑн ҫӗнӗ инфратытӑмӗ, паллах, унӑн ӗҫне улӑштарма тивĕҫ. Библиотека ĕҫченĕсем малашнехи ĕҫсене палăртса хунă ĕнтĕ. Аслӑ ҫулти ҫынсем валли «Мӑн Сӗнтӗр ялӗн электронлӑ гражданинӗ», «Финанс хутлӑхӗн шкулӗ» медиа проект илӗртĕ. Шкул ачисене ҫӗнӗ пулӑшу кӗтет: «Библиопродленка», «Канмалли кун», «Ҫуллахи библиолагерь». «Ҫамрӑк эколог» клуб ӗҫлеме тытӑнать, унта тӗпчев оборудованийӗ пулӑшнипе ачасем ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле тӗнчине тӗпчӗҫ, интереслӗ опытсем ирттерӗҫ.