Чӑваш Республикин наци библиотекинче юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Сӑр тата Хусан оборона линийӗсене тӑвас ӗҫри ыйтусене тӗпчес тата астӑвӑма упрас» темӑпа регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна Сӑр тата Хусан оборона чиккисен Чӑваш Енри строителӗсен ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

Фоторепортаж

Çавра сӗтел ӗҫне Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсенчен – Чӑваш Ен, Мари Эл, Мордва Республикинчи тата Пенза облаҫӗнчи истори ӑсчахӗсем, таврапӗлӳҫӗсем тата масӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.

Мероприятие хутшӑннисене саламланӑ май истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Иван Бойко ҫитес ҫул Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 80 ҫул ҫитессине палӑртрӗ. Чӑваш Республикишӗн вӑрҫӑн пӗрремӗш ҫулӗ оборона линийӗсене чавнипе палӑрса юлнине асӑнчӗ, ҫак пулӑма халӑхӑн чӑн-чӑн паттӑрлӑхӗ тесе хакларӗ. Юлашки ҫулсенче, ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре окопсем чавас ӗҫ мӗнле пулса пынине тӗпчесси хастар пулса пынине пӗлтерчӗ.

Чӑваш Республикинчи «Раҫҫейри шыравҫӑсен юхӑмӗ» регионти уйрӑмӗн председателӗ тата 2021 ҫулта республикӑра Сӑр тата Хусан оборона чиккисен строителӗсен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑка ирттерес йӗркелӳ комитечӗн членӗ Евгений Шумилов тӗрлӗ ҫулсенче оборона линийӗсене тӗпчес ыйтупа ирттернӗ шырав отрячӗсен экспедицийӗсем ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ тата оборона линийӗсене тӑвас ӗҫе ҫутатнӑ чухне историлле тӗрӗслӗх кирли ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Истори наукисен кандидачӗ Олег Андреев халӑхӑн хӳтӗлев сооруженийӗсене тӑвас ӗҫри паттӑрлӑхне Чӑваш Енре мӗнле асра тытни ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Унӑн шухӑшне истори наукисен кандидачӗ Марина Широкова та малалла тӑсрӗ. Вӑл хӑйӗн калаҫӑвӗнче тавра пӗлӳ музейӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Уйрӑммӑн Çӗмӗрлери тавра пӗлӳ музейӗн ӗҫне ҫутатса пачӗ.

Онлайн мелӗпе ҫавра сӗтел ӗҫне ытти регионсенчи ӗҫтешсем те хутшӑнчӗҫ. Сӑмахран, Марий Эл тӗпчев институчӗн наука сотрудникӗ Ольга Кошкина 1941 ҫулта Мари Республикинче оборона чиккисене чавас ӗҫ мӗнле пулса пыни ҫинчен каласа пачӗ.

Мордва патшалӑх университечӗн доценчӗ, истори наукисен кандидачӗ  Сергей Митин хӑйӗн докладӗнче мордва халӑхӗсем 1941 ҫулта хӳтӗлев сооруженийӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑнса паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Пенза облаҫӗнчи Заречное хулин Музейпа выставка центрӗн директор ҫумӗ, истори наукисен кандидачӗ Виктор Кладов хӑйӗн калаҫӑвне Пензӑри оборона чиккине тунине тата 1941-1943 ҫулсенче Пензӑна мӗнле хӳтӗленине халалларӗ.

Чӑваш Республикинчи Çӗмӗрле хулинчи вӑтам пӗлӳ паракан 3-мӗш шкулта ӗҫлекен истори учителӗ Дарья Магулина шкул ачисемпе общество хастарӗсем 2013 ҫултанпа Сӑр чиккин лаптӑкне юсаса ҫӗнетни тата пӑхса тӑни ҫинчен каласа пачӗ.

Çавра сӗтел ӗҫне ҫавӑн пекех ҫыравҫӑ тата журналист, «Сӑр чикки» хаҫат редакторӗ Алексей Кряжинов, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн режиссерӗ Алексей Енейкин, Наци библиотекин «Кӗнеке палати» пайӗн пуҫлӑхӗ Луиза Сергеева т. ыт. те хутшӑнчӗҫ.

Çавра сӗтеле хутшӑннисем Сӑр тата Хусан оборона чиккин строительстви ас туни Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсемшӗн актуаллӑ пулнине палӑртрӗҫ, итлекенсене ку ыйтупа тӗпчесе пӗлнӗ ҫӗнӗ шухӑшсемпе паллаштарчӗҫ, архиври уҫӑ документсемпе анлӑрах усӑ курма сӗнчӗҫ.

Çавра сӗтелпе ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Республикин наци библиотекин Ютуб каналӗнче паллашма пулать.

Вырӑсла