Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ май унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халаллнӑ «Манӑҫми Митта» картинӑсен куравӗ ӗҫлет. Авторӗ – Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлешевӗн пайташӗ Валерий Алексеевич Краснов (Ирӗк Килтӗш).

Чӑвашсен паллӑ та пултаруллӑ поэчӗ, куҫаруҫи, критикӗ, СССР писательсен Союзӗн членӗ Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи мартӑн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче ҫуралнӑ. Шӑпах ҫак тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ та Валерий Алексеевичӑн картинисем: ял илемӗ, Митта Ваҫлейӗн ҫурчӗ, йӑмри, урамӗ, портречӗсем, поэт ҫӳренӗ вырӑнсем уйрӑмах тыткӑнлаҫҫӗ куракана. «Ҫакӑн йышши куравсем чӑвашсен паллӑ ҫыннисен пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе татах та ҫывӑхрах паллашма, ӳнер тӗнчипе киленме май параҫҫӗ», – тесе хак параҫҫӗ В. А. Краснов картинисене куракансем.

Курав чӳк уйӑх вӗҫӗчченех ӗҫлет, 9 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен. Тунтикун – канмалли кун. Хапӑл туса кӗтетпӗр!