Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Юлия Николаевӑн «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекери хайлавсем, тӗпрен илсен, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тата ун хыҫҫӑнхи йывӑр пурнӑҫа сӑнласа панӑ. Вӑрҫӑ нуши пӗчӗк ачасене те пырса тивнӗ. Мӗскӗн шӑпӑрлансем тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе курайман. «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» калаври чуна пырса тивекен самантсем ҫинче кӑшт чарӑнса тӑмасӑр май ҫук, пӗчӗк Лисук сӑмахӗсене куҫҫулленмесӗр те вулаймӑн: «Пичче-е…Пичче-ем, ман ҫӑкӑй питӗ ҫиес килет. Атя-ха санпа колхоз пекайни патне. Унта ҫитсе шӑйшине ҫеҫ шӑйшласа килей хуть…», – тесе йӗрет. Ахальтен мар ҫак хӗрхенӳ, шеллев туйӑмӗ кӗнеке хуплашкинчи ачан сӑнне курсанах ҫуралать. Татьяна Бурдина художник ҫак ача куҫӗсенче пӗтӗмпех кӑтартса пама пултарнӑ. Кунта хӑйне май тунсӑхӗ те, шиклӗхӗ те, мӗскӗнлӗхӗ те, выҫлӑхӗ те, нуши те, ҫирӗплӗхӗ те курӑнать. Ҫак шухӑшах ҫирӗплетрӗ ҫӗнӗ кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ, редакторӗ Галина Антонова. Вӑл ҫыравҫӑн хайлавӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн усӑллӑ пулнине, паянхи ҫамрӑксен вӑл вӑхӑтри йывӑр пурнӑҫ ҫинчен пӗлмеллине асӑнса хӑварчӗ.

Сӑмах май, издательство ӗҫченӗсем сӗннипе «Инкеклӗ телей» хайлава К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев асӑрханӑ. 2021 ҫулта ҫыравҫӑн ҫак калавӗ тӑрӑх лартнӑ спектакль сцена ҫине тухнӑ. Куракансем ӑна ырласа йышӑннӑ.

«Юлия Николаева техӗмлӗ чӗлхипе чуна тыткӑнлама пултарать, теветкеллӗ, хивре сюжетсем, интригӑсем тума пӗлет. Чылай хайлава аса-илӳ меслечӗпе ҫырнӑ. Ҫапах та тепӗр чухне сюжета ытлашши сарса ярать, калас тенине пур чухне те вӗҫне ҫавӑрса ҫитереймен, уҫӑмлатайман. Тепӗр чухне вӑрҫӑра тӗл пулакан тискерлӗхсене ытлашшипех тимлӗх уйӑрнӑ. Михаил Шолоховӑн «Судьба человека» хайлавне ҫывӑх пек туйӑнчӗ», – палӑртрӗ Людмила Сачкова ҫыравҫӑ. Ҫавӑн пекех хайлавсен пуххине тишкернӗ май вӑл унта тӗл пулакан ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Ольга Австрийская ҫыравҫӑна та кӗнеке кӑмӑла кайнӑ. Вӑл Юлия Николаевӑн хӗрӗпе Галина Зайцевӑпа телефонпа ҫыхӑнса калаҫнӑ самантсене аса илчӗ. Писателӗн ҫырас пултарулӑхӗ мӗн пӗчӗкренех палӑрнӑ иккен, шкулта вӗреннӗ чухне сочиненисене ӑста шӑрҫаланӑ вӑл. Хӗрӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх Юлия Николаева вӑрҫӑ ҫинчен ҫынсем мӗн каласа панисене яланах тӗплӗн ҫырса пынӑ, ҫавӑнпа хӑй хайлавӗсенче пурнӑҫ чӑнлӑхне ҫутатса панӑ, кашни сӑнарне чун витӗр кӑларнӑ.

Ольга Федорова прозаик та Юлия Николаевӑн кӗнеки пичетленнине чӑваш литературинчи пӗлтерӗшлӗ пулӑм пек хакларӗ. «Пуян содержанниллӗ хайлавсем пурнӑҫа юратма, хаклама вӗрентеҫҫӗ, кашни ӳсӗмри вулакан хӑйне кирлине тупма пултарать», – пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

Паллах, кӗнекене кашниех хӑйне май хак пачӗ, кашнин шухӑшӗ кӑсӑклӑ та пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.