Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» романӗн чӑваш литературинчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ» онлайн-лекци иртет. Калаҫакансем: филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова тата Чӑваш Республикин Наци библиотекин аслӑ библиотекарӗ Татьяна Семенова.

Итлекенсем чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн (Николай Филиппович Ильбековӑн) пултарулӑх ҫул-йӗрӗпе тата «Хура ҫӑкӑр» романӑн хӑйне евӗрлӗхӗпе паллашӗҫ, хайлавӑн чӑваш литературинчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен ытларах пӗлӗҫ.

Онлайн-лекци 14 сехетре конференц-залра (214 каб.) пуҫланать.

Адресӗ: https://www.youtube.com/live/op1vBQo-4yg?si=lZig0OhyPH9YZRQD