Чӑваш Республикин наци библиотеки паллӑ сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Петр Яковлевич Яковлев (Петӗр Яккусен) 70 ҫул ҫитнӗ ятпа унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ библиографи кӑтартмӑшӗ хатӗрлесе кӑларчӗ.

Кӑларӑма Петӗр Яккусен 1967 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен пичетленсе тухнӑ уйрӑм кӗнекисене, сборниксемпе хаҫат-журналсенче пичетленнӗ ӗҫӗсене кӗртнӗ: ӑсчахӑн чӗлхе пӗлӗвӗпе ҫыхӑннӑ тӗпчев ӗҫӗсем, вӑл хатӗрлесе кӑларнӑ тата унӑн ум сӑмахӗпе пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе статьясем, унпа калаҫнисем, поэзи, проза хайлавӗсем, автор сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсем, куҫару ӗҫӗсем.

«Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ литература» пайра вара Петр Яковлевичӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ хайлавсем, тӗпчев тата поэзири ӗҫӗсене тишкернисем, хайлавӗсем ҫине ҫырнӑ рецензисем, ӑна халалланӑ сӑвӑсем вырӑн тупнӑ.

Кӑтартмӑша хатӗрленӗ май 100 ытла хаҫат-журнал, литературӑпа публицистика тата тишкерӳ сборникӗ, Чӑваш Республикин пичет ҫул ҫырӑвне пӑхса тухнӑ, Чӑваш Республикин наци библиотекинчи «Кӗнеке палати» пайра упранакан библиографи информацийӗпе усӑ курнӑ.

Кӗнекене Петӗр Яккусен ҫинчен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн филологи наукисен кандидачӗсем В. В. Никифорова тата А.П. Долгова ҫырнӑ статьясене кӗртнӗ.

Кӑларӑм ӑслӑлӑх, культура, вӗрентӳ ӗҫӗнче тӑрӑшакансемшӗн, шкулта вӗренекенсемпе студентсемшӗн, чӑваш литературипе кӑсӑкланакансемшӗн уйрӑмах усӑллӑ пулӗ.

Библиотека ӗҫченӗсем Петр Яковлевича юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлаҫҫӗ, кӑтартмӑша хатӗрленӗ чух пысӑк пулӑшу кӳнӗшӗн тав тӑваҫҫӗ.