Любовь ФедороваСентябрӗн 22-мӗшӗнче Наци библиотекинче чӑваш поэчӗн, Федорова Любовь Михайловнӑн, ҫӗнӗ кӗнекисен презентацийӗ иртӗ. Автор куракансене «Ала витӗр» юптарусен пуххипе тата «Ку ҫыранра» сӑвӑ-калав кӗнекипе паллаштарӗ. Уява авторпа пӗрле тӗпчевҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

1974 ҫултан пуҫласа Любовь Федорова республикӑри «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Пике» тата ытти хаҫат-журналсенче пичетленсе тӑнӑ. Вӑл Раҫҫей ҫыравҫисен Союзӗн членӗ (1994), Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен Союзӗн членӗ (1993), пӗтӗм чӑваш нацин хӗрарӑмӗсен Эмине ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1993). Чылай ҫул Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ гимназире чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ.

Презентаци онлайн мелӗпе 15.30 иртет. Ӑна ютуб-каналти тӳрӗ эфирта курма пулать.