Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнипе ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Наци библиотеки Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗпе тата Чӑваш кӗнеке издательствипе пӗрле йӗркелерӗ. 

Фоторепортаж

Уява хутшӑнакансене Чӑваш кӗнеке издательствин генеральнӑй директорӗ Александр Иванов, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн председателӗ Ольга Куликова, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов ӑшшӑн саламларӗҫ. Конкурс ҫулсем иртнӗҫемӗн те хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатманнине, вӑл ҫыравҫӑсене, вулакансене, кӗнеке кӑларакансене, библиотекӑсене пӗрлештерекен чӑн-чӑн уяв пулса тӑнине палӑртрӗҫ.

Экспертсен канашӗн ӗҫӗ-хӗлӗ, конкурс ӗҫӗсем ҫинчен экспертсен канашӗн пайташӗ, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров каласа пачӗ. Конкурса 2020–2021 ҫулсенче тухнӑ вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ  пурӗ 143 кӗнеке хутшӑнчӗ.

«Чӑваш Енӗн литература картти» сайтра онлайн мелӗпе сасӑласа вулакансем килӗшнӗ кӗнекесем ултӑ номинацире палӑрчӗҫ.

«Поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» ята Юрий Сементерӗн «Ҫӗнтерӳ ячӗпе» кӗнеки тивӗҫрӗ.

«Проза жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» ята –Анатолий Хмытӑн «Тӗлленмен тӗлӗк» кӗнеки.

«Проза жанрӗпе вырӑсла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» ята – Виталий Захаровӑн «Меженица» кӗнеки тивӗҫрӗ. Куҫрараканӗ Зоя Романова.

«Ачасем валли ҫырнӑ чи нумай вулаканакан кӗнекесем» ятсене Марина Карягинӑн «Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗлхи», Ольга Австрийскаян «Пӗчӗкҫӗ шевле» тата Людмила Симоновӑн «Кукша с Кукшумки» кӗнекисем тивӗҫрӗҫ.

«Ӳнерҫӗ хаклавӗ» номинацире Фёдор Козловӑн «Истории для маленькой девочки» кӗнеки ҫӗнтерчӗ. Кӗнекене илемлетекенӗ – Татьяна Бурдина ӳнерҫӗ.

«Тӗпчевҫӗ хаклавӗ» ята паллӑ чӑваш поэчӗн «Станислав Сатур сӑввисем» кӗнеки тивӗҫрӗ.

Республикӑри вулавӑшсем хушшинче кӗнекене халӑх хушшинче анлӑ сарас, ҫамрӑк ӑрӑва нумайрах вулама хавхалантарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ онлайн проектсене те палӑртрӗҫ. «Чи лайӑх онлайн проект» номинацири ҫӗнтерӳҫӗсем:

– Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси ял библиотеки Юрий Сементер çырнă «Параппанлă Митраппан» кӗнеке тӑрӑх хатӗрленӗ интерактивлă онлайн-презентаци.

– Шупашкар районӗн библиотекӑсен пӗрлештернӗ системин тӗп библиотеки Ольга Австрийская кӗнеки тӑрӑх «САЛАМ-Пӗчӗкҫӗ шевле!» ирттернӗ онлайн-эстафета.

Ҫӗнтерӳҫӗсене уявра дипломсемпе парнесем парса чысларӗҫ. Ташӑ ӑсти, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн членӗ Инесса Шашкина хӑйӗн илемлӗ ташшипе уява илем кӳчӗ.