Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă регионсем шайĕнчи «Ман юратнă вĕрентекен» литература пултарулăх конкурсĕн йĕркийĕ

Пĕтĕмĕшле калани

«Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Наци библиотеки, Чăваш Республикин «Хыпар» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕ Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине  халалланă регионсем шайĕнчи «Ман юратнă вĕрентекен» литература пултарулăх конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсен 5–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулĕсенче вӗренекенсене тата учительсене, библиотекарьсене, культура ĕçченĕсене хутшăнма чĕнеççĕ. Конкурс 2023 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.

Конкурс тĕллевĕпе задачисем

  • И.Я. Яковлев «Чăваш халăхне» панă халал пехилĕсене ăша хывма, тăван чĕлхе халăх пурлăхĕ пулнине ăнланма пулăшасси;
  • пурнăç çулĕ çине тĕрĕс кăларма пулăшакан тата пулăшнă вĕрентекенĕн ырă сăнарĕпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлне уçса парасси;
  • халăхра учитель ячĕпе пĕлтерĕшне ӳстерме пулăшасси;
  • юратнă вĕрентекене чи ăшă туйăмпа чĕлхен илемлĕх мелĕсемпе усă курса сăнлакан, çырура пуплев çыхăнулăхĕпе шухăш йĕркине тытса пыракан шкул ачисемпе çамрăксене тата аслă çулсенчи ĕçтешсене тупса палăртасси, вĕсене пултарулăх ĕçне анлăрах явăçтарасси.

Конкурса йĕркелекенсем

  • Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕ;
  • И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ;
  • Чăваш Республикин Наци библиотеки;
  • Чăваш Республикин «Хыпар» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕ.

Конкурса хутшăнакансем

Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле  пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсен 5–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулĕсенче вӗренекенсем, учительсем, библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем. 

Конкурс йĕрки

Конкурс виçĕ номинаципе иртет:

  • чи лайăх сăвă,
  • чи лайăх калав, очерк, эссе, тĕрленчĕк,
  • чи лайăх пьеса.

Конкурса йĕркелекенсем пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакансене «Ман пĕрремĕш вĕрентекен», «Эпĕ – учитель ачи», «Ачалăх – чи савăк вăхăт», «Тавтапуç сана, вĕрентекен», «Учитель профессийĕ мана мĕншĕн килĕшет?», «Эпĕ – вĕрентекен, çавăнпа мухтанатăп», «Пĕтĕм пурнăçне вĕрентĕве панă…», «Пурнăç хăй вăл – вĕрентекен», «Халăх – чи аслă вĕрентекен» темăсенчен суйласа илнĕ е хăй палăртнă ирĕклĕ темăпа тĕрлĕ тĕслĕ хайлав çырма сĕнеççĕ.

Пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакансем вĕренӳ учрежденийĕнче пĕлӳ паракан учитель (педагог) çинчен кăна мар, пурнăçра ырра вĕрентекен пĕр-пĕр хисеплĕ çын пирки те хайлав çырма пултараççĕ.

Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене йышăнать. Литература хайлавĕсенче пуплев çыхăнулăхĕпе шухăш йĕркине тытса пырса юратнă вĕрентекенĕн ырă енĕсемпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлне кăтартмалла, унта авторăн ытларах хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртассине мала хуни пулмалла. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 5-7 страницăран ытла, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая пулмалла мар.

Ал çыру хайлавĕсене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшпа, 1,5 йĕрке хушшипе, сулахай енчен хĕррине (поля) 2,5 см, сылтăм енчен 1,5 см хăварса пичетлемелле. Авторсен хайлавсенче çыру ĕçĕн ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра, курсра) вĕреннине, ĕçлекенсен ĕç вырăнĕн адресне, должноçне, район (хула), республика (область, край) ятне чăвашла тата вырăсла çырмалла. Пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекенěн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, кĕсье телефонĕн номерне кăтартмалла (1-2-мĕш хушса панисене пăхăр). Компьютерпа чăвашла пичетленĕ хайлавсене тата заявкăсене 2023 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Пултарулăх конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефон: 62-35-61. Электрон почти: congress21@mail.ru

Конкурса ирттересси тата пĕтĕмлетесси

Конкурс йĕркелекен комитет жюрие палăртать. Жюри пайташĕсем Чăваш Республикин паллă писателĕсемпе журналисчĕсем тата тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем пулаççĕ. Жюри конкурса тăратнă хайлавсене пăхса тухса хак парать, малти вырăнсене ӳсĕм тăрăх, 5–6, 7–8, 9–11-мĕш классенче тата колледжсемпе аслă шкул вĕренекенсен, учительсемпе библиотекарьсен тата культура ĕçченĕсен йышĕнчен кашни номинацире уйрăм палăртать. Жюри илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавсене уйрăм ят пама пултарать.

11-мĕш класра вĕренекен çĕнтерӳçĕсене И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ чухне хушма балл параççĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвне протокол çырса çирĕплетеççĕ. Çĕнтерӳçĕсемпе призерсен списокне Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче вырнаçтараççĕ. 

Конкурс çĕнтерӳçисене чыслани

Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă регионсем шайĕнчи «Ман юратнă вĕрентекен» литература пултарулăх конкурсĕн çĕнтерӳçисемпе призерĕсене дипломсемпе парнесем парса ака уйăхĕнче чыслаççĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат параççĕ. Çĕнтерӳçĕсемпе призерсен ертӳçисене Тав хучĕпе хавхалантараççĕ.

Чыслава хăçан тата ăçта ирттерессине уйрăм пĕлтереççĕ. Чи лайăх хайлавсене «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» хаçатсенче тата «Тăван Атăл» журналта пичетлеççĕ.


1-мĕш хушса пани

«Ман юратнă вĕрентекен» литературăн тĕрлĕ жанрĕпе çыракан шкул ачисемпе професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсем конкурса хутшăнма заявка туни                                                     

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, класс

Уставра кăтартнă пек шкулăн /колледжăн/ аслă шкулăн/ чăвашла тата вырăсла ячĕ

Районăн/ хулан, республикăн /облаçĕн, крайăн/ чăвашла тата вырăсла ячĕ

Пултарулăх ĕçĕн (эссен) ячĕ

Пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекенĕн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, кĕсье телефонĕн номерĕ, электрон адресĕ, ĕç вырăнĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Дата                               Пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекен                                 /алă пусни/


2-мĕш хушса пани

«Ман юратнă вĕрентекен» литературăн тĕрлĕ жанрĕпе çыракан учительсем, библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем конкурса хутшăнма заявка туни                                                    

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ

Ĕç вырăнĕн чăвашла тата вырăсла ячĕ, должность

Районăн/ хулан, республикăн /облаçĕн, крайăн/ чăвашла тата вырăсла ячĕ

Пултарулăх ĕçĕн (эссен) ячĕ

Кил адресĕ, кĕсье телефонĕн номерĕ, е-mail

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

      Дата                               /алă пусни/