Чӑваш чӗлхи историйӗнче «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеке паллӑ вырӑн йышӑнать. Чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики 1769-мӗш ҫулта Питӗрте пичетленсе тухнӑ. Ку ӗҫе Ермей Иванович Рожанский миссионер хастар хутшӑнни паллӑ.

Виталий Родионов тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх «XVIII ӗмӗре Е.И. Рожанский тапхӑрӗ тесен те йӑнӑш пулмасть. Чи малтанах вӑл – чӑвашсен кириллицӑна тӗпе хунӑ ҫырулӑхне йӗркелесе яраканӗ, чӗлхемӗр грамматикине ҫыраканӗ. Ҫав грамматика каярах французла та тухать, ҫитмӗл ҫула яхӑн чӑваш чӗлхин вӗренкӗҫӗ вырӑнне йышӑнать. Е.И. Рожанский – чӑваш публицистикине тата очерк литературине никӗслекенӗ, чӑваш кӗнекин аслашшӗ».

Тӗпчевҫӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеке вулакан патне 1769 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫитнӗ. Кӑҫал чӑваш тӗнчи Ермей Рожанский ҫуралнӑранпа 280 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Ҫак икӗ пулӑма халалласа Чӑваш Республикин Наци библиотеки ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш кӗнеке кунне ирттерме палӑртрӗ.

Чӑваш чӗлхи историйӗпе кӑсӑкланакансене пурне те ҫавра сӗтеле хутшӑнма йыхравлатпӑр. Уяв 15.00 сехетре пуҫланать.

Чӑваш кӗнеки кунне пӗрле ирттерӗпӗр!