Николай Ишентей Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче хаваслӑ лару-тӑрура паллӑ ҫыравҫӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Петрович Ишентей хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ турӗ.  Пултаруллӑ калем ӑстине чыслама ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, библиотека ӗҫченӗсем тата студентсем пухӑнчӗҫ.

Николай Петровичӑн пултарулӑх диапазонӗ анлӑ,  вӑл тӗрлӗ жанрсемпе ӗҫлеме ӗлкӗрет: поэмӑсем, сӑвӑсемпе юмахсем, калавсем ҫырать. Унӑн ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесем уйрӑмах нумай. Автор ача-пӑча психологине анлӑн пӗлни уҫҫӑн курӑнать. Ҫакна палӑртса хӑварчӗ Ольга Куликова, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи, уява уҫнӑ май.

Николай Осипов филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ палӑртнӑ тӑрӑх, «юлашки 15-20 ҫул Николай Ишентей ячӗ янраса тӑрать. Уйрӑмах ача-пӑча литературинче. Автор литература ҫулӗ ҫине ҫамрӑкла килмен, хӑйӗн пурнӑҫ багажӗпе кӗнӗ. Филологи факультетӗнче чӑваш уйрӑмӗнче вӗренсе тухса шкул учителӗ пулса ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтра кӗнекесем ҫырнӑ. Литература сӑнарлӑхӗ пуян Николай Петровичӑн. Кашни сӑнарӗ хӑй вӑхӑтӗнче пурӑнать, саманапа пӗрле пырать».

«Николай Ишентей геройӗсем тӗрлӗ йышши экспериментаторсем. Ҫыравҫӑ хӑйӗн произведенийӗсенчи сӑнарсен кашни ӳсӗмӗсене кӑтартса пырать. Ҫавӑнпа пӗчӗк ачасене те, вӑтам шкул ачасене те, аслӑрах ачасене те Николай Петрович геройӗсем тыткӑнлаҫҫӗ, хӑйсем хыҫҫӑн ертсе пыраҫҫӗ», — каласа хӑварчӗ филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова.

Лидия Филиппова вара авторӑн произведенисенчи гражданла позицийӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ун шухӑшӗпе, ҫыравҫӑ чылай хайлавӗнче вулакансене Тӑван ҫӗршыва юратма, тӑван чӗлхене упрама вӗрентет.

Поэтӑн чылай сӑввине композиторсем юрра хывнӑ. Паллисенчен «Пурнӑҫ урапи» (А. Никитин), «Пурнӑҫ кӗнеки» (И. Христофоров), «Кӑвакарчӑн куҫӗсем» (Ю. Кудаков) юрӑсене асӑнма пулать.

Уяв каҫӗнче юбиляр ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ. Хӑнасем Николай Ишентее ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем шӑрҫаласа тӑма ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ, вулакансем патне хывнӑ туслӑх кӗперӗ малашне те ҫирӗп пуласса шаннине пӗлтерчӗҫ.