Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче философи наукисен докторӗ, профессорӗ, геологипе минералоги наукисен кандидачӗ, таврапӗлӳҫӗ, вӗрентӳҫӗ Геннадий Фёдорович Трифонов  ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ асӑну каҫӗ иртет. Паллӑ ентешӗмӗре сума суса тӗпчевҫӗсем, ӗҫтешӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, чӑваш писателӗсем, журналистсем, вулакансем пухӑнӗҫ, сумлӑ ҫыннӑмӑрӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне, ӗҫне-хӗлне тишкерӗҫ.

Геннадий Трифонов Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи Етӗрнекасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл М.В. Ломоносов ячӗпе хисепленекен Мускав патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Унта вӗренсе тарӑн пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Геннадий Фёдорович Украинӑри, Ҫӗпӗрти, Чӑваш Республикинчи геологи организацийӗсенче вӑй хунӑ. Ҫавӑн пекех вӑл чылай ҫул И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пысӑк та яваплӑ вырӑнсенче ӗҫленӗ.

Вӑл 90 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен, вӑл шутра монографисен авторӗ. Вӗсен шутӗнче паллӑраххисем: «Методологические проблемы синтеза геологических знаний», «Сознание и познание», «Автографы: времена и судьбы» тата ыт. те. Паллӑ тӗпчевҫӗ, профессор 85 ҫул ҫитнине халалласа кӑҫал «Геннадий Трифонов: геолог, философ, педагог» документсен, эссе тата аса илӳсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Уява хутшанакансене ҫак кӗнекепе те паллаштарӗҫ.

Таврапӗлӳҫӗн, геологӑн, философӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансене, кӑмӑл тӑвакансене пурне те Геннадий Трифонова халалланӑ асӑну каҫне йыхравлатпӑр.

Уяв 137 пӳлӗмре 16 сехетре пуҫланать. Хапӑл туса кӗтетпӗр!