Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотеки «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне нарӑс уйӑхӗнче пуҫарса янӑччӗ.  Ӑна чӑваш литературин чи паха хайлавӗсене халӑх хушшинче анлă сарас, вулакансен, вулавăшсен хастарлăхне ӳстерес, ҫӗр ҫуллӑхри чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Референдум тапхăрĕнче вулакансем «Чăваш литературин ылтăн çӳпçи: вуламалли 100 кĕнеке» ятарлӑ сайтра кăмăла кайнă кĕнекешĕн е хайлавшăн сасăлама пултарчӗҫ. Кунта 18-мӗш ĕмĕр варринчен пуçласа 21-мӗш ĕмĕр таран тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ литература тата популярлă ăслăлăх литератури кĕнĕ. Вăл шутра – Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Петӗр Хусанкайăн, Ухсай Яккӑвӗн, Çемен Элкерĕн, Александр Артемьевăн, Леонид Агаковăн, Никифор Мраньккан, Трубина Мархвин, Илпек Микулайĕн, Юхма Мишшин, Юрий Сементерĕн, Раиса Сарпин, Ева Лисинан тата ытти чăваш çыравçисен кӗнекисем. Интернетпа усӑ куракансем ҫакӑнта вырнаҫнӑ кӗнекесене компьютер, планшет, смартфон урлӑ ҫӑмӑллӑнах уҫса вулама пултараҫҫӗ. Вулама ҫеҫ мар, итлеме те май пур.

Вулав референдумӗ вӗҫленсе пырать. «Çĕр çуллăхри чи килĕшнĕ кĕнеке» ята тивĕҫнĕ, чи нумай сасă пухнă хайлав чӳк ухӑхӗн  5-мӗшӗнче паллӑ пулӗ.

Чӑваш литературине кӑмӑллакансене, вулакансене, ҫыравҫăсене, вулавӑш ӗҫченӗсене ҫак акцие хастар хутшӑннӑшӑн тав тӑватпӑр.