Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫ ветеранӗн – Иванова Мария Ильиничнӑн «Ҫирӗклӗ тӗрленчӗкӗсем» кӗнеке хӑтлавӗ иртет.

Мария Ильинична Иванова 1934 ҫулхи октябрӗн 24-мӗшӗнче Йӗпреҫ районне кӗрекен Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ачалӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсемпе пӗр килнӗ. Малтанах вӑл Ҫирӗклӗри пуҫламӑш, каярах Хурамалти вӑтам шкулта вӗреннӗ.  Ачалӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тапхӑрне лекнӗ. Вӑрҫӑ юхӑнтарнӑ ҫӗршыва ура ҫине тӑратма ӗҫ аллисем кирлӗ пулнӑ. Комсомол чӗннипе вӑл Куйбышев, Иркутск облаҫӗнчи, Ангарари стройкӑсенче штукатур-маляр пулса ӗҫленӗ. 1959 ҫулта яла таврӑннӑ. Вӑтаель, Пучинке, Ҫирӗклӗ, Савккапа Ҫӗнӗ Кӗлӗмкассин ял ҫыннисене библиотека ӗҫченӗ пулса кӗнекепе тивӗҫтернӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче библиотекарӗ вӗренсе тухнӑ. 1972 ҫултанпа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Республикӑри М. Горький ячӗллӗ библиотекӑра (халӗ Чӑваш Республикин Наци библиотеки), Республикӑри ача-пӑча библиотекинче вӑй хунӑ.

Мария Ильинична икӗ кӗнеке авторӗ. Пӗрремӗш тӗпчев ӗҫӗ «Эп тав тӑвап ҫак ҫӗре…» ятпа 2016 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Таврапӗлӳ темипе ҫырнӑ «Ҫирӗклӗ тӗрленчӗкӗсем» — унӑн иккӗмӗш кӗнеки.

Кӗнекепе тӗплӗнрех паллашма Чӑваш Республикин Наци библиотекине чӗнетпӗр. Кӗнеке хӑтлавӗ 137 пӳлӗмре 15.00 сехетре пуҫланать.