Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн 2023 ҫулхи пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Ара Мишшин «Тӑвалла ҫул» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Хайлав пуххине вунпӗр калавпа пӗр повесть кӗнӗ. Ӑна аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ, анчах вӑл аслӑрах ӳсӗмрисене те, ҫитӗннисене те кӑсӑклантармалла.

Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) – Чӑваш Республикинче самаях палӑрнӑ ҫыравҫӑ. Михаил Николаевич патшалӑхӑн яваплӑ вырӑнӗсенче чылай ҫул ӗҫлерӗ. Прозӑра анчах мар, журналистика тӗнчинче те палӑрчӗ вӑл. Очерксем, публицистика хайлавӗсем калӑплать.

Тӗлпулура Михаил Краснов хӑйӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе, ҫӗнӗ кӑларӑмӑн историйӗпе паллаштарчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра та кӗнекесем кӑларма палӑртнине пӗлтерчӗ.

«Тӑвалла ҫул» кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. «Авторпа килӗштерсе ӗҫлерӗмӗр. Вӑл кирек епле ыйтӑва та тӳрех татса пама пултарать. Пӗчӗк ачасенчен пуҫласа аслӑ класра вӗренекенсем валли шӑрҫлама пуҫларӗ, ҫӗнӗ ҫыравҫӑн пултарулăхĕ пӗчӗккӗн ӳссех пырать», – терӗ кӗнекен редакторӗ Ольга Федорова. Ольга Австрийская «Ҫамрӑк юланутҫӑ», «Пӗрремӗш утӑмсем», «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» кӗнекесен редакторӗ пулнӑ. Автор паянхи куншăн çивĕч ыйтусем хускатнине, шкул ачисене, яш-кĕрĕме кăсăклантаракан темăсене уçса пама тӑрӑшнине палӑртрӗ вӑл. Ҫавӑн пекех хайлавсен пуххине тишкернӗ май унта кӑмӑла кайнӑ самантсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Людмила Сачкова романист ырӑ сӗнӳсем пачӗ, хайлавсенче ырӑпа усал кӗрешӗвне кӑтартмаллине, сивлек сӑнарсем пирки те ҫырмаллине асӑнчӗ. «Кашни професси тарӑнӑшне тӗплӗн уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ку мана уйрӑмах килӗшрӗ. Ачасене тӗрӗс ҫул ҫине тӑма пулӑшакан пособи евӗр ҫырнӑ кӗнеке. Ӑна вӗрентекенсене те вулаттарас килет. Хайлавсенчи геройсем пӗр-пӗрне хисеплесе калаҫаҫҫӗ. Вӗсен культура шайӗ пысӑк», – хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ прозаик. Геронтий Никифоров Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ кĕнекере сăнарсене еплерех уçса панине, диалогсене мĕнле йĕркеленине сăнанă иккен. Михаил Николаевича çавăн пекех Лидия Филиппова, Лидия Сарине, Раиса Воробьева, Лариса Петрова, Нина Царыгина çыравçăсем тата ытти варкӑшҫӑсем саламларĕç, ăшă сăмахсем каларĕç, малашне те литература анинче тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй-хӑват, таса сывлӑх сунчӗҫ, кӗнеке ҫитӗнекен ӑрушӑн  усӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ.

«Манӑн хайлавсем пӗр ҫыншӑн та пулин усӑллӑ пулсан хама ҫӗр ҫинче ахаль пурӑнман тесе шутлатӑп», – ҫапларах вӗҫлерӗ хӑйӗн шухӑшне Михаил Николаевич.