Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тахҫантанпа кӗтнӗ ларӑвӗ иртӗ. Клуб пайташӗсем ҫак тӗл пулусемшӗн тунсӑхласа ҫитрӗҫ ӗнтӗ, сӳтсе явмалли кӗнекесен шучӗ те ӳсрӗ.

Ҫитес ларура «варкӑшҫӑсем» нумай пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӑларӑма пӑхса тухма палӑртрӗҫ. Вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли хатӗрленӗ кӑларӑма 11 ҫамрӑк авторӑн – Нина Царыгинӑн, Екатерина Кошелевӑн, Ольга Австрийскаян, Инесса Шашкинӑн, Анастасия Владимировӑн, Валентина Селенинӑн, Ирина Кошкинӑн, Мальвина Петровӑн, Анастасия Даниловӑн, Екатерина Устиновӑн, Олеся Михайловӑн – калавӗсем, юмахӗсем тата халапӗсем кӗнӗ.

Авторсенчен чылайӑшӗ республика шайӗнче иртнӗ тӗрлӗ конкурсра («Букварьтен – илемлӗ литературӑна ҫити», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Ҫӗнӗ хум») ҫӗнтернӗ.

Чӑваш литературине юратакансене «Варкӑш» клубӑн ларӑвне йыхравлатпӑр! Тӗл пулу 18.00 пуҫланать. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-02-17, хуш. 145.