Сисӗнмесӗрех 2023 ҫула пырса кӗтӗмӗр. Кӑҫалхи ҫул та ыттисем пекех тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗнче мӗн-мӗн пулса иртессине вӑхӑтра пӗлсе тӑма Чӑваш Республикин Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ «Ҫулталӑк кӗнеки 2023» кӑларӑм пулӑшӗ.

Календарь 1967 ҫултанпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл Чӑваш Енри истори пулӑмӗсемпе паллаштарать. Кӗнекене пурӗ 400 ытла дата кӗнӗ: кунта республикӑмӑрӑн политикӑри, экономикӑри, ӑслӑлӑхри, культурӑри чи паллӑ пулӑмӗсем, паллӑ ҫыннисем  ҫинчен вуласа пӗлме пулать.

Мӗнлерех паллӑ кунсемпе уявсем кӗтеҫҫӗ-ши пире 2023 ҫулта?

Чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри вӑл – «Паха тӗрӗ» илемлӗ алӑсталӑхӗсен фирмин сумлӑ юбилейӗ. Малтанхи утӑмӗсене фирма «Кустарь-ӳнерҫӗ» алӑсталӑх кооператив юлташлӑхӗнчен пуҫланӑ. Хӑйӗн 100 ҫулхи историйӗнче халӑх алӑсталӑхӗсене аталантарас тата упраса хӑварас тӗлӗшпе предприяти пысӑк ҫитӗнӳсем турӗ. Ӳнерҫӗсемпе тӗрӗ ӑстисем авалхи чӑваш тӗррин искусствине типтерлӗ упраҫҫӗ, унпа пӗлсе усӑ кураҫҫӗ, ӑна аталантарас енӗпе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

Чӑваш ҫыравҫисемпе журналисчӗсемшӗн те кӑҫалхи ҫул пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Пӗр ӗмӗр каялла вӗсем «Канаш» союза пӗрлешнӗ. Унтанпа литературӑра ҫӗнӗ ятсем уҫӑлчӗҫ, Чӑваш Республикинче анчах мар, ун тулашӗнчи чӑвашсен те тӑван чӗлхепе тӗрлӗрен хаҫат-журнал нумай пичетленсе тухрӗ.

2023 ҫулта чылай паллӑ ҫын юбилейӗсене паллӑ тӑвӑпӑр. Вӗсен шутӗнче – Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулне уҫаканӗ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне, букварьне пуҫарса яраканӗ Иван Яковлев (175 ҫул), «Арҫури» поэмӑн авторӗ Михаил Фёдоров (175 ҫул), карап тӑвакан тӗпчевҫӗ Алексей Крылов (160 ҫул), писатель, фольклорист, этнограф Иван Юркин (160 ҫул), этнограф тата историк Николай Никольский (145 ҫул), чӑвашсен литература пӗлӗвне пуҫарса яраканӗ Гурий Комиссаров (140 ҫул), писатель-публицист, литература критикӗ, фольклорист Николай Золотов (125 ҫул) тата ыт. те.

2023 ҫулта пӗр ӗмӗр тултарнине чылай хисеплӗ чӑваш ҫыннине паллӑ тӑвӑпӑр. Паллӑраххисем: СССР тата РСФСР, Чӑваш АССР тата РСФСР, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ  Вера Кузьмина, истори наукисен докторӗ Яков Зайцев, филологи наукисен докторӗ Матвей Михайлов, журналист, писатель Иван Тенюшев тата ыт. те.

Ҫавӑн пекех ҫитес вӑхӑтра Денис Гордеевпа Александр Мефодьевӑн (85 ҫул), Юрий Малышевӑн, Зоя Романовӑн, Петӗр Эйзинӑн (80 ҫул); Василий Пушкинӑн, Станислав Александров (Упаҫҫин), Михаил Краснов (Ара Мишшин), Николай Ишентейӗн (70 ҫул) юбилейӗсем ҫывхараҫҫӗ.

Кӑҫал тата Марфа Трубина (135 ҫул), Максим Михайлов (130 ҫул), Иоаким Максимов-Кошкинский (130 ҫул), Тани Юн (120 ҫул), Мария Ухсай (115 ҫул), Герман Лебедев (110 ҫул), Филипп Лукин (110 ҫул), Валентина Элпи (110 ҫул), Марина Каширская (110 ҫул) ҫавра ҫулӗсене халалласа мероприятисем иртмелле.

Чӑваш халӑх юррисене шӑрантаракан Виталий Адюков 65 ҫулне, Вячеслав Христофоров юрӑҫ 60 ҫулне, Чӑваш патшалӑх Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн артистки Светлана Савельева 65 ҫулне, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн актёрӗ Юрий Филиппов 50 ҫулне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.

Кӑҫалхи ҫул Анатолий Силов, Николай Балтаев, Юрий Ювенальев тата ытти юбиляр-художниксен куравӗсене искусствӑна юратакансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтессе эпир шанса тӑратпӑр.

Календарь патшалӑх органӗсенчи, муниципаллӑ влаҫсенчи специалистсем, информаципе пичет, культура учережденийӗсенче, вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫлекенсем, студентсемпе вӗренекенсем, таврапӗлӳҫӗсемпе тӗпчевҫӗсем валли тата халӑх историйӗпе, культурипе кӑсӑкланакансемшӗн те усӑллӑ пулӗ. Кашни дати хамӑр тавракурӑма малалла аталантарма пулӑшӗ.

Кӑларӑма хатӗрлекенсем Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче ӗҫлекенсене тата календарь валли паха материалсем парса пулӑшакансене пурне те тав тӑваҫҫӗ.

Календарӗн электронлӑ версийӗпе Чӑваш Республикин Наци библиотекин «365 кун мухтавлӑ ентешсемпе пӗрле» порталӗнче паллашма пулать.