Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗнче, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ҫеҫпӗлҫӗсем пухӑнчӗҫ. Уява йӗркелекелесе ертсе пырканӗ чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Ҫеҫпӗл Мишши поэзийӗ паян  та актуаллӑ пулни ҫинчен каларӗ, ҫак кун республикӑра иртекен мероприятисемпе паллаштарчӗ. Вӗсенчен пӗри – «Эп пурӑнатӑп! Я живу» кӗнеке хӑтлавӗ. Кӗнекене икӗ чӗлхепе сӑвӑҫ ҫуралнӑ кунӗ тӗлне пичетлесе кӑларнӑ. Хатӗрлекенӗсем Антонина Андреевӑпа Валери Туркай. Умсӑмахне ҫыраканӗ – француз поэчӗ, куҫаруҫӑ Леон Робель.

Валери Туркай чӑваш литератури пуян пулнине, пур халӑхӑн та Ҫеҫпӗл пек поэтсем ҫуккине палӑртрӗ. Поэтӑн ҫӗнӗ куҫарӑвӗсем Белорусипе Дагестанра пичетленсе тухнине пӗлтерчӗ. Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ кашни ҫулах чӑваш литературин классикӗ ҫуралнӑ кун Ҫеҫпӗл премийӗн ҫӗнӗ лауреачӗсене чыслать. Кӑҫал ҫак сумлӑ ята чӑваш ялӗн сӑн-сӑпатне, чӑваш халӑх культурине упраса малалла аталантарнӑшӑн Иван Иванович Казанковпа Эдуард Константинович Бахмисов тивӗҫрӗҫ.

Гордеев Валерий Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, лауреатсене саламланӑ май, Ҫеҫпӗл Мишши премине парассине республикӑри Ҫеҫпӗл фончӗ хӑй ҫине илнине, ӑна кашни ҫулах чӑвашсен икӗ пултаруллӑ ывӑл-хӗрӗ тивӗҫнине палӑртрӗ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи Сиктӗрмере кӑҫал иртнӗ чӑваш уявӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, Иван Казанкова халалланӑ сӑввипе паллаштарчӗ.

Валери Туркай 1979 ҫулта, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ чух, Тутар Республикинчи Сиктӗрмене Виталий Станьял ӑсчах ертсе кайнине, ҫак илемлӗ вырӑнта чӑвашсен сӑвви-юррине пухни ҫинчен  аса илчӗ. Унта ҫырса илнӗ сӑвӑ-юрӑпа асаилӳсен тетрадьне тупни ҫинчен савӑнса пӗлтерчӗ. Ҫак тетрадьре Иван Казанков амӑшӗ Петӗр Хусанкай ҫинчен аса илсе каласа пани те пур. Асаилӳ Петӗр Хусанкай хайлавӗсен ҫӗнӗ кӗнекине кӗнӗ, вӑл ҫитес вӑхӑтра кун ҫути курӗ. Асӑнса хӑварас пулать, Сиктӗрмере чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ятне ял халӑхӗ паян та асра тытать, унпа мухтанать.

Иван Казанков чӑваш халӑх историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, Сиктӗрмери ял-хуҫалӑхӗпе паллаштарчӗ. Тӑван ялӗнче кӑҫал пӗтӗм чӑваш халӑх культурин уявне ирттерни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫитес вӑхӑтра чӑвашсен авалхи крепоҫне туса пӗререссине пӗлтерчӗ, малашнехи ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пӗрлӗхре вӑй пулнине палӑртрӗ.

Уяв малалла Шупашкар хулин Ленин проспектӗнчи Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче тӑсӑлчӗ. Унта литературӑпа искуство, культура ӗҫченӗсем, учительсемпе вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.