«Çĕнĕ хум» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

КĔТЕТПĔР СИРЕ,

КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ЧĂВАШ АЧИСЕМ!

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ йĕркеленĕ И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Çамрăк çыравçăсен ăмăртăвне ирттерме Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Чăваш Республикин наци библиотеки хутшăнчĕç.

Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутарстан Республикисен тата Чĕмпĕр облаçĕн шкул ачийĕсемпе çамрăкĕсенчен çĕр ытла хайлав килчĕ. Жюри конкурса килнĕ хайлавсене тимлĕ вуласа тухнă хыççăн, пултаруллă шкул ачисемпе студентсене тупрĕ, çĕнĕ ятсем уçрĕ, 43 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ, вĕсене чыслава чĕнме йышăнчĕ.

«Çĕнĕ хум» конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чыслама укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствине тав тăватпăр.

Конкурса хутшăннă çамрăк çыравçăсем! Манмарăр халăхăмăра ыр суннине – Иван Яковлевич халалне. Пултарулăх конкурсĕнче хăвăр шухăш-кăмăла палăртма тăрăшрăр, тав тăватпăр, малашне чăваш чĕлхи тавра пĕрлешсе вăй хума, хайлавсем çырма  чăтăмлăх, çирĕп сывлăх, юрату тата ăнăçу сунатпăр.

«Çĕнĕ хум» конкурсĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕпе чыславне килме çак çĕнтерÿçĕсемпе призёрсем тивĕçлĕ пулчĕç:

Мария Егорова (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу шкулĕ, 9-мĕш класс), Дарья Яковлева (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Алёшкин-Саплăк шкулĕ, 9-мĕш класс), Диана Тихонова (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Çĕпрел отрасль технологийĕсен техникумĕ, 1-мĕш курс), Дарья Сандиярова (Тутар Республики, Çĕпрел районĕ, Хурăнвар-Шăхаль шкулĕ, 11-мĕш класс), Игор Давыдов (Тутар Республики, Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу шкулĕ, 8-мĕш класс), Диана Унискова (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу шкулĕ, 10-мĕш класс), Анастасия Игнашева (Тутар Республики, Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу шкулĕ, 10-мĕш класс), Елизавета Аюгова (Чĕмпĕр облаçĕ, Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, 8-мĕш класс), Алина Макарова (Чĕмпĕр облаçĕ, Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, 9-мĕш класс), Виктория Захарова (Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 8-мĕш класс), Антон Мозяков (Чăваш Республики, Çĕмĕрле хули, Çĕмĕрле хулин 3-мĕш шкулĕ, 11-мĕш класс), Регина Лукина (Чăваш Республики, Тăвай районĕ, Енĕш Нăрваш шкулĕ, 8-мĕш класс), Даниил Болотов (Чăваш Республики, Çĕрпÿ районĕ, Кăнар шкулĕ, 7-мĕш класс), Ирина Вандрохова (Чăваш Республики, Çĕрпÿ районĕ, Опытнăй шкулĕ, 9-мĕш класс), Мария Васильева (Чăваш Республики, Тăвай районĕ, Тăрмăш шкулĕ, 7-мĕш класс), Дарья Григорьева (Чăваш Республики, Çĕрпÿ районĕ, Михайловка шкулĕ, 8-мĕш класс), Карина Борисова (Чăваш Республики, Красноармейски районĕ, Красноармейски шкулĕ, 7-мĕш класс), Алина Тимофеева (Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ, 8-мĕш класс), Виола Андреева (Чăваш Республики, Шупашкар районĕ, Янăш шкулĕ, 9-мĕш класс), Виктория Кабакова (Чăваш Республики, Шупашкар хули, 44-мĕш шкул, 9-мĕш класс), Карина Плечова (Чăваш Республики, Патăрьел районĕ, Патăрьелĕн 1-мĕш шкулĕ, 10-мĕш класс), Соня Лукина (Чăваш Республики, Шупашкар хули, 62-мĕш шкул, 10-мĕш класс), Елена Кириллова (Чăваш Республики, Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ, 11-мĕш класс), Александра Ярмушова (Чăваш патшалăх аграри университечĕ, 3-мĕш курс), Кристина Кузьмина (И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, 4-мĕш курс), Татьяна Сапожникова (И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, 3-мĕш курс), Мария Воробьева (И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, 1-мĕш курс), Раиса Семенова (И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, 2-мĕш курс), Алла Краснова (И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, 2-мĕш курс), Дарья Иванова (Чăваш Республики, Канаш районĕ, Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕ, 8-мĕш класс), Вадим Федоров (Чăваш Республики, Канаш районĕ, Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕ, 7-мĕш класс), Галина Романова (Чăваш Республики, Красноармейски районĕ, Пикшик шкулĕ, 8-мĕш класс), Антон Васильев (Чăваш Республики, Канаш районĕ, Уçырма шкулĕ, 8-мĕш класс), Мария Ксенофонтова (Чăваш Республики, Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ, 8-мĕш класс), Станислав Петров (Чăваш Республики, Çĕрпÿ районĕ, Туçи шкулĕ, 10-мĕш класс), Сергей Иванов (Чăваш Республики, Елчĕк районĕ, Курнавăш шкулĕ, 10-мĕш класс), Прохор Степанов (Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ, Пысăк Упакасси шкулĕ, 8-мĕш класс), Анжела Ильина (Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ, Эйпеç шкулĕ, 9-мĕш класс), Елена Астраханцева (Чăваш Республики, Шупашкар районĕ, Çĕньял-Покровски шкулĕ, 11-мĕш класс), Инесса Волкова (Чăваш Республики, Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, 8-мĕш класс), Анна Порфирьева (Чăваш Республики, Шупашкар хули, 40-мĕш шкул, 8-мĕш класс), Дарья Константинова (Чăваш Республики, Шупашкар хули, 64-мĕш шкул, 7-мĕш класс), Анжела Филиппова (Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ, Эйпеç шкулĕ, 9-мĕш класс).

Хисеплĕ çĕнтерÿçĕсемпе призёрсем тата илемлĕ сăмахлăх ăсталăхне аталантарма пулăшакан вĕрентекенсем! Сире çу/май уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкар хулин И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тĕп корпусĕнчи пысăк залĕнче 12 сехетре пуçланакан конкурс чыславне чĕнетпĕр. Уява пурне те чăвашла тумланса килме сĕнетпĕр.

Конкурса хутшăннă шкул ачисемпе студентсене çу/май уйăхĕн 17-мĕшĕ хыççăн Чăваш наци конгресне сертификат кĕрсе илме ыйтатпăр.

Геронтий Никифоров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, конкурс жюри пайташĕ